podpХалĕ «Çырăнтару-2019» кампани вăхăчĕ пынă май почта ĕçченĕсем ахаль лармаççĕ, почта уйрăмне пыракан кашни çыннах хаçат-журнал çырăнма сĕнеççĕ, ку енĕпе тĕрлĕ акцисем ирттереççĕ, корреспонденци валеçме кайсан та çынсемпе тĕл пулса калаçаççĕ.

Иртнĕ юнкун та «Раççей Почти» Федераллă патшалăх унитари предприятийĕн республикăри почта çыхăнăвĕн Управленийĕн Вăрмарти почтамчĕпе районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ Вăрмар поселокĕнче çырăнтару акцийĕ ирттерчĕç. Акцине йĕркелес енĕпе Вăрмарти почтамтăн çырăнтару енĕпе ĕçлекен специалисчĕ Людмила Валерьевна Петрова тăрăшрĕ.

Вăрмар почтамтĕнче 1-мĕш хутра кăмăл тăвакансем тĕрлĕ хаçат-журнал, çав шутра «Хĕрлĕ ялав» хаçат та çырăнма пултарчĕç. Хаçат-журнал çырăнас текенсем кунта ятарласа ларт­нă сĕтел çумĕнчен татăлмарĕç. Вĕсем хушшинче Вăрмар поселокĕнче пурăнакан Наталья Алексеевна Семеновăпа Надежда Михайловна Антонова та пулчĕç. Наталья Алексеевнăпа Надежда Михайловна иккĕшĕ те тивĕçлĕ канура, «Хĕрлĕ ялав» хаçата чылай çул çырăннине пĕлтерчĕç. «Район хаçачĕ пирĕншĕн чăн-чăн юлташ. Хаçат урлă эпир районта, респуб­ликăра, çĕршывра пулса иртекен хыпарсемпе паллашатпăр, çывăх çынсене саламлама пултаратпăр, хаçатра патшалăх саккунĕсене çутатса пани те пирĕншĕн пысăк пулăшу», — пĕлтерчĕç хăйсен шухăшне хĕрарăмсем.

Елена Николаевна Петрова почтальон çырăнас текенсене хапăл туса кĕтсе илчĕ, кашнинпех кăмăллăн калаçрĕ, çынсем ыйтнине туллинех тивĕçтерчĕ. Хастар та пултаруллă почтальон вăл, хăйĕн ĕçĕнче 13 çула яхăн тăрăшать, ĕçченлĕхпе палăрса тăрать, тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Елена Николаевна яланах малтисен ретĕнче.

«Хĕрлĕ ялав» хаçат вулакансене хальхи кунпа килĕшсе тăракан информаципе туллин тата вăхăтра тивĕçтерессишĕн ĕçленине манмасăр ăна 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулта илсе тăмашкăн çырăнма васкăр. Хаçата çырăнса илекенсем хушшинче яланхиллех ирттерекен лотерея вылявне хутшăнас текенсем «Хĕрлĕ ялава» çырăннине çирĕплетекен квитанцине редакцине килсе е почтăпа ярса пама пултараççĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика