Иртнĕ кунсенче район администрацийĕнчи ларусен залĕнчевак тата вăтам предпринимательлĕх ĕçне тытса пыракансемпуçтарăнса тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕрин опычĕпепаллашрĕç. Вак тата вăтам предпринимательлĕх кунĕ пулчĕ. Пр е д п р и н и м а т е л ьсене район адм и н и с т р а ц и й ĕ н пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Н.Павлов уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, ĕçре ăнăçусем сун-чĕ. «Эсир паянхи кун тытса пыракан предпринимательлĕх район экономикин аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районта 715 вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕ регистрациленнĕ. Ку сферăра пĕтĕмпе 2 пин ытла çын вăй хурать. Туса илнĕ хăвăрăн продуктсене çур çул хушшинче 278 млн тенкĕлĕх тиесе ăсатнă. Предпринимательлĕх субъекчĕсенчен килсе кĕнĕ налук укçи 12,9 млн тенкĕпе танлашнă, çакă 116 процент», - тесе палăртнă Николай Анатольевич.Чăваш Республикин Экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министерствин «Центр поддержки предпринимательства» республикăри бизнес-инкубатор пайĕнчи I категориллĕ эксперт Н.Кузьмин тĕлпулăва килнĕ предпринимательсене «Малое и среднее предпринимательство и поддержка индивидуальной предпринимательской инициативы» наци проекчĕ шайĕпе патшалăх енчен пулăшу кÿрессине тĕплĕн ăнлантарчĕ. Вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсене кредит илес тесен пулăшу кÿрессин йĕркипе «Микрокредитная компания «Агентство по поддержке малого и среднего бизнеса в Чувашской Республике» коммерциллĕ мар автономлă организацин ĕç тăвакан директорĕн заместителĕ В.Егоров паллаштарчĕ. Пуçтарăннисене Чăваш Республикинчи венчурлă инвестици фончĕн директорĕ О.Тришин тата Пĕтĕм Раççейри обществăлла организацин «Женщины бизнеса» регионти уйрăмĕн председателĕ М.Аниченкова тухса каланине те итлеме кăсăклă пулчĕ. П р е д п р и н и м а т е л ьсен прависене саккун енчен хÿтĕлес тата вĕсен шухăш-кăмăлĕсене шута илес енĕпе ĕçлекен Чăваш Республикинчи уполномоченнăйĕн пулăшуçи С.Тихонов пуриншĕн те усăллă сĕнÿсем пачĕ. Юлашкинчен районти чи лайăх предпринимательсене наградăларĕç .Предпринимательсене районта тин çеç ĕçлеме тытăннă «Агрофирма Цивильская» тулли мар яваплă обществăна çитсе курни те кăсăклă пулчĕ.Тĕл пулса калаçни тата тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явни пуриншĕн те усăллă пулчĕ. Н.ШИШКИНА .