veteranАслă Çĕнтерÿ 73 çул тултарнă май вăрçă ветеранĕсене кашни çулах чыслаççĕ. Шел пулин те, вĕсен йышĕ çулсеренех чакса пырать.

Тикаш ял тăрăхĕнче 1927 çулта çуралнă Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕ Георгий Павлович Павлов пурăнать. Георгий Павлович Совет Çарне 1944 çулхи ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕнче кайнă, 1951 çулхи апрель уйăхĕн 28-мĕшĕчченех сывлăшпа десант бригадинче службăра пулнă.

91 çулхи ветерана паянхи кун пĕччен пурăнма çăмăл мар, мăшăрĕ вилнĕ хыççăн Çĕнĕ Вĕренерте хĕрĕ патĕнче пурăнать.

Иртнĕ кунсенче Георгий Павловича Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлаканĕ В.Нарсов саламланă, парнесем панă. Георгий Павлович хăнасене сад пахчинче кĕтсе илнĕ. Хисеплĕ ветеран хăйĕн пурнăçĕнчи чылай интереслĕ япаласем çинчен каласа панă. Георгий Павлович хăй вăхăтĕнче самолет çинчен парашютпа 28 хутчен сикнĕ, патшалăх наградисемпе грамотисем те пур унăн. Службăран таврăннă хыççăн тăван ялта вăй хунă, пур ĕçре те хăйне лайăх енчен кăна кăтартнă.

91 çулхи ветеран нумай çул пурăнмалли вăрттăнлăхне уçса панă: хăйĕн пурнăçĕнче пĕр хутчен те пирус туртса курман, эрех-сăра ĕçсе алхасман, яланах спортпа туслă пулнă. Паянхи кун та Г.Павлов уçă сывлăшпа киленсе сад-пахчара ĕçлеме кăмăллать.

Сывпуллашнă май хăнасем сумлă çула çитнĕ ветерана нумай çул савăнса пурăнма суннă.

В.Нарсов.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика