Çĕршывăн кашни кĕтесĕнче иртнĕ «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2023» Пĕтĕм Раççейри массăллă XLI спорт ăмăртăвĕ иртнĕ канмалли кунсенче Чăваш Республикинче, çав шутра Вăрмар муниципаллă округĕнче те тĕп пулăм пулса тăчĕ.
Мероприятине «Демографи» наци проекчĕн халăха спортпа тата физкультурăпа çывăхлатма пулăшакан «Спорт — пурнăç норми» федераллă проекчĕ шайĕнче йĕркелесе ирттернĕ.
«Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» вун-вун çул хушши ĕнтĕ йĕлтĕр спортне кăмăллакансене пĕр чăмăра пухать. Асăннă мероприятин пĕлтерĕшĕ пирĕн çĕршывăн спорт пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнса тăрать. 1982 çултанпа иртекен хĕллехи спорт уявне хутшăнас текенсен йышĕ те çулсерен ÿссе пырать. Сăмахран, Чăваш Республикинче кăçал йĕлтĕр йĕрĕ çине 66 пине яхăн çын тăнине палăртнă.
Вăрмар муниципаллă округĕнче те «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ-2023» халăха Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта йышлăн пуçтарăнма хавхалантарчĕ — мероприятине 2 пине яхăн çын хутшăнчĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса ăмăртас кăмăллă çынсем хушшинче çемйипех хутшăнакансем те, йĕлтĕрпе чупма тин кăна вĕреннĕ шăпăрлансем те, шкул ачисем те, çитĕннĕ çынсем те, спорт ветеранĕсем те пулчĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ сывă пурнăç йĕркине тытса пырассине малти вырăна хурать, Вăрмар муниципаллă округĕнче иртекен спорт мероприятийĕсенчен айккинче юлмасть, çав шутра «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» спорт ăмăртăвне те çулсерен хутшăнать.
Пухăннисене — йĕлтĕрçĕсемпе курма килнисене — Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Ю.Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ В.Шигильдеев, ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Борисова, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культурăпа социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан А.Краснов, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов саламларĕç, ăнăçлă стартпа çĕнтерÿллĕ финиш, ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама лайăх кăмăл-туйăм сунчĕç.
Нумай та вăхăт иртмерĕ, йĕлтĕрçĕсем старта тухрĕç. Чи малтан VIP-чупу пулчĕ — Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн ĕçченĕсем, организацисемпе предприятисен, учрежденисен руководителĕсем йĕлтĕр йĕрĕ çине тăчĕç. Вĕсем хыççăн массăллă старта хутшăнакансем ăмăртрĕç. Малалла ыттисем те çул ÿсĕмне кура черетпе — пĕчĕккисенчен пуçласа пысăккисем таран — йĕлтĕр трассине парăнтарса финишалла васкарĕç. Чи кĕçĕн ăмăртуçă Вăрмар поселокĕнчи «Родничок» ача садне çÿрекен 2 çулхи Елисей Иванов пулчĕ, чи аслисем хушшинче Кавал ялĕнчи 84 çулхи В.Лирзай палăрчĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене грамотăсемпе тата медальсемпе, парнесемпе чысларĕç.
Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул волонтерĕсем спорт уявне пухăннисене вĕри чейпе хăналарĕç. Право хуралĕн сотрудникĕсем халăх хушшинчи йĕркелĕхе тимлерĕç, медицина ĕçченĕсен бригади те сыхă тăчĕ.
И.ДАНИЛОВА.