IMG 4365Эрнекунхи Вăрмар пасарĕ чылай çынна пĕрле пуçтарать. Пĕрисем сутаççĕ, теприсем — туянаççĕ, паллакансем пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçаççĕ. Килти хуçалăхра туса илнĕ апат-çимĕç продукцине сутакансем яланах пур пасарта. Вĕсем хушшинче Пăвакасси ялĕнчен çитсе сĕт, тăпăрч, купăста, типĕтнĕ панулми сутса тăракан Татьяна Александровна Александровăна час-часах курма тÿр килет. Питĕ хастар хĕрарăм вăл. Ачисемшĕн питĕ тăрăшать. «Ачасене вĕрентмелле вĕт», - тет пасарта суту тăвакан Татьяна Александровна.

Мăшăрĕпе Сергей Владимировичпа Пăвакасси ялĕнче пурăнса выльăх-чĕрлĕх йышлă усраççĕ. Паянхи кун тăватă ĕне, икĕ лаша, вăтăр ытла сурăх тытаççĕ. Татьяна Александровна 2022 çулта харпăр хăй çине ĕçлекен /самозанятый\ пулса регистрациленнĕ, ун чухне патшалăхран 250 пин тенкĕ панă пулнă. Çак укçа-тенкĕпе Александровсем мотоблок, генератор, ĕне сумалли аппарат туяннă. Татьяна Александровна хăй ячĕпе 27 гектар çĕр арендăна илнĕ. Унсăр пуçне мăшăрĕ Сергей Владимирович çинче 5 гектар çĕр. «Лашапа сухалатпăр, лартатпăр, кăларатпăр. Кĕркунне сухан, ыхра чылай лартса хăвартăмăр. Çĕрулми, кишĕр, выльăх кăшманĕ çитĕнтеретпĕр сутмалăх. Мăшăрпа пĕрле ĕçлетпĕр», - тет ĕçчен хĕрарăм. Ыйхи кĕске вĕсен. Ирхине 3 сехетре пуçланать ĕç кунĕ. Эрнекунхи пасарта сутнисĕр пуçне сĕте яла курттăммăн туянма килекенсем урлă та парса яраççĕ. Пĕр литр сĕте 20 тенкĕпе туянса каяççĕ.

Сергей Владимировичпа Татьяна Александровна виçĕ хĕре кун çути парнеленĕ: Кристина, Карина, Валерия. Асли Кристина çемьеллĕ, Каринăпа Валерия иккĕшĕ те Шупашкарти экономикăпа технологи колледжĕнче ăс пухаççĕ. Карина кăçал «пушар хăрушсăрлăхĕ» специальноçпе 4-мĕш курсран вĕренсе тухса диплом илме хатĕрленет. Виççĕмĕш курсра вĕреннĕ вăхăтрах Карина диспетчер пулса ĕçлеме тытăннă, халĕ те ĕçлет. Татьяна Александровнăпа Сергей Владимирович хĕрĕсен çитĕнĕвĕсемпе савăнаççĕ, малашне те тăрăшса ĕçлеме хавхаланаççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика