Иртнĕ юнкун Чупай ялĕ çывăхĕнчи посадкăра йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн район шайĕнчи ăмăрту тата чемпионат иртрĕ. Унта хамăр район çыннисем кăна мар, Тăвай, Куславкка спортсменĕсем те — шкул ачисенчен пуçласа ветерансем таранах — хаваспах хутшăнчĕç.
Асăннă мероприятине йĕлтĕр спортне халăх хушшинче сарас, çынсене физкультурăпа туслаштарас, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлас, чи пултаруллă йĕлтĕрçĕсене, унсăр пуçне ялсенчи хĕллехи вăйăсене хутшăнма чи хастар спортсменсене тупса палăртас тĕллевпе ирттереççĕ.
Спорт уявĕн савăнăçлă пайĕ Чупай ялĕнчи культура çурчĕ çумĕнче уçăлчĕ. Пухăннисем умĕнче саламлă сăмахпа Вăрмар район администрацийĕн физкультурăпа спорт пайĕн начальникĕ — вăлах ăмăртăвăн тĕп судйи — А.Краснов, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ А.Григорьева, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулти физкультура вĕрентекенĕ — ăмăртăвăн тĕп секретарĕ — А.Ноздрин тухса калаçрĕç. Ушкăнăн-ушкăнăн пĕр рете тăрса тухнă спортсменсене старта ăнăçлă пуçласа финишалла хавхалануллăн ăнтăлма, йĕлтĕр трассине çăмăллăнах парăнтарма çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм сунчĕç. Ăмăрту результачĕсене ГТО нормативĕсене пурнăçланă пек шута илессине пĕлтерчĕç, мĕнпур правилăсене çирĕп пăхăнса чупмаллине те асăрхаттарчĕç.
Малалла пурте пĕрле ял çумĕнчи посадка еннелле çул тытрĕç. Çанталăкĕ спортсменсем майлă — ăмăр пулин те, лăпкă та ăшă — пулчĕ. Вăрманлă вырăнта, уçă сывлăшра йĕлтĕрçĕсем шалти туйăмĕсене пытараймарĕç, хăшĕсем старта тухиччен калла-малла пĕрер çаврăм чупса тухса кĕлеткисене çемçетрĕç, теприсем умра выртакан йĕлтĕр йĕрĕ çинчен куçĕсене илмесĕр пĕр вырăнтах урисене хускатса тăчĕç. «Эх, епле те пулин ăнăçлă чупса тухасчĕ!» — тесе сасăпа калакансем те пулчĕç. Чăнах та çапла ĕнтĕ, ăмăртăва хутшăнакансенчен кашниех призлă вырăн йышăнас тесе ĕмĕтленет...
Акă кĕтнĕ вăхăт та çитрĕ. Ăмăртăва тимлесе тăракансем секундомер ячĕç те йĕлтĕрçĕсем пĕрин хыççăн тепри, пĕрерĕн-пĕрерĕн, çул ÿсĕмне кура черетпе йĕлтĕр йĕрĕпе малалла вирхĕнтерчĕç. Программăпа килĕшÿллĕн, хăшĕсем 2, теприсем 3 километр чупрĕç. Вĕсене хавхалантарса юлташĕсем: «Хăвăртрах! Хăвăртрах! Атя! Атя!» — тесе хыттăн кăшкăрчĕç. Шкул ачисен тренерĕсем те хăйсен вĕренекенĕсемшĕн пăлханни палăрчĕ. Финиш патне çитеспе ăмăртакансем хăвăртлăхне татах ÿстерме тăрăшрĕç. Вĕсене финишра кĕтсе тăракан судьясем кам хăш вăхăтра чупса çитнине паллă туса пычĕç. Кунтах шурă халатлă медицина ĕçченĕ те пулчĕ, енчен те кама та пулин пулăшу кирлĕ пулсан хăйĕн тÿрĕ тивĕçне пурнăçлама хатĕрленсе тăчĕ.
Йĕлтĕрçĕсенчен кам миçемĕш вырăна тивĕçнине палăртнă хыççăн вĕсене черетпе наградăлама пуçларĕç. Яваплă çынсем çĕнтерÿçĕсемпе призерсене медальсемпе тата грамотăсемпе чысларĕç, малалла та спортра çитĕнÿ хыççăн çитĕнÿ тума çирĕп сывлăх сунчĕç. Малти вырăна тухнисен савăнăçне палăртса вĕсен пичĕсем çинчен йăл кулă каймарĕ. Çапах та çĕнтерекенсен йышне кĕрейменнисем те тунсăхламарĕç. «Тепрехинче малти вырăна алăран вĕçертместпĕрех», — хĕрÿллĕн каларĕç хăшĕсем. Çапла йĕлтĕр ăмăртăвĕ кашнин кăмăл-туйăмне çĕклерĕ, хаваслăхпа хавхалану парнелерĕ. Ăмăртăва йĕркелекенсем тăрăшнипе спорт мероприятийĕ çÿллĕ шайра иртрĕ.
Тĕрлĕ дистанцисенче шкулта вĕренекенсем хушшинче çĕнтернисем: Тăвайĕнчи «Аль» спорт шкулĕн воспитанникĕ Евгений Николаев, Элпуçĕнчи Ангелина Антонова, Чупайĕнчи Максим Николаев, Элпуçĕнчи Лилия Петрова, Тăвайĕнчи «Аль» спорт шкулĕн воспитанникĕ Данил Поликарпов, Чупайĕнчи Анна Иванова, Пинерти Владимир Васильев, Элпуçĕнчи Ольга Никифорова. Аслă ÿсĕмри йĕлтĕрçĕсем хушшинче Мăнçырмари Олег Мефодьев, Кавалти Владимир Моклаков, Кивĕ Вăрмарти Эдуард Мясников, Енĕш Нăрвашри Кирилл Иванов, Тăвайĕнчи Эдуард Буинцев, Чупайĕнчи Светлана Егорова, Лариса Скворцова, Куславккари Иван Шидиков чи пĕрремĕшсем пулчĕç.
Шкул ачисен Спартакиади шучĕпе районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулсем хушшинче Энĕшпуç шкул команди пĕрремĕш, Пысăк Енккасси шкул команди иккĕмĕш, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ шкул виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç. Районти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулсем хушшинче Чупайĕнчи шкул команди пĕрремĕш, Пинерти шкул команди иккĕмĕш, Чулкасри шкул команди виççĕмĕш вырăнсене тивĕçрĕç.
И.ДАНИЛОВА.