IMG9916

Районта хĕрсех çураки пырать. Район администрацийĕн ялхуçалăхĕпе экологи пайĕнчи даннăйсем тăрăх хальхи вăхăтра 3680 гектар кĕрхи культурăсене сÿреленĕ, планпа палăртнинчен çакă 77,4 процент, нумай çул ÿсекен курăксене пĕтĕмпех сÿрелесе пĕтернĕ. 11620 гектар çĕре сÿреленĕ, 9100 гектар çĕре культивациленĕ. Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 13531 гектар акмалла пулсан, 7210 гектар çинче акнă. Çĕрулми лартасси те хĕрсех пырать. "Иккĕмĕш çăкăра" 845 гектар çинче акма палăртнă пулсан 210 гектарне лартнă. Пĕр çул ÿсекен курăксене 105 гектар çинче акнă. Хăмлан тĕп тымарне касса пĕтернĕ /30 гектар/. Хальхи вăхăтра шпалерсем карас ĕç пырать.

(Тĕплĕнрех "Хĕрлĕ ялав" хаçатра вулама пулать).

А.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика