adÇанталăк кунсерен илемленсе çуркуннене çул парать, çуллана çывхартать, хĕвел ытларах та ытларах хăй ăшшине парнелет. Çĕр ĕçченĕсемшĕн яваплă та çăмăл мар тапхăр çитрĕ - çураки. Йăлана кĕнĕ йĕркепе районта çурхи ака-сухана еплерех хатĕрленсе кĕтсе илни пирки тĕплĕнрех пĕлтерес тĕллевпе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн заместителĕн — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕпе Василий Кузьмич АДЮКОВПА çыхăнтăмăр.

— Василий Кузьмич, çанталăк условийĕсене пăхсассăн кăçал çурхи ĕçсем иртерех пуçланчĕç. Вăрмар тăрăхĕнче хальхи вăхăтра ку енĕпе пĕтĕмĕшле мĕнле ĕçсем туса ирттеретĕр?

— Çуракине, уй-хир ĕçĕсене вăхăтра хатĕрленсе, агротехника требованийĕ­сене пăхăнса ăнăçлă ирттерсе ярас тĕл­­левпе Вăрмар муниципаллă округĕн 2023 çулхи мартăн 15-мĕшĕнчи 321 номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн ятарласа штаб йĕркеленĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн официаллă сайтĕнче «Сезонлă уй-хир ĕçĕсем» баннер вырнаçтарнă, унта çуракипе çыхăннă ак­туаллă информаципе паллашма пулать. Кăçал çураки ытти çулсенчипе танлаштарсан чылай маларах пуçланчĕ. Апрелĕн 7-мĕшĕнче районти «Яковлев В.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕ /ÿкерчĕк çинче/ тата «Каспий-Агро» ТМЯО акана чи пĕрремĕш тухрĕç.

yak— Районти хуçалăхсенче миçе гектар çинче мĕн чухлĕ вăрлăх акса хăварма палăртнă? Кĕрхи культурăсем мĕн чухлĕ лаптăк йышăнаççĕ?

— 2023 çулта районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем 22,5 пин гектар çĕр çинче ял хуçалăх культурисем акма планланă — 2022 çулхипе танлаштарсан 102 процент, çав шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 18032 гектар, 2022 çулта 17407 гектар акнă пулнă. Техникăлла культурăсем — 526 гектар, çĕрулми — 419 гектар, пахча-çимĕç — 7,1 гектар, выльăха апатлантармалли культурăсем 3612,2 гектар йышăнĕç.

Районти аграрисем 2023 çулхи ту­хăç валли кĕрхи культурăсене 5112 гектар çинче акса хăварнă. 4683 гектар çинче — кĕрхи тулă акса хăвараканĕсем: «Каспий—Агро» ТМЯО — 732 гектар, «Сарабай» ТМЯО — 70 гектар, «Передовик» АПК ТМЯО — 40 гектар, «Свебрата» ТМЯО — 881 гектар, «Ванюков В.Н.» ХФХ — 120 гектар, «Григорь­ев Н.П.» – 25 гектар, «Захаров А.И.» ХФХ - 120 гектар, «Иванов В.А.» ХФХ – 678 гектар, «Иванов Н.А.» ХФХ — 100 гектар, «Иванова О.А.» – 220 гектар, «Казаку А.» предприниматель — 250 гектар, «Михайлов А.В.» – 100 гектар, «Николаев Г.И.» — 10 гектар, «Семенов И.В.» ХФХ – 470 гектар, «Смирнов А.В.» ХФХ – 14 гектар, «Ямуков Г.Н.» ХФХ – 326 гектар, «Яковлев В.Н.» ХФХ – 170 гектар, «Сергеев В.М.» ХФХ – 25 гектар, «Семенова С.А.» ХФХ – 10 гектар, «Никонов А.Н.» ХФХ — 65 гектар, «Крылов Н.П.» ХФХ — 127 гектар, «Иванов С.М.» ХФХ — 22 гектар, «Игнатьев А.Ю.» ХФХ – 10 гектар, «Дмитриев А.Н.» ХФХ – 20 гектар, «Васильева Н.Г.» ХФХ – 15 гектар, Андреев А.А. предприниматель - 15 гектар. Кĕрхи ыраша 429 гектар çинче акса хăварнă пулнă, çак шутра «Вăтам Энĕш» ТМЯО - 140 гектар, «Свебрата» ТМЯО - 89 гектар, «Иваншкин В.Я.» ХФХ - 200 гектар. Кĕрхи культурăсем пĕтĕмĕшле илсен аванах хĕл каçнă, анчах та хăш-пĕр пĕчĕк-пĕчĕк лаптăксем çинче начартарах вырăнсем пур.

— Çуракине тивĕçлĕ шайра ирттерме хуçалăхсенче вăрлăх, минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсем çителĕклĕ-и? Уя кăлармалли техника хатĕр-и?

— Пулас тухăçăн пахалăхĕ тĕрлĕ факторсенчен килет. Çав шутра вăрлăха çĕнетсе, улăштарса тăрасси те пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Çавна май районти хуçалăхсенче элитлă репродукцисен перспективлă ял хуçалăх культурисен çĕнĕ йышши сорчĕсене туянаççĕ. Паянхи кун тĕлне 344 тонна тĕш-тырă вăрлăхне туяннă: «Ликамеро», «Сударыня», «Ладья», «Экада 109» çурхи тулă сорчĕсем, «Маргарет», «Владимир», «Вакула», «Эксплоер» çурхи урпа сорчĕсем. Çĕр ĕçченĕсем паянхи кун вăрлăха имçамласси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Каласа хăвармалла, хуçалăхсене элита вăрлăх туянмалли тăкаксене саплаштарма субсиди уйăрса параççĕ.

Минераллă удобренисене 2992 тонна туяннă, çак шутра аммиак селитри – 1670 тонна, карбомит – 3 тонна, амони сульфачĕ – 817 тонна, нитроаммофоска – 3 тонна, азофоска – 121 тонна, диаммофоска – 202 тонна тата ыттисем. Çунтармалли-сĕрмелли материал­сене илес пулсассăн çураки ирттерме 308 тонна дизтопливо тата 57 тонна бензин кирлĕ.

Паянхи кун тĕлне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче, çĕр участокĕсене арендăна илекенсем хушшинче техника хатĕр.

Кăçалхи пек условисем тахçантанпах пулман. Çĕр çиелтен час типет, тусанланать те, анчах та аялта вара пиçсе çитеймест. Çак условисене шута илсе кăçал агротехника требовани­йĕсене пăхăннă чухне ытти çулсенчипе танлаштарсан улшăнусем кĕртме тивет. Районти аграрисем чылайăшĕ пысăк опытлă, çуракине ирттерсе ярас ĕç йывăрлăхĕсем витĕр пĕрре кăна мар тухнă шанчăклă çынсем. Çавăнпа та кăçалхи çуракине ăнăçлă, тивĕçлĕ шайра ирттерсе ярасса шанса тăратпăр.

Эвелина Михайлова калаçнă.

 

IMG 4742Çурхи уяр кунсемпе усă курса Эçпепери «Яковлев В.Н.» хрес­чен-фермер хуçалăхĕнче хĕрсе кайса ĕç пырать. Владимир Николаевич Сергей тата Алексей ывăлĕсемпе çурхи акана районта чи пĕрремĕш тухрĕ темелле. 160 гектар çинче çурхи тулă акса пĕтернĕ вĕсем, кĕрхи культурăсене апатлантарма тухнă /ÿкерчĕк çинче\. Пĕр харăсах икĕ тĕрлĕ операци тăваççĕ: сÿрелесе пыраççĕ, сеялкăпа удобрени сапаççĕ. Маларах çĕр пылчăклăрах пулнăран май килмен, халĕ вара çĕрĕн çиелти сийĕ хыт­нă – калчасене апатлантарма питĕ ла­йăх условисем. Çĕр питĕ хăвăрт типсе пырать, сÿрелесе хăварни халĕ нÿрĕке те упраса хăварма май парать. 170 гектар çинче вырнаçнă «Московская-56» сортлă кĕрхи тулă аван хĕл каçнине палăртать Владимир Николаевич. Беларус МТЗ-тракторсемпе икĕ ывăлĕ пĕрле ĕçлеççĕ. Акнă чухне те иккĕшĕ пĕрле пĕрер тракторпа кĕрлеттереççĕ, ашшĕ вĕсем хыççăн КЗК-9 техникăпа катокласа пырать. Кавал, Эçпепе, Кивĕ Шулхан ялĕсен территорийĕнчи пĕтĕмĕшле 502 гектар çĕр çинче ĕçлеççĕ Яковлевсем, хăш-пĕр лаптăкне арендăна илнĕ, хăш-пĕри харпăрлăхра. Кашни уйĕ, кашни çĕр участокĕ мĕнпе уйрăлса тăнине аван пĕлсе çитнĕ Владимир Николаевич. Иртнĕ çулсенче тунă йăнăшран хăтăлас тесе пĕтĕмлетÿсем тума та унчченех вĕренсе çитнĕ. «Çĕре лайăх пулăхлатмалла, юратмалла, çакăн валли укçа-тенкĕ те,

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика