IMG 4495Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн 2023 çула çĕршывра Педагог тата наставник çулталăкĕ тесе йышăннă. Чăваш Енре вара республика Пуçлăхĕ Олег Николаев йышăннипе кăçалхи çула Телейлĕ ачалăх çулталăкĕ тесе палăртнă.

Ку вăл педагог профессийĕ обществăшăн чăннипех те курăмлă та пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетет. Шăпах та талантлă педагогсем, опытлă наставниксем ачасене пĕлÿ тĕнчине çул уçса параççĕ, аталанма, çĕнĕрен те çĕнĕ ÿсĕмсем тума пулăшаççĕ.

Ачасене вĕрентÿпе воспитани парас ĕçре вăй хуракансен хушшинче йăлана кĕнĕ йĕркепе çулсерен професси ăсталăхĕн конкурсĕсем иртеççĕ. Çакăн евĕр конкурссенче чи ăста педагогсене тупса палăртаççĕ, унта хутшăнакансемшĕн ку вăл хăйсен пултарулăхне кăтартма, ĕçтешĕсен опычĕпе паллашма, пур енчен те ÿсме май паракан яваплă тĕрĕс­лев.

Çак кунсенче Вăрмар муниципаллă округĕнче «Çулталăк вĕрентекенĕ-2023», «Çулталăк воспитателĕ-2023», «Чĕреме ачасене паратăп-2023», «Чи лайăх класс руководителĕ-2023» педагогика ăсталăхĕн конкурсĕсен муниципалитетри тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Савăнăçлă мероприяти районти культура аталанăвĕн центрĕнче иртрĕ. Тулли залра Вăрмар муниципаллă округĕнчи вĕрентÿпе воспитани паракан учрежденисенче тăрăшакан вĕрентекенсемпе воспитательсем, вĕсен çывăх çыннисемпе юлташĕсем пуçтарăнчĕç.

Пухăннисен умĕнче саламлă сăмахпа Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Петров, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов тухса калаçрĕç. Педагогика ăсталăхĕн конкурсĕсем пирĕн округра яланах масштаблă иртнине, вĕсем вĕрентÿпе воспитани ĕçченĕсемшĕн чăн-чăн уяв пулнине, конкурссенче чи тивĕçлĕ педагогсем палăрнине каларĕç.

Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн заместителĕн — вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Надежда Борисова калаçнине те куракансем тимлĕн итлерĕç. «Пирĕн хисеплĕ вĕрентекенсемпе воспитательсене професси ăсталăхĕн конкурсĕсен муниципалитетри тапхăрне ăнăçлă вĕçленĕ ятпа ăшшăн саламлатăп. Унта хăйсен ĕçне чунтан юратакан чи талантлă педагогсем хутшăнса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă. Вĕсене пурне те çирĕп тĕллевлĕ пулнăшăн тав тăватăп, профессире малашне те ÿсĕмсем тума сунатăп», — тесе палăртрĕ вăл.

Педагогика ăсталăхĕн конкурсĕсен муниципалитетри тапхăрне кăçал 45 педагог хутшăннă. Вĕсене пурне те сцена çине чĕнсе сертификатсем пачĕç, тĕрлĕ номинацисенче палăрнисене дипломсемпе чысларĕç. Ун хыççăн вара пурте кĕтнĕ самант çитрĕ — çĕнтерÿçĕсен ячĕсене пĕлтерчĕç.

«Çулталăк воспитателĕ-2023» ята Вăрмар поселокĕнчи 3 номерлĕ «Зоренька» ача-пăча сачĕн воспитателĕ Галина Николаевна Зобова, «Чи лайăх класс руководителĕ-2023» ята Г.Е.Егоров ячĕл­лĕ Вăрмарти вăтам шкулти 9а класс руководителĕ Роза Михайловна Иванова тивĕçрĕç. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта «Пирĕн таврари тĕнче» кружок пĕрлешĕвне ертсе пыракан Елена Николаевна Орлова «Чĕреме ачасене паратăп-2023» конкурсăн çĕнтерÿçи пулса тăчĕ. «Çулталăк вĕрентекенĕ-2023» ята Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта математика предметне вĕрентекен Татьяна Леонидовна Шмелева тивĕçрĕ /ÿкерчĕк çинче\. Вăл конкурссен çĕнтерÿçисен ячĕпе хăйсене пулăшса, хавхалантарса пынă мĕнпур çынна, ĕçтешĕсене тав сăмахĕ каларĕ, конкурссен рес­публикăри тапхăрĕнче те Вăрмар муниципаллă округĕн чысне çÿллĕ шайра тытма сăмах пачĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика