dscn3796Çĕнĕ çула кĕтсе илессипе çыхăннă асамлăх туйăмĕ сĕвĕрĕлсе те ĕлкĕреймерĕ — Кăшарни те çитсе тăчĕ. Уява кĕтме сăлтавĕ те пур кавалсен. Йăлана кĕнĕ йĕркепе кăçал 9-мĕш çул вĕсем Кăшарнине уявлама шыва кĕрсе чунпа тасалмалли ятарлă вырăна пуçтарăнаççĕ.

Кăшарнине тĕплĕн хатĕрленет ял халăхĕ. Ялти хастарсем Александра Гусарова, Георгий Веселов, Нина Семенова, Юля Табакова, Мария Адюкова тата ыттисем те — çăл пурине тирпейлерĕç, çуса тасатрĕç. Хăтлă купельте те шывĕ тăрă та сиплĕ пултăр тесе вăй хучĕç.

Асăннă вăхăта халăх нумай пуçтарăнчĕ. Район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ А.Веселовский, ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Адюков та савăнăçа ял халăхĕпе пĕрле пайларĕç. Михаил Архангел ячĕллĕ Кавалти чиркÿ настоятелĕ Евгений Филиппов иерей лартса тухнă савăтсенчи шыва çирĕплетнĕ йăлапа килĕшÿллĕн çветит турĕ. Пухăннисене сиплĕ шыв­па сапса, хĕресе чуп тутарса уяв ячĕпе саламларĕ, Кăшарни уявĕ пирки каласа пачĕ. Çынсем унăн сăмахĕсене тимлĕн итлесе тăчĕç. Çĕкленÿллĕ кăмăлпа, тулли савăтсемпе халăх таврана каç сĕмĕ çапсан анчах килĕсене саланчĕ. Ял çамрăкĕсем, районти ытти ялсенчен килнĕ çынсем купельте шыва кĕрсе тухма пултарчĕç.

Çул хыççăн çул иртет. Çăл пури кивелсе пыни пăшăрхантарать. Çитес çул Кăшарнине тата тăрăшуллăрах кĕтсе илесчĕ, пурана тĕпрен çĕнетсе юсасчĕ тесе шут тытрĕ халăх. Турă пулăшсан, пурте пĕр­ле тăрăшсан туман ĕç çук кавалсемшĕн, вĕсем йывăрлăхсене парăнтарма пултараççех.

Н.АЛЕКСЕЕВА, вĕрентекен.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Февраль 2019
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 1 2 3

Праздники

Последние комментарии