Шăплат ялĕ район центрĕнчен чылай аякра вырнаçнă. Пăртас ялĕ çумĕнче, илемлĕ вырăнта вăл. Ку ялта çĕр ĕçĕпе ĕçлеме юратакансем пурăннине яла кĕрсен тÿрех ăнланса илетĕн, мĕншĕн тесен чылайăшĕн тĕлĕнче ялхуçалăх техникисем тата ытти те лараççĕ. Ялĕ айлăмра ларнăран-ши, кунта ытларах купăста тата ытти пахча-çимĕç лартса туса илеççĕ. Пурте питĕ ĕçчен, пĕрне ырласа теприне хурлаймăн. (Тĕплĕнрех "Хĕрлĕ ялав" хаçатра вулама пулать).