IMG 7600Çак сăмахсене манăн çĕр ĕçĕпе мĕн ачаранах тăрăшакан Кĕлкеш ялĕн­чи Н.Ямуков ывăлĕсем - Геннадийпе Валерий - пирки калас килет. Хуçалăх пуçлăхĕ - Геннадий Николаевич Ямуков. Вăл çирĕп кăмăллă та хăй сăмахне тытакан çын. Ăна Чăваш Енре кăна мар, унăн тулашĕнче те пĕлеççĕ, ыррине кăна калаççĕ. Апла пулсан вĕсен ĕçне реклама пĕрре те кирлĕ мар. Çак тÿпене вĕсем патшалăх пулăшăвĕсĕр çитейменнине уççăнах калать «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăх пуçлăхĕ Г.Ямуков.

РФ Президенчĕ В.Путин çĕршывăн социаллă-экономикăллă аталанăвне вăйлатас тĕллевпе Правительство умне 12 тĕрлĕ нацпроекта пурнăçласа пыма тĕллев ларт­нă. Вĕсенчен пĕри - «Вак тата вăтам предпринимательлĕх тата уйрăм предпринимательлĕх пуçарулăхне пулăшу кÿресси» наци проекчĕ. Ăна предпринимателе бизнес аталанăвĕн кашни тапхăрĕнче – хăйĕн ĕçне пуçарма планланă, регистраци тунă, проектсене уйрăм отрасльсенче /туризм, ял хуçалăхĕ\ пурнăçланă, бизнеса малалла аталантарса экспорта тухнă чухне – кирлĕ пулăшупа тивĕçтерес тĕллевпе йĕркеленĕ.

IMG 7611«Çак проектпа килĕшÿллĕн пулса пыракан патшалăх пулăшăвĕ пире ĕçре çул уçса пачĕ те ĕнтĕ», – тет Г.Яму­ков хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ пирки калаçса кайнă май. «Кредичĕсене иличчен малтанах шиклĕх туйăмĕ те пуçа пырса кĕнĕччĕ, анчах та хамăр ума ларт­нă тĕллевсене пурнăçа кĕртесси малашлăха туртрĕ. Ĕçре мĕн кирлисене хăюллăнах туянтăмăр. Акă, тĕслĕх­рен «Кировец -744», Джон Дир тракторсем, Лемкен Кристалл тата КБМ-11 культиваторсем, Гримме çĕрулми сорт­лакан тата хранилищĕре çĕрулмине вырăна купаласа хуракан /бортоукладчик\ агрегатсем тата ытти техника туяннă. Çĕрулми хранилищи хута ятăмăр. Унăн хакĕн 30 процентне патшалăх каялла тавăрса пани те пысăк пулăшу пулчĕ. Хальхи вăхăтра эпир туса илнĕ çĕрулми çак хранилищĕре лайăх упраннине палăртмалла. Çавна кура çуркунне эпир хамăр туса илнĕ продукцине экспорта ăсатма пултаратпăр. Патшалăх пулăшăвĕ каяллах патшалăха таврăнать», - тесе сăмахне малалла тăсрĕ Геннадий Николаевич. Г.Ямуков паянхи кун çинчен çеç мар, малашлăх çинчен те шухăшлакан фермер пулни палăрчĕ унăн калаçăвĕнчен.

Эпир вĕсен хуçалăхне пынă кун çĕрулмине вăхăтра лартса хăварас тесе кĕшĕлтететчĕ кунти халăх. Пĕр харăсах темиçе техника уй-хирте калла-малла хутлать. Пĕри культиваци тăвать, тепри йăранне купалать, виççĕмĕшĕсем çĕрулми лартаççĕ. Çĕрулми лартакансене валли вăрлăхне транспортсем çине тиесе уя вăхăтра çитереççĕ. С.Иванов, М.Краснов, Г.Виноградов, Э.Макаров хăйсене çирĕп­летсе панă техникисене ăнăçлă ĕçлеттереççĕ. А.Архипов, Б.Федоров, Л.Дмитриев рабочисем те çĕрулмие чир-чĕрсенчен те, хурт-кăпшанкăсенчен те сыхлакан им-çамсемпе сапаççĕ. Ĕçченсем хальхи вăхăтри пур требованисене те пăхăнса ĕçлеççĕ, мĕншĕн тесен техникисем те ытларах çĕннисем. Ĕçе тытăниччен вĕсемпе ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнмалли пирки калаçу ирттереççĕ.

IMG 7629Ку хуçалăхра кăçал пĕтĕмпе 1080 гектар çĕр çинче акса лартса илеççĕ. 150-170 гектар çинче çĕрулми лартма палăртнă. Кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем 430 гектар йышăнаççĕ, 5 гектар çинче хĕрлĕ кăшман, 245 гектар çинче «Маргрет» çурхи урпа, ытти гектарсем çинче «Ликамеро» çурхи тулă çитĕнет. Кашни сортăн хăйĕн участокĕ. Çĕрулмине автомашина çине тиекен агрегата татти-сыпписĕр ĕçлеттерме пултаракан М.Иванов оператор. Вăл нумай çул ĕнтĕ Г.Ямуков хуçалăхĕнче вăй хурать. Еленăпа Лев Амуровсем, Т.Кузьмина, З.Жандарова, И. Илларионова, Н.Николаева, В.Данилова пĕр кун сиктермесĕр ĕçе тухаççĕ, яваплăха туйса вăй хураççĕ. Хуçалăхра йĕри-тавра ĕç шавĕ кĕрлесе кăна тăрать. Уяр çанталăкăн кашни кунĕпе туллин усă курас тесе тăрăшаççĕ пулмалла.

Лайăх тухăç çĕр ĕçченĕсен тăрăшулăхĕнчен çеç мар, çутçанталăк условийĕсенчен те, вăрлăх пахалăхĕнчен те, техникăран та, кадрсенчен те килет. Ямуковсен вара палăртнисем пурте çителĕклех, малалла хăйсем çине шанмалли çеç юлать. Патшалăх пулăшни пысăк тĕрев паллах, анчах та Н.Ямуков ывăлĕсем хăйсем те питĕ тăрăшуллă.

«Нацпроектсен задачисем нумай, тĕллевĕ – пĕрре» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать.

Проект авторĕ – Э.Михайлова, кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика