Май уйăхĕн 22-24-мĕшĕсенче Чăваш Енре «Ялта чи лайăххисем» агрослет иртĕ.

Çамрăксем валли 5-мĕш хут йĕркелекен мероприятие кăçал Раççейри Халăхсен пĕр­лĕхĕн тата Чăваш Енри Халăхсен туслăхĕн çулталăкне халалланă. Вăл «Единая Россия» партин халăх программи валли сĕнÿсем пухмалли лапам пулса тăрĕ.

Агрослет кашни çулах республикăри пултаруллă та хастар çамрăксене пухать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, унта тĕрлĕ професси çынни пулĕ: тухтăрсем, аграрисем, учительсем, культурăпа спорт ĕçченĕсем, предпринимательсем. Мероприятие çавăн пекех Чă­ваш патшалăх аграри колледжĕ хутшăнĕ. Унсăр пуçне федерацин Атăлçи округĕнчи регионсенчен те çамрăксем килсе çитĕç. Агрослет программипе килĕшÿллĕн кăçал та унта хутшăнакансен парачĕ, ял çамрăкĕсен спартакиади, пулă яшки пĕçерессипе ăмăртусем пулĕç. Çавăн пекех экспертсемпе, общество хастарĕсемпе тата влаç органĕсен представителĕсемпе дискуссисем иртĕç. Слет ĕçне «Единая Россия» партин представителĕсем те хастар хутшăнĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика