
Сасăлав кунĕсенче, сентябрĕн 18-20-мĕшĕсенче, Вăрмар округĕнчи суйлав участокĕсенче РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ иртет. Уйрăм тимлĕх — сасăлава пĕрремĕш хут хутшăнакан çамрăксене. Вăрмар поселокĕнчи 1501 номерлĕ суйлав участокне те студентсем чылай килеççĕ.
«Тĕрĕссипе каласан, малтанах хумхантăм. Анчах суйлав участокĕнче пĕтĕмпех ăнлантарчĕç, йывăрри нимех те çук иккен. Кашни çыннăн сасăлава хутшăнмалла тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен пирĕн тăван округ мĕнле пурăнасси, унăн пуласлăхĕ кашнин сассинчен, кашнин шухăш-кăмăлĕнчен килет», — тет Дмитрий Данилов студент.
#ЕДГ2026_Чувашия
