Январĕн 19-мĕшĕнче Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн пысăк уяв пулчĕ — Христос Турра шыва кĕртнĕ кун, Кăшарни. Яланхиллех уяв ячĕпе районти чиркÿсенче пысăк кĕлĕсем иртнĕ, Иисус Христос Иордан шывĕнче шыва кĕнине асăнса çăлкуçсене е вĕсенчен илсе килнĕ шыва çветит тунă.
Евангелинче çырнă тăрăх, çак кун Иоанн пророк çынсене шыва кĕртнĕ вăхăтра Иисус Христоса та шыва кĕртнĕ. Çавăн чухне пĕлĕтсем уçăлса кайнă та кăвакарчăн пек пулса Христос çине Çветтуй сывлăш аннă. Атте Турă хăйĕн сассине парса: «Ку ман савнă ывăлăм, манăн ырлăх ун çинче», — тенĕ. Çавăнпа çак куна Виç-ипостаçлĕ Турă /Ашшĕ, Ывăлĕ, Çветтуй сывлăш\ куçа курăннин уявĕ — Богоявление — теççĕ.
Уяв ячĕпе Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕнче те ирхине январĕн 18-мĕшĕнче, Христос Туррăмăр шыва кĕрес умĕнхи сочельникре, сехет кĕллисемпе литурги иртрĕç. Унтан Турра ĕненекенсем турăшсем çĕклесе ял çумĕнчи çăлкуç патнелле çул тытрĕç. Чиркÿ настоятелĕ, V благочиннăй округăн благочиннăйĕ Леонид Ермолаев протоиерей шыв тасатмалли йĕрке ирттерсе çăлкуçа çветит турĕ, çветит тунă шывпа пухăннисене сирпĕтсе çывхарса килекен Кăшарни ячĕпе ăшшăн саламларĕ сывлăх, çутă малашлăх, мирлĕ пурнăç, кашни çынна Турă хăйĕн ырлăхне патăр тесе сунчĕ. Çветит тунă шыва çынсем çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăмпа савăтсем çине тултарчĕç. Кăшарни шывĕпе чÿхенсе тасалас текенсем те яланхиллех сахал мар пулчĕç. Çапла пулмасăр, кĕлĕ вуласа çветит тунă шыва кĕрсе тухакан çынсем сывлăх тĕлĕшĕнчен çирĕп пуласса мĕн авалтанах ĕненнĕ. Сăмаха май, кунти çăлкуç çумĕнчи купеле 2016 çулта тунă. 2017 çулта, шăпах Кăшарни уявĕ умĕн, купель çине хĕреслĕ купол хăпартса лартнă.
Кăнтăрла иртсен чиркÿ настоятелĕ Леонид атте тата Наталия матушка Арапуç ялне çул тытнă, Леонид атте унти купеле те кĕлĕ туса çветит тунă. Арапуçсем пĕлтернĕ тăрăх, шыва кĕрсе тухас текенсем хушшинче ачасем те, аслисем те пулнă. Ял тăрăхĕнчи яваплă çынсем уяв пĕр пăтăрмахсăр иртсе кайтăр тесе шыва кĕмелли вырăнта çĕрле дежурство йĕркеленĕ. Çав кунах Леонид атте, çулсеренхи пекех, Вăрмар поселокĕнчи «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнчи бассейнри шыва та кĕлĕ туса тасатнă.
Каçхине вара, тăхăр сехетрен пуçласа çурçĕр иртни иккĕччен, Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕнче Кăшарни кĕлли пычĕ. Литурги хыççăн шыв çветит тăвас йĕрке пулчĕ. Вырăсла калас пулсан — «чин Великого освящения воды». Çак кун вара чиркÿ алăкĕсем çветит тунă шыва илме килекенсемшĕн кунĕпех уçă пулчĕç.
Каласа хăварас пулать, Кăшарни кунĕ çветит тунă шыв та, пĕр кун маларах, сочельникре, çветит туни те хăватлă шутланать, ăна çулталăкĕпех упрама, кирлĕ чухне усă курма пулать. Çак шывпа кил-çуртсене, пахчасене, хуралтăсене сапса тасатаççĕ. Вырăнпа выртакан, тĕрлĕ чир-чĕрпе аптăракан çынсене ĕçтереççĕ. Çветит тунă шывăн пĕр тумламĕ тинĕсри шыва та хăйĕн хăватне парать. Ахаль шыв çине Кăшарни шывĕн тумламне ярсан вăл çветит тунă шывпа пĕр тан шутланать. Çветит тунă шыва ирхине выçварла, кĕл туса ĕçме сĕнеççĕ, ăна ĕçнĕ чухне ытти çынсемпе вăрçăнма, усал ĕçсем тума е начар шухăшлама юрамасть.
Шанатпăр, Евангелинчи «По вере вашей да будет вам» /Матф.9:29/ тенине асра тытса чун-чĕререн, таса кăмăлтан ĕненсен çÿлти Турă пире хăйĕн ырлăхĕсĕр хăвармĕ.
Т.СТЕПАНОВА. Мăнçырма ялĕ.