022

«Мĕн мана юр, мĕн мана шăрăх, шалкăм çумăр та ним те мар юлташăмсем пулсан юнашар», — пурте пĕлекен ача-пăча юррин сăмахĕсем сентябрĕн 21-мĕшĕнче кăçалхипе 16-мĕш хут иртнĕ Пĕтĕм Раççейри «Наци кросĕ-2019» чупăва хутшăннă ентешĕмĕрсен, вăрмарсен, кăмăл-туйăмне туллин уçса параççĕ тесен пĕрре те йăнăш пулмасть. Юлашки вăхăтра çанталăк чăнах та улшăнуллă тăрать пулин те сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансемшĕн ку вăл пачах та чăрмав мар. Вăрмар районĕнче пурăнакансем — 2600-е яхăн çын — чупăва туслăн хутшăнни те çакна çирĕплетсе парать. Ахальтен мар ĕнтĕ Наци кросĕ кĕрхи чи масштаблă спорт мероприятийĕ шутланать.

Чăваш Республикипе илес пулсан, ЧР ПА пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, регионти мĕнпур хуласемпе районсем те Наци кросне активлă хутшăннă, тĕп старт Шупашкар заливĕн çыранĕнче пулнă. Пухăннисене спорт уявĕ ячĕпе ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев саламланă. «Çакăн йышши мероприятисем пурсăмăра та пĕр чăмăра пухаççĕ. Раççейре палăртнă мероприяти ырă йăлара. Спорта юратакансене пĕтĕм чун-чĕререн тав тăватăп. Эсир хăвăрăн тĕслĕхĕрпе ыттисене сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вĕрентетĕр. Эпир хамăр енчен физкультурăпа спорт анлă сарăлтăр тесе ĕçлетпĕр. Çитес çул шкулсем таврашĕнчи футболла вылямалли 30-а яхăн лаптăка юсаса илемлетме плана кĕртсе хăварнă. Объектсене тирпейлеме 500 млн укçа-тенкĕ пăхса хăварнă. Туллин каласан, физкультурăпа спорта аталанма мĕнпур условисемпе тивĕçтерсе пыма тăрăшатпăр. Çак ĕçсем пирĕншĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ. Спорт – пирĕншĕн пурнăç норми пулса тăчĕ», – тесе каланă регион Пуçлăхĕ.

Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадион та палăртнă вăхăт тĕлне халăхпа лăк тулчĕ, тавралăх кĕрлесе кăна тăрать. Кам кăна çук кунта: ача садне çÿрекенсенчен пуçласа хисеплĕ ветерансем таранах, районти вĕрентÿ учрежденийĕсенче вăй хуракансем тата вĕсен вĕренекенĕсем, райадминистрацин, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен, тĕрлĕ организацисемпе учрежденисен ĕçченĕсем, спорта кăмăллакан ытти çынсем. Пурте пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçаççĕ, шÿтлеççĕ, кулаççĕ. Пĕрисем çăмăл атлетикăри хăйсен пултарулăхне тĕрĕслесшĕн çунаççĕ, теприсем вара тус-юлташĕсене, тăванĕсене ăмăртура хавхалантарма килнĕ.

Акă, хаваслă кĕвĕ янăраса кайрĕ те сцена çине Н.Давыдова ертсе пыракан «Надежда» фитнес-аэробика ушкăнĕнчи хастар хĕрачасем чупса тухрĕç, пухăннисене хăйсен ташшипе килентерчĕç. Ахаль пăхса тăма çук тата пултаруллăскерсем çине — вĕсемпе пĕрле урасем хăйсемех ташша яраççĕ.

Спорт уявĕн торжествăлла пайне уçса Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Иванова, А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов тухса калаçрĕç, чупăва хутшăнакансене финиша малтисен ретĕнче çитме ăнăçу сунчĕç. Вĕсен сăмахĕсем те, çавăн пекех Раççей тата Чăваш Ен гимнĕсем те пухăннисене хавхалану кÿчĕç, пурте старт вырăнĕ еннелле талпăнчĕç. Района ертсе пыракансем, райадминистрацин яваплă ĕçченĕсем, Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсем, предприятисемпе организацисен руководителĕсем район халăхне ырă тĕслĕх кăтартса яланхиллех чи малтан VIP-чупăва тухрĕç, стадион тăрăх пĕр çаврăм чупрĕç. Массăллă чупăва хутшăнакансем çав тери йышлăн пулчĕç, ытларах шкул ачисем. Физкультурăпа тата спортпа туслăскерсем, палăртнă дистанцине туххăмрах парăнтарчĕç вĕсем.

Унтан чи кĕçĕннисем — ача сачĕсен воспитанникĕсем — старт йĕрĕ çине тăрса тухрĕç. «На старт! Внимание! Марш!» — тесенех пурте пĕрле туслăн чупса кайрĕç, малтан хĕрачасем, кайран — арçын ачасем. Çулĕпе пĕчĕк пулин те малалла ăнтăлас туртăмĕ кашнинех пысăк. Питĕ хăвăрт чупаççĕ, такăнса та ÿкеççĕ, çапах та кăмăлĕсене хуçмасăр ура çине сиксе тăраççĕ та каллех вĕçтереççĕ кăна. Вĕсем хыççăн çул ÿсĕмне кура черетпе шкул ачисем ăмăртрĕç, унтан аслăраххисем чупрĕç. Пурте питĕ пултаруллă, пĕрин хыççăн тепри финишалла çитсе тăраççĕ. Судьясем вара кам малтан çитнĕ, çавсене палăртса, протокол çине çырса пыраççĕ. Ăмăртакансем хăйсен дистанцийĕсене чупса тухса пынăçем çĕнтерекенсене тĕп стадионти сцена çинче чысларĕç. Мала тухнисем грамотăсемпе медальсене, асăнмалăх парнесене тивĕçрĕç. Ăмăртуçăсенчен чи пĕчĕккисем — çакăн йышши мероприятине пĕрремĕш хут хутшăнакансем — Вăрмар поселокĕнчи «Колосок» ача садĕнчи Роман Матвеев тата «Березка» ача садĕнчи Дарья Архипова пулчĕç, чи аслисен шутне Кивĕ Вăрмарти К.Иванов тата Вăрмар поселокĕнчи В.Павловская кĕчĕç. Вĕсене ятарлă грамотăсем парса хавхалантарчĕç.

Чыслакансем хушшинче пирĕн ентешĕмĕр, многоборье /полиатлон/ енĕпе РФ спорт мастерĕ, Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ Дмитрий Иванов та пулчĕ. Наци кросĕнче малти вырăнсене йышăннă спортсменсене унăн аллинчен наградăсем илме питĕ кăмăллă пулни палăрчĕ.

«Спорт пĕрлештерет», — теççĕ. Мероприятине пĕтĕмлетсе пурне те тав тунă май А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов та, вăлах ăмăртăвăн тĕп судйи, массăллă спорт кăмăл-туйăма çĕкленине, пĕр тĕллевпе, туслăн чупма тухни çынсем хушшинчи хутшăнăва çирĕплетнине каларĕ. Унăн сăмахĕсемпе эпир те килĕшетпĕр.

«Хусканусăр пурнăç çук» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДаниловА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика