jyStPBUZzOU0XIQ3u9xUiFNr4brd4ZIV7yFrjfGbVhx1agsayZtkFrnFbeTCoNqt5XJBXXxNqbQ9HkVa6zVMqVzTМĕн ĕлĕкрен çынна унăн ĕçне кура хакланă. Ăста ал-ураллă, ĕç патне туртăнакан хастарсем яланах хисепре, вĕсем — пурнăç тыткăчисем, кун-çул сукмакĕ çинче те хăйсен вырăнне тупаççĕ, ыттисене те хавхалантарма пĕлеççĕ. «Çын ĕçпе илемлĕ», — тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ.

Коллективра ĕçчен, тăрăшуллă, мал ĕмĕтлĕ çынсем пулсан, каламасăрах паллă, ĕç малалла каять. Акă, сăмахран, Вăрмар районĕнче нумай çул ĕçлекен «Светлана» тулли мар яваплă общество ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăрар-ха.

«Светланăра» ытларах ятарлă ĕç тумтирĕ — костюмсем, ăшă курткăсем — çĕлеççĕ. Продукцине Чă­ваш Республикинчи тата ытти регионсенчи хуласене, çавăн пекех Мускава тата Мускав облаçне ăсатаççĕ. «Светлана» обществăра çĕ­лекен тумтир ăшă, çăмăл, чăтăмлă, çавăнпа ял хуçалăх, строительство, промышленноç предприятийĕсенче, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх сферинче ĕçлекенсем ăна кăмăлласах тăхăнаççĕ.

Предприяти район экономикин аталанăвне пысăк тÿпе хывать. Вăл ăнăçу çул-йĕрĕпе пынин сăлтавĕсенчен пĕри — шăпах та туслă та пĕр тĕллевпе вăй хуракан коллектив. Пысăк опытлă, хăйсен ĕçне алăри пилĕк пÿрнене пĕлнĕ пек пĕлекен çĕвĕçсем ĕçлеççĕ кунта. Кашни ĕçченĕн хăйĕн тивĕçĕ, кашни ĕçе уйрăм пÿлĕмре пурнăçлаççĕ. Чи малтанах материал çинче пулас тумăн пайĕсене ÿкереççĕ, унтан ăна ятарласа касаççĕ, çĕлекен цехра касса кăларнă пусма татăкĕсене çĕвĕ машинипе сыпăнтараççĕ, хатĕр тумтире вара ятарласа чĕркесе хураççĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, предприяти руководителĕ Светлана Николаевна Белоусова ертсе пынипе, коллектив тÿрĕ кăмăлпа тăрăшнипе ĕç процесĕ кал-кал пырать кунта.

Ыркăмăллăх ĕçĕнчен те айккинче юлмаççĕ çĕвĕçсем. Районти активистсем Луганск тата Донецк Халăх Республикисен чиккинче хăйсен тивĕçне пурнăçлакан салтак-ентешсем патне гуманитари пулăшă­вĕпе кайнине пĕлсен вĕсем салтаксене валли кĕске вăхăтра çывăрмалли ăшă михĕсем çĕлесе, унсăр пуçне апат-çимĕç продукцийĕ те хатĕрлесе парса янă.

«Светлана» тулли мар яваплă обществăра ĕçлекен тăрăшуллă çĕвĕçсем хушшинче Оксана Валерьевна Герасимовăна тата Наталия Владимировна Ивановăна /ÿкерчĕк çинче\ палăртас килет. Иккĕшĕ те çамрăк пулин те хăйсен ĕçĕнче чăн-чăн ăстасем, ĕç опычĕ те пĕчĕк мар вĕсен. Оксана Валерьевна предприятинче 10 çула яхăн вăй хурать. Предприятинче кашни ĕçченĕн хăйĕн тивĕçĕ терĕмĕр. Оксана Валерьевна, акă, тумтир çине молни лартассипе ĕçлет. Наталия Владимировнăн «Светланăри» ĕç стажĕ вара 4 çулпа танлашать, вăл тумтир çине тĕрлĕ пайсем, заготовкăсем лартать. Аллисем вăр-вар хĕрсен, хăйсен ĕçне пысăк хă­вăртлăхпа, çав вăхăтрах пахалăхлăн пурнăçлаççĕ, ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене тытса пыраççĕ. «Предприятинче ĕçлеме пире килĕшет, кунта çĕвĕçсене пĕтĕм условисемпе туллин тивĕçтернĕ, цехра çутă, ăшă, коллектив туслă, пĕр-пĕрне ăнланса, кирлĕ чухне пулăшса ĕçлетпĕр», — пĕлтерчĕç вĕсем. Светлана Николаевна Белоусова та çамрăк çĕвĕçсен ĕçĕпе кăмăллă пулнине палăртрĕ.

Унтан ытла тата мĕн кирлĕ? Пĕр-пĕрне хисеплесен, пĕр тĕллевпе вăй хурсан ĕçлеме те лайăх, ĕçре вăхăт иртни те сисĕнмест, кăмăл-туйăм та çĕкленÿллĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика