IMG9454Майăн 8-мĕшĕнче Аслă Çĕнтерÿ 73 çул тултарнă ятпа Вăрмар поселокĕнчи 5 ача садĕнчи шăпăрлансем ача сачĕсен заведующийĕсемпе тата воспитателĕсемпе пĕрле Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне митинга пухăнчĕç.

Ачасен кăкăрĕсем çинче Георгий хăйăвĕ вĕлкĕшет, пуçĕсем çинче пилоткăсем, аллисенче тĕрлĕ тĕслĕ шарсемпе Раççей флагĕсем. Митинга Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков уçрĕ, уяв ячĕпе саламласа ачасене Çĕнтерÿ мĕнле йывăрпа килнине ăнлантарса пачĕ. Çавăн пекех çитĕнекен ăрăва райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов та саламларĕ, вăрçă хирĕсенче пуçĕсене хунă салтаксене асăнса Шăплăх минучĕ ирттерме сунчĕ. Вăрмар хула тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Павлов та митинга хутшăнчĕ, яланах мирлĕ пурнăçпа пурăнма сунчĕ. Ача садне çÿрекенсем Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне чечексем хучĕç, майăн 9-мĕшĕнчи Аслă Çĕнтерĕве халалласа ачасем юрларĕç, ташларĕç. Митинг çÿллĕ шайра иртрĕ. Ача сачĕн ĕçченĕсем çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парасси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрни палăрчĕ.

Ÿкерчĕк çинче: Вăрмарти 5-мĕш номерлĕ «Родничок» ача сачĕн пултарулăхĕ.

Э.Михайлова.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика