Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Мирлĕ пурнăçа утăм» проекчĕ хăйĕн тивĕçне малалла пурнăçлать — ятарлă çар операцийĕн участникĕсене тата вĕсен çемйисене тĕллевлĕн пулăшать.
Вăрмар муниципаллă округĕнче çак кунсенче черетлĕ хут «Пулăшу десанчĕ» ĕçлерĕ. Ун йышĕнче социаллă работниксем, юристсем, медицина ĕçченĕсем, çар комиссариачĕн тата надзор органĕсен специалисчĕсем пулчĕç. Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн представителĕсемпе пĕрле вĕсем çынсене харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăннă, сĕнÿ-канаш е пулăшу ыйтса килнĕ кашни çынна тимлĕх уйăрнă.
Вăрмар округĕнче ĕçленĕ май «Пулăшу десанчĕ» 18 çынна квалификациллĕ консультаци панă. Вĕсен ыйтăвĕсем пурнăçри тĕрлĕ сферăсене пырса тивнĕ — социаллă пулăшу мерисенчен пуçласа медицинăпа, юридиципе тата ыттипе те çыхăннă ыйтусем пулнă.
Тĕп тĕллев — мирлĕ пурнăçа таврăнакан кашни салтак, кашни çар служащийĕн çемйи чăн-чăн пулăшăва туйса, курса тăтăр. «Мирлĕ пурнăçа утăм» проект мĕнпур служба çыхăнура ĕçлесен пĕр самант та, пĕр йывăрлăх та тимлĕхсĕр юлманнине çирĕплетет. Çакăн пек пулăшу çирĕп тыл пулса тăрать, тĕрĕслĕхе тата çын пулăшăвне ĕненме шанăç парать.
Надежда ШИШКИНА
