M2bw0hMlMvk

Ача сачĕсенче иртекен уявсем шăпăрлансемшĕн яланах пысăк савăнăç. Акă, çак кунсенче Вăрмар поселокĕнчи "Березка" ача садĕнчи "Калинка" ушкăнра çуркунне çитнĕ ятпа хаваслă мероприяти иртрĕ.

Уява тивĕçлĕ шайра ирттерсе яма эпир чылай маларах хатĕрленме пуçларăмăр. Ачасем пăхмасăр сăвăсем калама, юрлама тата ташлама вĕренчĕç, ашшĕ-амăшĕсем илемлĕ тумсем хатĕрлеме пулăшрĕç. Палăртнă кун ашшĕ-амăшĕсем ача садĕнчи музыка залĕнче пухăнчĕç. Капăр тумланнă ачасем çуркуннене, ăшă хĕвеле, шăнкăртатса юхакан çăлкуçсене, янкăр тÿпене халалланă сăвăсемпе паллаштарчĕç. Çурхи кунсем çинчен çепĕç юрăсем юрласа пухăннисен чунĕсене тыткăнларĕç. Хĕрачасем чечексен ташшине ташларĕç, арçын ачасем вара хĕвел ташшипе савăнтарчĕç. Пĕчĕкскерсем Çуркуннене кĕтсе илчĕç, унпа пĕрле вăйăсем вылярĕç, карталанса ташларĕç. Уяв пурне те питĕ килĕшрĕ. Çакăн евĕр мероприятисем ирттерни ачасене çутçанталăк илемне курма, çулталăкăн тĕрлĕ вăхăчĕсемпе çывăхрах паллашма, пĕр-пĕринпе хутшăнма, ăс-хакăл енчен малалла аталанма пулăшать.

В.МАЛИНКОВА, воспитатель, И.НИКОЛАЕВА, музыка руководителĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика