IMG 20260414 144148Çак кунсенче Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкула, директорăн заместителĕ Валентина Михайловна Табакова йĕркеленипе, Чăваш Республикин Наци библиотекин ĕçченĕсемпе чăваш писателĕсем тĕлпулу ирттерме килсе çитрĕç.

Аслă классенче вĕренекенсем вĕсене питĕ хавас кĕт­се илчĕç. Çак тĕлпулăва биб­лиотекарьсемпе вулакансем те хутшăнчĕç. Хăнасемпе Чă­ваш Республикин Наци библиотекин пай начальникĕ Галина Павловна Соловьева паллаштарчĕ, республикăн тĕп библиотекин информаци ресурсĕсем çинчен, электронлă библиотекăпа мĕнле усă курмалли пирки каласа пачĕ.

Эпир паллă чăваш çыравçисемпе тĕл пултăмăр. Чăваш халăх поэчĕн, юрăçăн, композиторăн, куçаруçăн Светлана Асаматăн, чăваш писателĕн, журналисчĕн, куçаруçăн, Чă­ваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Николай Максимовăн, чăваш çыравçин, педагогăн Раиса Воробьевăн, Чăваш Республикин тава ти­вĕçлĕ артисчĕн Виталий Сергеевăн пултарулăхĕпе паллашрăмăр. Тĕлпулу вăхăтĕнче хăнасем хăйсен пултарулăх çулĕ çинчен, вĕсене хайлав­сем çырма мĕн хавхалантарни çинчен каласа пачĕç, сăввисене чăвашла та, вырăсла та вуларĕç.

Шкулта эпир тăван чăваш литературин предметне вĕренетпĕр, ăна пире аслă квалификаци категориллĕ педагог Роза Михайловна Иванова ăса хывма пулăшать.

Аслă классенче чăваш литературин предметне вĕренекенсемшĕн, уйрăмах пирĕншĕн, гуманитари класĕнче пĕ­лÿ илекенсемшĕн, тĕлпулу усăллă пулчĕ, сăмах илемне, чĕлхе пуянлăхне тата тарăнрах ăнланма пулăшрĕ. Çыравçăсемпе куçа-куçăн тĕл пулнă хыççăн пирĕн хушăра та паллă çыравçăсем пулма пултарĕç.

Софья ПЕТРОВА, 11 «Г» класра вĕренекен

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 31 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика