Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев черетлĕ «тÿрĕ лини» ирттерĕ. Вăл апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче пулĕ, 11 сехетре пуçланĕ.

«Республика аталанăвĕ тата малашнехи плансем пирки калаçăпăр. Чи кирли — сирĕн ыйтусене хуравлăп. Мĕн хумхантарнине тĕплĕн сÿтсе явăпăр. Пĕр ыйту та тимлĕхсĕр юлмĕ», - палăртнă Олег Николаев МАХ мессенджерти хăйĕн каналĕнче.

Ыйтусене маларах Патшалăхăн пулăшу ĕçĕсен порталĕ урлă яма юрать. Эфир иртнĕ кун вара трансляци чатне çырма е 8/8352\ 565-100 номерпе шăнкăравласа ыйтма май пулĕ.

Тÿрĕ эфирта «Контактра» социаллă сетьре «Чă­ваш Республики» ушкăнра, Чă­ваш наци телекуравĕн тата ЮТВ эфирĕнче курма, çавăн пекех Наци радиовĕпе итлеме пулĕ. Унсăр пуçне МАХ мессенджерти «Хыпар—Вести Чувашии» каналта, Чувашинформ лапа­мĕнче «тÿрĕ линире» хускатнă çивĕч ыйтусем çинчен çав самантрах пĕлтерсе тăрĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика