Апрелĕн 15-мĕшĕнче çĕнĕ коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешес тĕллевпе йĕркеленĕ Оперативлă штаб çумĕнчи ĕçлĕ ушкăн черетлĕ «тÿрĕ лини» ирттерчĕ.
Ĕçлĕ ушкăн руководителĕ, ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ А.Салаева ертсе пыракан «тÿрĕ линие» ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Степанов, ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ А.Елизарова, ЧР Пуçлăхĕн Патшалăх управленийĕн начальникĕ — администраци руководителĕн заместителĕ Л.Силова, ЧР экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕн пĕрремĕш заместителĕ И.Антонова, ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Ю.Стройкова хутшăнчĕç.
Чăваш Енре те кунран кун сарăлсах пыракан коронаврус чылай ыйту çуратнинчен тĕлĕнме кирлĕ мар ĕнтĕ. «Тÿрĕ лини» вăхăтĕнче те республикăра пурăнакансем ĕçлĕ ушкăна ыйту хыççăн ыйту пачĕç. Пĕрремĕш ыйту Вăрмар районĕнчен пулчĕ. Виçĕ ача амăшĕ шкул ачисем дистанци мелĕпе хăçанччен вĕреннипе, патшалăх экзаменĕсем /ЕГЭ, ОГЭ\ мĕнле йĕркепе иртессипе кăсăкланчĕ. Ĕçлĕ ушкăн членĕсем пĕлтернĕ тăрăх, дистанци мелĕпе вĕрентес йĕрке апрелĕн 30-мĕшĕччен тăсăлать, малалла вĕрентÿ мĕнле пуласси пирки хальлĕхе йышăнусем туман-ха. Патшалăх экзаменĕсем пирки калас пулсан, вĕсене тытмалли тапхăра июнь уйăхне куçарнă. 9-мĕш класс пĕтерекенсен вара экзаменсем вырăс чĕлхипе тата математикăпа кăна пулĕç.
«Маскăпа чирлĕ çынсен çеç е пурин те усă курмалла?» — çапла ыйту та пулчĕ эфирта. Çак ыйту çине ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ В.Степанов хуравларĕ. «Маска сире инфекци ерессинчен 100 проценчĕпех хÿтĕлемест, çапах та маска тăхăнакана чир ерес хăрушлăх сахалрах пулнине палăртмалла. Çавăнпа та çак хатĕре та пурин те тăхăнмалла», — асăрхаттарчĕ вăл.
Коронавирус сарăласран йышăннă ятарлă режим вăхăтĕнче йĕркене пăхăнмасăр сăлтавсăрах унта-кунта тухса çÿрекенсем, ытти регионсенчен килекенсем пирки калаçрĕç. Акă мĕн пĕлтерчĕç ĕçлĕ ушкă членĕсем: çирĕп йĕркене пурин те пăхăнмалла, харпăр хăйĕн ĕçĕпе калла-малла /сăмахран, пахчаçимĕç лартмалли тапхăра хатĕрленсе хуларан яла\ çÿреме юрамасть. Урăх регионтан килекенсен 14 кун хушши ниçта та тухмасăр карантинра пулмалла, ытти çынсемпе хутшăнмалла мар. Йĕркене пăсакансене явап тыттарма, административлă штраф тÿлеттерме пултараççĕ.
Ыйтусем татах пулчĕç. Уйрăм çын предпринимательсем укçа-тенкĕ енчен йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнине пĕлтерсе хăйсене тивĕçекен çăмăллăхсем пирки ыйтса пĕлчĕç. Ашшĕ-амăшĕсем ача сачĕсенчи дежурнăй ушкăнсем пирки кăсăкланчĕç. Хăшĕсем вара Чăваш Ен чиккисене пĕтĕмпех хупса хурса ют регионсенчен пĕр çынна та кĕртмелле мар-ши тесе сĕнÿ те пачĕç. Ĕçлĕ ушкăн членĕсем кашнин ыйтăвĕ çинех тивĕçлĕ хуравсем пачĕç. «Время помогать» ыркăмăллăх фончĕн сайчĕ çинче анлă сарăлнă ыйтусем çине тулли хуравсем пулнине пĕлтерчĕç. Çавăн пекех Мăнкун уявĕ çывхарса пынă май ЧР Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев Хушăвĕпе çынсене чиркÿсенчи службăсене хутшăнма чарнине палăртрĕç. Шупашкарта иртекен службăна Чăваш наци телевиденийĕпе тÿрĕ эфирта курма е Чăваш наци радиовĕпе итлеме май килнине каларĕç. «Çак йывăр вăхăтра кашнин харпăр хăйĕн çине яваплăх илмелле, хамăр пирки кăна мар, çывăх çыннăмăрсен сывлăхĕ пирки те шухăшламалла», — тесе сăмаха вĕçлерĕç.
И.ДАНИЛОВА.