Кашни çулах сентябрĕн 27-мĕшĕнче Раççейре шкул çулне çитмен ача-семпе ĕçлекенсен уявне паллă тăваççĕ. Çак датăна ахальтен суйламан. Шăпах çак кун 1863 çулта Раççейре пĕрремĕш ача сачĕ уçăлнă пулнă.
Ача сачĕ кашни пепкешĕн пурнăçри пĕрремĕш утăмпа тахнах.Шăпах ача садĕнче вĕсем хăйсентавракурăмне ÿстереççĕ, пĕр-пĕ-ринпе хутшăнма, атте-аннене тата тус-юлташсене хисеплеме, тă-ван çĕршыва юратма вĕренеççĕ. Ачасем ÿссе çитĕнсен мĕнлеçын пуласси воспитательсем-пе вĕсен пулăшуçисенчен, вĕсенăсталăхĕпе тăрăшулăхĕнчен ну-май килет. Ачасен пурнăçĕнчипĕрремĕш утăмсен никĕсне хы-вакансем шăпах та воспитатель-сем пулса тăраççĕ. Кашни ашшĕ-амăшĕшĕн хăйсен пепкисене пĕр-ремĕш хут ача садне ярасси çавтери пăлхануллă, çав вăхăтрахяваплă вăхăт. Ачасем ача саднесавăнăçпа, хавхалануллă кăмăл-туйăмпа васкаççĕ пулсан чун-чĕрере лăпкăлăх çуралать. Аплапулсан ачасене унта килĕшет.Хăйсен кун-çулне ачасемпеĕçлессине халалланă хĕрарăм-сем, ман шутпа, уйрăмах пуянчун-чĕреллĕ, ăш-пиллĕхĕпе та-та ырă кăмăл-туйăмĕпе уйрăлса тăраççĕ. Вăрмар поселокĕнчи «Ро-машка» ача садĕнче нумай çулвоспитатель пулса тăрăшса вăйхуракан Любовь Ивановна Ду-шебаева чăннипех те ача-пăчасадĕнче ĕçлемеллискер. 1987çулта Шупашкарти педагогика училищинчен «Шкул çулне çитмен ачасен учрежденийĕсенче воспитани парасси» уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă. Çак çулах Вăрмар поселокĕнчи «Ладушки»ача садĕнче воспитатель пулса ĕçлеме тытăнать. Любовь Ивановна çак ача садĕнче 1997 çулччен тăрăшса вăй хурать. Çав çулсенчи ача сачĕн заведующине Римма Михайловна Ивановăна, ун чухнехи коллектива ырă сăмахсемпе аса илет воспитатель. Шел пулин те, тĕрлĕ сăлтавсене пула 1997 çулта «Ладушки» ача садне хупаççĕ. Çакна пула Любовь Ивановна пĕр хушă урăх специальноçпе ĕçлет. Кĕçех, 2004 çулта, Вăрмар поселокĕнчи «Ладушки» ача сачĕ «Ро-машка» ятпа çĕнĕрен уçăлать.Л.Душебаева воспитательĕçĕсĕр, ачасемсĕр тунсăхласаçитнĕскер, хăйĕн малтанхи юрат-нă ĕç вырăнне таврăнать. Çап-ла 24 çул пĕр ача садĕнче шкулçулне çитмен ачасене воспита-ни парассипе чунтан тăрăшатьвăл. Хальхи вăхăтра шăпах та4-5 çулхи вăтам ушкăна çÿрекеначасене ертсе пырать вăл Ири-на Георгиевна Мулатова воспитательпе тата Наталья Михай-ловна Смирнова воспитателĕнпулăшуçипе пĕрле. «Ладушки»ушкăнра илемлĕ, типтерлĕ, каш-ни япалан хăйĕн уйрăм вырăнĕ,ачасем валли вĕренмелли хăтлă условисем хатĕрленĕ. «Ромашка» ача сачĕн заведу-ющийĕ Ольга Валерьевна Яков-лева, коллективра ĕçлекенсем Л.Душебаевăна тăрăшулăхĕ-пе ырă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ.Акă мĕн калать ун пирки 2008çулта ача садне ĕçе пырса кĕнĕАльбина Валерьевна Павловавоспитатель: «Ача садĕнче па-чах та ĕçлесе курмансекере мана малтанах çăмăл марччĕ. Любовь Ивановна манăн настав-ник пулчĕ, пĕр ушкăнра пĕрлеĕçлесе ачасене воспитани па-рассипе çыхăннă чылай япа-лана вĕрентрĕ вăл мана, ăс пачĕ. Паянхи кун та хуть те мĕнле ыйтупа та — сăмахпа та, ĕçпе те пулăшса пырать вăл. Тавах ăна çакăншăн. Ача садне ĕçлеме вырнаçакансене чылайăшне ĕçре пулăшса пырать вăл». Паянхи кун воспитатель ĕçне ачасемпе пур енлĕн, çав шутра конкурссене, тĕрлĕ мероприятисене хутшăннине, шута илсе хаклаççĕ. Л.Душебаева аслă квалификаци категориллĕ воспитатель пулнă май ачасене вĕрентÿпевоспитани парас ĕçре çĕнĕ мето-дикăпа тата паянхи йышши тех-нологисемпе усă курса ачасенешкула хатĕрлессипе чылай ĕçлет.Любовь Ивановна республикăра,районта иртекен конкурссене ак-тивлă хутшăнать. Тĕрлĕ ăсталăхконкурсĕсене хутшăнса ăс-тăнне,тавракурăмне çивĕчлетсех тăратьвăл. Хăйĕн ĕçĕнчи опычĕпе, ăс-талăхĕпе, ăшкăмăллăхĕпе усăкурса ачасене тивĕçлĕ воспита-ни, тарăн пĕлÿ парассишĕн тăрă-шать. Ĕçне кура ăна тĕрлĕ шайриХисеп хучĕсемпе, Тав çырăвĕсемпе наградăланă. Районта ирте-кен «Ăслă ача» конкурса ачасе-не аван хатĕрлет. Иртнĕ çулсенче унăн воспитанникĕ районти чиăслă ача пулса тăчĕ. Пултаруллă воспитатель спортпа та туслă, районта иртекен мероприятисене активлă хутшăнать, ачасенете сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарать.Чи пахи вара воспитатель-шĕн унăн ĕçне ашшĕ-амăшĕсемхаклани, ачасем юратни. ЛюбовьИвановна хăйĕн ушкăнне çÿре-кен кашни ачапа, ашшĕ-амăшĕ-пе пĕр чĕлхе тупма, пĕр-пĕринхушшинче ăшă хутшăнусем тыт-са тăма пĕлет. Ашшĕ-амăшĕсем Л.Душебаевăна ырă кăмăлĕшĕн,ачисене юратнăшăн кăмăллаççĕ.
Э.МИХАЙЛОВА