Кашни сасăлавçă ăшă тав сăмахне тивĕçетАслă Чакри 1507 номерлĕ суйлав участокĕ ялти библиотекăра вырнаçнă. Суйлав комиссийĕн председателĕ Елена Николаевна Мельникова, ытти комисси членĕсем суйлава килекен кашни çынна ăшшăн кĕтсе илеççĕ, ырă кăмăллăн «Тавтапуç» тесе ăсатса яраççĕ. 9 çын вĕсем комиссире. Аслă Чак ялĕпе суйлава пĕрремĕш хут хутшăнакан 3 çамрăк иккен. Вĕсем виççĕшĕ те тĕрлĕ хулара вĕренекен студентсем, çавăнпа та ДЭГ мелĕпе сасăлама йышăннă. Комисси председателĕ Елена Мельникова хăй те дистанци мелĕпе электронлă сасăлава хутшăннă. Суйлав участокĕнче иртекен суйлавпа пĕрлех комисси членĕсем килсем тăрăх та сасăлаттарса çÿреççĕ.Аслă Чак ял тăрăхне кĕрекен Атнаш, Кĕçĕн Чак, Хуруй, Пĕчĕк Енккаси ялĕсенче суйлав участокĕсем çук. Çавăнпа та кунта ятарлă транспортпа кайса ял çыннисемпе тĕл пулса сасăлаттарма тивет.#ЕДГ2026—Чувашия


