Апрель уйăхĕн малтанхи вунă кунĕнче Вăрмарти Спорт çуртĕнче Хăюлăх орденĕн кавалерне, гварди лейтенантне Вадим Владимирович Николаева асăнса арçынсен командисем хушшинче виççĕмĕш волейбол турнирĕ иртнĕ.
Мероприяти тĕллевĕ — волейбол вăййине аталантарасси тата халăх хушшинче сарасси, сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, волейбол урлă тĕрлĕ ÿсĕмри спортсменсен туслă çыхăнăвне çирĕплетесси.
Турнира «Мăнçырма» /Мăнçырма ялĕ\, «Ветерансем» /Вăрмар поселокĕ\, «МЧС» /Вăрмар поселокĕ\ тата «Кĕтеснер» /Кĕтеснер ялĕ\ командăсем хутшăннă. Ăмăртусен пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх 1-мĕш вырăна «Мăнçырма» команда йышăннă, 2-мĕш вырăна «МЧС» команда тухнă, 3-мĕш вырăна «Кĕтеснер» команда тивĕçнĕ. Вĕсене кубоксемпе, грамотăсемпе, медальсемпе наградăланă. «Ветерансем» командăна çĕнтерÿ патне ăнтăлнăшăн грамотăпа чысланă. Çавăн пекех турнира хутшăннă кашни команда спонсорсенчен хаклă парнесене тивĕçнĕ.
Унсăр пуçне йĕркелÿ комитечĕ турнирăн чи пултаруллă вăйăçисене те тĕрлĕ номинацинче палăртнă: «Чи лайăх тапăнакан» — «Мăнçырма» командăри Кирилл Данилов, «Чи лайăх хÿтĕлекен» — «МЧС» командăри Егор Николаев, «Чи лайăх çыхăнтаракан» — «Кĕтеснер» командăри Евгений Пегеев, «Чи лайăх вăйăçă» — «Мăнçырма» командăри Иван Карзаков, «Спортпа нумай çул туслă пулнăшăн» — «Ветерансем» командăри Александр Степанов.
Чыслав вăхăтĕнче командăсене Вадим Николаевăн амăшĕ Надежда Николаева, класс руководителĕ, асăннă турнир йĕркелÿçи тата пуçаруçи Татьяна Шмелева, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, ăмăртусен тĕп судйи Андрей Иванов саламласа наградăланă, спортра та, пурнăçра та çитĕнÿсем тума суннă.
Турнира ирттерме активлă хутшăннăшăн Вадим Николаевăн çывăх çыннисем, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсем, командăсем тата болельщиксем тав сăмахĕсене тивĕç.
Татьяна ШМЕЛЕВА, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта математика вĕрентекенĕ
