«Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи тимĕртен тĕрлĕ япаласем тăвассипе ĕçлет. Кунта туса кăларакан продукци пысăк пахалăхпа уйрăлса тăнине палăртаççĕ саккас пама килекенсем.IMG 5316

«Пирĕн ĕç тĕрлĕ енлĕ. Хальхи вăхăтра заводра чÿрече çине лартмалли решеткесем, хапхасем, пусмасем, алăксем, теплицăсем, мангалсем, мунча кăмакисем, чечек чÿлмекĕ лартмалли хатĕрсем тата ытти япаласем те туса кăларатпăр. Хатĕр продукцине тĕрлĕ çĕре ăсататпăр. Тĕслĕхрен, лифт пайĕсене, турбуляторсене Мускавра хапăл туса туянаççĕ. Унсăр пуçне заводра сварка, токарь ĕçĕсем туса халăха пулăшу кÿретпĕр, кирлĕ пулсан йывăр конструкцисене касса, авса паратпăр тата ытти ĕçсене те пурнăçлатпăр, ытларах саккас мелĕпе ĕçлетпĕр. Пысăк квалификациллĕ специалистсем ĕç хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнса вăй хураççĕ, хăйсен ĕçне пĕлсе тăваççĕ, кашнин кăмăлнех тивĕçтерме пултараççĕ. Вĕсенчен пĕри В.Федоров тĕп инженер. Унăн ĕçĕ çав тери яваплă. Хальхи вăхăтра саккассене электронлă мелпе те йышăнатпăр. Кун пеккисем йышлансах пыраççĕ. Тĕрлĕ енлĕ чертежсене йышăнса, рабочисене çав чертежра кăтартнă кирлĕ детальсене ăсталама ăнлантараканни те Владимир Филимоновичах. Çынна кирлĕ япаласене тĕрĕс ăсталамасан заказчиксем çухалаççĕ. Ку енĕпе пирĕн хăрушлăх çук, эпир пур япалана та халăха кирлĕ пек ĕçлетпĕр», - тет кунти аслă бухгалтер Г.Венедиктова.

Владимир Филимонович Федоров тĕп инженер /ÿкерчĕк çинче\ мĕн çамрăкран ĕçлет паянхи механика завочĕн территорийĕнче — 1979 çултанпах. Мĕншĕн çапла калатăп-ха – малтанхи çулсенче ку территоринче кайăк-кĕшĕк комбиначĕ пулнă. Çак вăхăтра çамрăк каччă кунта водительте тăрăшнă. «Прогресс» хуçалăх йĕркеленсен, заготскотра водительте ĕçленĕ. Юнашар Тăвай районĕнчи Тушкил каччин ĕç биографийĕ пĕтĕмпех пирĕн районпа çыхăннă. Шкул вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Çĕрпÿри ял хуçалăх техникумĕнче механизаци уйрăмĕнче вĕреннĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă хыççăн шăпа ăна Вăрмарти механика заводне илсе çитернĕ. Малтанах вăл механика цехĕн мастерĕнче вăй хурать, унтан – технолог, конструктор, цех начальникĕ, инженер должноçĕсенче тăрăшса нумай опыт пухать. Ĕçленĕ вăхăтрах И.Н. Ульянов ячĕл­лĕ Чăваш патшалăх университетĕнче машиностроени факультетĕнче заочно майпа вĕренсе хăйĕн пĕлĕвне ÿстернĕскере тата вăл ĕçре çав тери яваплă пулнине шута хурса ăна тĕп инженер должноçне шанаççĕ. Пурнăç тĕрлĕрен килсе тухать тенĕ пек, ра­йонти механика завочĕ пĕр вăхăт ĕçлеме чарăнса ларнă. Çак хушăра Владимир Филимонович та кунта ĕçлеме пăрахать.«Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи тепĕр хут вăй илсе ĕçлеме тытăнсан В.Федоров каллех хăйĕн юратнă ĕçĕнче малалла ĕçлеме пуçлать. Халĕ вăл кунта тĕп инженер должноçĕнче ĕçлет. 45 çул ĕç стажĕллĕ ĕç ветеранĕ механика заводĕнчи ĕç процесне йĕркелесе тăрать, производство эффективлăхне ÿстерессишĕн тăрăшать, предприятине малалла аталантарма, çĕнĕлĕхсем кĕртме майсем шырать, чертежсем туса хатĕрлет.

Çĕнĕрен вăй илнĕ «Вăрмарти механика завочĕ» акционерсен уçă обществи 10 çул ытла ĕçлесе районта кăна мар, Мускавра та лайăх енĕпе палăрнă. «Ырă çын ĕçĕпе палăрать», - тенĕ пек çитĕнÿре В. Федоров тĕп инженерăн тÿпи те пĕчĕк мар.

А.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика