Таньăн çĕр каçа пуйăс кăлтăртатнине итленипе, хĕвĕшекен халăхлă метрона анса курнипе çуралнă хавас туйăмĕсем туххăмрах чăл-пар саланчĕç. Больницăн йышăну пÿлĕмне кĕрсенех тăр-тăр чĕтреме тытăнчĕ вăл. Пĕрне, кÿмере ларакан арçын ачана, амăшĕ кашăкпа апат çитерет. Хăй пĕчĕк мар ĕнтĕ — сăнран пăхсан, пĕр вунă-вун икĕ çулсенче. Теприн, самай чипер сăнлă хĕрĕн, парикĕ хывăнса ÿкнĕ те ашшĕ ăна урайĕнчен илсе тăхăнтартрĕ. Виççĕмĕшне юнашар ларакан тенкелсем çине вырттарнă — темĕскер питĕ ыратать пулмалла, йывăррăн йынăшать. Больницăн коридорĕсенче те, лифтра та Таньăпа амăшĕ кÿмепе çÿрекенсене, шакла пуçлисене татти-сыпписĕр курчĕç. Хăшĕ-пĕрин куç харши те юхса тухнă. Çĕр çинчи усал шыçăпа чирлĕ мĕнпур çынна çакăнта килсе янă тейĕн — питĕ нумаййăн вĕсем.
— Мăнукăм, — тухтăр пÿлĕмĕ умĕнче черет кĕтсе ларакан Таня умне пĕшкĕнчĕ ватă хĕрарăм. — Чиперккеçĕм, пирĕшти пек тасаскерĕм, сана ку больницăра урăх курам мар. Сывалса телейлĕ пул. Юрать-и?
Хăйне тĕлĕк серепинчен хăтăлайман çын пек туякан хĕрача кинемее шантарнăн пуçне вылятрĕ…
Анчах вăл икĕ эрне ирсерен тĕрлĕ йышши анализ парса, кун каçа икĕ-виçĕ ультрасасăллă тĕрĕслев тухса ывăнса çитрĕ. Пĕрмай пуçĕ çаврăнчĕ, ăшĕ пăтранчĕ. Мăкăлĕсене пула уксахламах тытăнчĕ. Ватă çынна сăмах парса пуç сĕлтни чăна килмест пек туйăнма та тытăнчĕ ăна. Кравать пуçне ларчĕ те чĕркуççинчи шыççисене ачашласа: «Ÿсетĕр-и-ха, манăн ылтăнăмсем?» — тесе макăрчĕ.
Амăшĕн хăлхине те кĕчĕç çав сăмахсем. Кун пек чухне куçра пăчăртанакан куççуле епле чармалла? Аля кăкшăмран шыв ярса ĕçнĕ пек туса пуçне чÿрече еннелле çавăрчĕ. Çап-çутă тумламсем сăрă-писев мĕнне хурлăх килсе çапнăранпах маннă пит тăрăх шăпăр-р! юхса анчĕç.
— Анне, эпĕ вилетĕп-и? — чĕрине хĕçпе çурнăн илтĕнчĕ хĕрĕ калани. Амăшĕ çавăнтах хăйне алла илчĕ. Куççульне Таня сисмелле мар шăлса типĕтрĕ.
— Мĕскер калаçатăн эсĕ? Акă операци тăвĕç те киле таврăнăпăр. Унчченхи пекех пурăнма тытăнăпăр, — хĕрне пырса ыталарĕ амăшĕ, анчах Мускаври тухтăр сăмахĕсем ăна аçа çапнăн аташтарчĕç: «Лăплантарса нимĕн те калаймăп. Ку диагнозран вилекен йышлă. Ачасемпе çамрăксен саркома уйрăмах хăвăрт аталанать, ураран часах ÿкерет».
— Киле таврăниччен пирĕн «Третьяковкăна» та çитсе курмалла, — хĕрне тунсăхлă шухăшсен танатинчен кăларас тесе пуплерĕ Аля. Тахçантанпах йăл кулман хĕрĕн сăнĕ çуталчĕ…
Çулĕ тикĕс пулсан та урапа пĕр йĕрпе кусмасть çав. Амăшĕ шаннă пек те, Таня кĕтнĕ евĕр те килсе тухмарĕ. Тăван тăрăхне те тÿрех таврăнаймарĕç вĕсем, картина галерейине те çитеймерĕç. Ултă сехете тăсăлнă операци хыççăн хĕрачан диагнозĕ çирĕпленчĕ. Сиплекен врач хими терапийĕн сакăр курсĕ витĕр тухмаллине пĕлтерчĕ. Сакăр курс… Пĕрине чăтса ирттерме те питĕ хĕн. Çавăн чухлĕшне епле тÿсмелле? Пирвайхи хыççăнах Таньăн пуçĕнче виçĕ пĕрчĕ çÿç те юлмарĕ. Тĕкĕртен тинкермессерен килте, амăшĕн кивĕ япалисен хушшинче, выртакан иртнĕ ĕмĕрхи шакла пуканене аса илчĕ. Чаплăраххисем пулсан та пĕчĕкрех чухне Таня ăна туртса кăларатчĕ. Вылянипе кăна çырлахмастчĕ, кирек ăçта кайма çула тухсан та пĕрле илетчĕ. Амăшĕ хăй ача чухне ăна Натали тесе чĕннĕрен Таня та çапла каласа ачашлатчĕ.
— Анне, эпĕ — чисти Натали, — терĕ хĕрача. Анчах мĕн пирки сăмах пынине Аля çав самантрах ăнкараймарĕ, Таня аса илтерсен кăна тавçăрчĕ.
— Манăн ăна çупăрласа ларас килет. Иксĕмĕр те çÿçсĕр — аппăшĕпе йăмăкĕ пек курăнăпăр, — калаçрĕ хĕрача. Чир ăна ачалăхран вăхăтсăр кăларчĕ, ир аслăлантарчĕ тесе пăшăрханнăччĕ амăшĕ. Çук иккен. Вăл ача пулма пăрахман-ха.
Чун тĕпренчĕкĕн таса ĕмĕтне хирĕç каяйăн-и? Аля килне шăнкăравласа мăшăрне Мускава шапаша çÿрекен арçынсенчен çав пуканене парса яма ыйтрĕ. Ăна алла илсен Таня шкула вĕренмесĕр кайнă çĕртех «пиллĕк» илнĕ пек савăнчĕ — самантлăха хăйĕн чирĕ пирки те манчĕ-и, тен?..
Вăхăт нумай та иртмерĕ — Таня пукани çинчен манчĕ. Туссем тупрĕ. Пурте хăй пекех йывăр чирпе кĕрешеççĕ. Вĕсем каçсерен пĕрле пуçтарăнса ларса çамрăксем валли ÿкернĕ илемлĕ фильмсене сÿтсе яваççĕ, ĕмĕтленеççĕ. Операци хыççăн хими е пайăрка терапийĕн курсне хăйсен хулинчи больницăра тухнăран пĕчĕк пациентсем улшăнсах тăчĕç.
Таня нумайăшĕнпе туслашрĕ. Пĕри те тепри килĕсене кайсан та çыхăнăва татмарĕ, мессенджерсенче, социаллă тетелсенче çыру çÿретрĕ. Миланăна, ав, Германие илсе кайнă, унта сипленет, Гриша чире парăнтарнă та шкула çĕнĕрен таврăннă — халĕ хăйĕнчен çулталăк кĕçĕнреххисемпе вĕренет. Ÿт ракĕнчен сывалнă Даша анимепе интересленме тытăннă — картинисене яппунсем хурăмлă ÿкерсе Таньăна та яра-яра парать. Çапах пуринчен ытла вăл Андрейпа çывăхланчĕ.
Каччă — вун пиллĕкре. Амăшĕ çĕре кĕрсен, ашшĕ хыпарсăр çухалсан вăл кукамăшĕпе кăна тăрса юлнă. Анчах инкек-синкекĕн пĕчченшеррĕн мар, тапăрпа çÿресси йăлара пур. Çывăх çыннисемсĕр тăрса юлнă хыççăнах Андрей усал шыçăпа чирлени паллă пулнă. Унăн та амакĕ Таньăнни пекех. Анчах чир тата шаларах кайнă пулмалла — урине чĕркуççи тĕлĕнченех татнă.
Халĕ вăл протезпа çÿрет. Хăй çав тери хаваслă, кĕнеке вулама кăмăллаканскер шÿтлеме те ăста. Коридорти сак çине тухса лараççĕ те тем çинчен те пуплеççĕ. Тин çеç Андрей ăна викингсем пирки каласа кăтартатчĕ, халĕ, акă, ТикТокри кĕске видеосене куç илмесĕр пăхаççĕ.
Таня йĕкĕте черетлĕ хут ытараймасăр сăнарĕ. Реабилитаци уйрăмĕнче выртаканскерĕн йăл кулли актерăннине, леш Данила Козловскинне, аса илтерчĕ, куç шăрçи те ав мĕн тери илĕртÿллĕ, хуп-хура. Э, тăхта-ха, çÿçĕ те йăм хура иккен. Шăрт пек тапса тухнăскере Таня тытса пăхмасăр чăтаймарĕ. Шуранка аллипе перĕнчĕ кăна — çав самантрах тартрĕ: чĕрĕп йĕппи пек тирет.
Малалли пулать.
Дмитрий МОИСЕЕВ
