IMG 4403

Эрне пуçламăшĕнче кăнтăрла иртни тăватă сехетре Вăрмарти чукун çул вокзалĕнчи перрон хаваслă шăв-шавпа тулчĕ. Кам чечек çыххи çĕклесе утать, камăн аллинче — саламлă плакатсем, шавлаççĕ, хаваслăн кулаççĕ, купăс калаççĕ. Ачасем те, аслисем те йышлăн пулчĕç кунта — А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн руководителĕсем, самбо уйрăмĕн тренерĕсемпе воспитанникĕсем, Пысăк Енккассинчи вăтам шкул вĕрентекенĕсемпе вĕренекенĕсем...

Мĕн сăлтавпа çакăн пек туслă йышпа пухăннă-ха вĕсем? Уçăмлататпăр — Ямало-Ненецк автономи округĕнчи Ноябрьск хулинчен, 14-16 çулсенчи яшсемпе хĕрсем хушшинче самбо енĕпе мала тухмалли çĕршыв шайĕнчи ăмăртусенчен пысăк çитĕнÿпе таврăнакан çамрăк ентешĕмĕре Анна Еруковăна тата унăн тренерне Иван Николаевич Никитина савăнăçлă лару-тăрура кĕтсе илме тухнă. Раççейри çамрăк самбистсемшĕн паллă та пысăк пулăм вăрмарсемшĕн ăнăçуллă вĕçленнĕ — 44 килограмран сахалрах таякан хĕрсем хушшинче Анна Ерукова 2-мĕш вырăна тухса кĕмĕл медале тивĕçнĕ, ăмăртусене пĕтĕм çĕршывран хутшăннă 28 пултаруллă спортсмен хушшинче иккĕмĕш пулса çĕнтерÿ пьедесталĕ çине хăпарнă.

Анна Энтрияль ялĕнче Надеж­да Станиславовнăпа Сергей Николаевич Еруковсен нумай ачаллă çемйинче çуралнă, ултă ачаран виççĕмĕш вăл. Хальхи вăхăтра Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 8-мĕш клас­ра пĕлÿ илет. Спортпа та кăсăкланать, Арапуçĕнчи культура çурчĕ çумĕнчи «Степ» ташă студине те çÿрет.

А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн самбо уйрăмне Анна пĕчĕкренех, пуçламăш классенче вĕреннĕ чухнех, çÿреме пуçланă, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Иван Николаевич Никитин патĕнче спорт­ри пултарулăхне тăрăшуллăн туптать. Хĕрача тăтăшах тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать, самбо енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕн нормативне пурнăçланă. Амăшĕ Надежда Станиславовна пĕлтернĕ тăрăх, килĕнче унăн 40-е яхăн медаль типтерлĕн упранать.

2024 çулта Анна 12-14 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче Чăваш Республикинче мала тухассипе иртнĕ ăмăртусенче 37 кг таякан спортсменсем хушшинче 1-мĕш пулнă. Çав çулах Атăлçи федераци округĕнче мала тухассипе иртнĕ ăмăртусенче çĕнтернĕ. Унтан вара çĕршывăн ăмăртăвĕсенче те чи пултаруллисен ретне тăма тивĕçнĕ — 40 кг таякан самбистсем хушшинче 3-мĕш вырăн йышăннă.

2025 çулта ентешĕмĕр 14-16 çул­сенчи арçын ачасемпе хĕрачасем хушшинче Чăваш Рес­публикинче мала тухассипе иртнĕ ăмăртусенче 41 кг таякан самбистсем хушшинче ылтăн медаль çĕнсе илнĕ, Атăлçи федераци округĕн 14-15 çулсенчи яшсемпе хĕрсем хушшинче иртнĕ ăмăртăвĕсене хутшăнма тивĕçнĕ. Унта та вăл ăнăçăва аллинчен вĕçертмен — 42 кг таяканнисем хушшинче 2-мĕш вырăна тухнă. 2025 çултах тĕнче класлă спорт мас­терĕсен Елена Тарасовăпа Оксана Танцюран парнисене çĕнсе илессишĕн иртнĕ ăмăртусенче 44 кг таяканнисем хушшинче пĕрремĕш пулнă.

Кăçалхи çул та Аннăшăн çитĕнÿсемпе пуçланнă. Атăлçи федераци округĕнче мала тухассипе иртнĕ ăмăрту­сенче вăл 2-мĕш вырăна тивĕçнĕ. Халĕ вара, акă, çĕршыв шайĕнче те чи вăйлисен йышне кĕнĕ.

Пултаруллă самбистăн спорт çулĕ çинчи çĕнтерĕвĕсем унăн тренерĕшĕн Иван Николаевичшăн та, ашшĕпе амăшĕшĕн Надежда Станиславовнăпа Сергей Николаевичшăн та савăнмалли тата мухтанмалли пысăк сăлтав. Эпир те, Вăрмар çыннисем, пирĕн тăрăхра çакăн пек талантлă спортсмен пулнипе, вăл Вăрмар округĕн чысне çÿллĕ шайра хÿтĕленипе мăнаçланатпăр. Малашне те Анна Еруковăна ăнăçу сунар!

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика