Çĕр çинче тĕлĕнмелле пархатарлă профессиллĕ ĕç пур. Çак ĕçпе ĕçлекенсен харăсах вĕрентекен те, психолог та, тутлă апат пĕçерекен те, тирпей-илем кÿртекен те пулмалла. Анчах вĕсен канмалли кун та, отпуск та, ĕç кунĕ те вăхăта пăхмасăр иртет. Çак сумлă професси — анне пуласси. Ахальтен мар ĕнтĕ юратнă аннесене халалласа 1998 çулта пĕтĕм тĕнчипех Анне кунне уявлассине йĕркелесе янă. Ăна кашни çул ноябрĕн юлашки вырсарникунĕнче паллă тума йышăннă. Хĕрарăм хуть те мĕнле профессипе ĕçлесен те çÿлерех палăртнă ĕçсене пурпĕрех кашни кун ирхине-и, кăнтăрла-и е каçхине пурнăçлать.
Çакăн пек çынсенчен пĕри хамăр хушăрах пурăнать. Вăл Кĕтеснер ялĕнчен, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 28 çул вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Елена Ильинична Ларионова.
Вăл Йĕпреç районĕнчи Пучинке ялĕнче 1967 çулта çуралнă. Шкул вĕренсе пĕтерсен И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухсан пĕр вăхăт Çĕрпÿри 1-мĕш номерлĕ шкулта ĕçлет, унтан пирĕн районти Энтрияль шкулĕнче вăй хурать. 2000-мĕш çулта пурнăç сукмакĕ ăна Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкула илсе çитерет. Вăл хăйĕн ĕçне лайăх йĕркелеме пĕлнипе, тарăн пĕлĕвĕпе, кашни ачапа пĕр чĕлхе тупма пĕлнипе ыттисенчен уйрăлса тăрать. Ахальтен мар ĕнтĕ çак çулсенче вăл вĕрентекен ачасем экзаменсенче лайăх паллăсем илеççĕ, районта, республикăра иртекен тĕрлĕрен конкурссене хутшăнса призлă вырăнсене пĕрре кăна мар çĕнсе илеççĕ. Çакăнта палăрать те ĕнтĕ вĕрентекенĕн творчествăлла пултарулăхĕ, вăл вĕрентекен предмета ачасем кăмăллани. Ахальтен мар ĕнтĕ ачасем сăвăсем, статьясемпе заметкăсем çырма юратаççĕ. Вĕренекенсемпе ашшĕ-амăшĕсем умĕнче çăмăллăнах хăйсен пултарулăхне кăтартаççĕ. Шкулта маларахри çулсенче тухса тăнă «Голос школы» хаçатра та Елена Ильинична вĕрентекен ачасен сăввисемпе статйисем пичетленетчĕç. Регионсем хушшинче иртнĕ «Школа-пресс-2015» творчествăлла конкурсра «Лучшая газета сельской школы» номинацире çĕнтернĕ, 2016 çулта «Лучший дизайн школьной газеты» номинацире призерсен ретĕнче пулнă. Уроксем хыççăн та киле васкамасть ĕçчен педагог, «Театральная студия» кружока ертсе пырать, шкулăн обществăлла ĕçне активлă хутшăнать. Ачасен экологи театрĕн кружокне ертсе пырса республикăра иртекен конкурссене хутшăнса 2016, 2017 çулта 2-мĕш вырăна тухнă, 2018 çулта вара 1-мĕш вырăна çĕнсе илме пултарнă.
2014-2015, 2015-2016 çулсенче директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ пулнă май вăл шкулти волонтерсен юхăмĕн координаторĕ пулнă. Волонтерсем районта иртекен пĕр мероприятинчен те айккинче тăрса юлман, тăтăшах ырă тĕслĕх кăтартнă. Çакăншăн Елена Ильинична РФ Волонтерсен Ассоциацийĕн центрĕн Тав çырăвне тивĕçлĕ пулнă. Сăмах май каласа хăварас пулсан унăн Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисен шучĕ нумай. Вĕсем хушшинче ЧР вĕренÿ тата çамрăксен политикин министрĕ кăçал панă Хисеп грамоти вара уншăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Е.Ларионова тăтăшах иртекен уçă уроксене хутшăнать, хăйĕн ĕçри опычĕпе районти вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсене паллаштарать. Квалификацине ÿстерес тĕллевпе ирттерекен курссене хутшăнать, çав хушăрах районти «Хĕрлĕ ялав» тата республикăра тухса тăракан «Чăваш хĕрарăмĕ» хаçатсемпе тачă çыхăну тытма та ĕлкĕрет. Шкулти коллективра та, ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем умĕнче те пысăк авторитетлă. Хисеплеççĕ ăна пурте, чăннипех те вăл çак хисепе тивĕçлĕ. Çÿлерех палăртнă ĕçсене туса пынипе пĕрлех вăл çемье ăшшине те çÿллĕ шайра тытса пырать. Мăшăрĕпе Николай Алексеевичпа пĕрле хĕрпе ывăл çитĕнтернĕ. Аслă хĕрĕ Татьяна Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухса И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи юридици тата ИВТ факультечĕсенче пĕр харăсах вĕренсе пĕлÿ илет. Кĕçĕн ывăлĕ Алексей та çак университетра социаллă-технологи факультетĕнче 4 курсра вĕренет. Ачисен пултарулăхĕнче ашшĕпе амăшĕн тивĕçĕ питĕ пысăк. Вĕсем хăйсен тĕпренчĕкĕсене мĕн пĕчĕкренех пурнăçăн анлă сукмакĕпе çирĕппĕн утма хатĕрлени куç умĕнчех. Елена Ильинична ăшă кăмăллă амăшĕ те, вĕрентекен те пулнине унпа пĕрле ĕçлекенсемпе ачасен ашшĕ-амăшĕсем те çирĕплетсе пачĕç.
А.НИКОЛАЕВА.