20200520 122749Чăваш Енре республикăн со­циаллă-­экономикăллă ата­ла­нă­вĕн комплекслă программине сÿтсе явасси малалла пырать. Ăна регион руководителĕн О.Николаевăн пуçарăвĕпе республикăри экономикăн Аслă совечĕ федераллă шайри специалистсене явăçтарса хатĕрлеççĕ. Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн заместителĕ А.Салаева ертсе пынипе тата «Международный Центр Развития Регионов» акционерсен хупă обществин генеральнăй директорĕ И.Меламед экспертсен ушкăнĕпе пĕрле хутшăннипе видео-конференц-çыхăнăвĕпе /ВКС\ вĕç­рен вĕçе виçĕ ĕçлĕ канашлу иртнĕ. Унта культура аталанăвĕн пилĕкçуллăх планне сÿтсе явнă.

Совет саманинче те, паянхи кун та пирĕн çĕршывра культурăна укçа-тенкĕпе тивĕçтересси чи юлашкинчен пулса пыни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Культурăри Кĕлпике шăпиллĕ танмарлăх политикине васкавлă майпа улăштармалла. Çавăнпа та культура министрĕ Р.Лизакова хăй тухса калаçнă вăхăтра Программăна туса хатĕрлекен экспертсене культурăна республикăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕн пĕлтерĕшлĕ факторĕ тата нацин хăйнеевĕрлĕ пĕршухăшлăхĕн никĕсĕ пек йышăнма ыйтнă. Пирĕн республика нациллĕ шутланнăран çакă уйрăмах кирлине палăртнă вăл. Регионсем хушшинче конкурентлăх вăйланса пынă условисенче мала инвестициллĕ рейтингсем тата экономика характерлă ытти кăтартусем кăна мар, республикăн пĕтĕмĕшле сăн-сăпачĕ те тухса тăрать. Çавăнпа та Чăваш Енĕн тĕнчери çитĕнĕвĕсене ыттисем мĕнле йышăнни театрти, музыкăри, сăнарлă искусствăри хальхи ăстасен пултарулăхĕпе те тÿрремĕнех çыхăннă.

Культура çын пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕнче курăмлă вырăн йышннине те палăртнă министр. Культура отраслĕ ыттисенчен бюджет финансĕн пайĕ пысăккипе е тата тепĕр майлă — бюджет мар финанс сахаллипе уйрăлса тăрать. «Ку Раççейри пур регионсенче те çапла, - пĕлтернĕ вăл. — Пултаруллă та талантлă ачасене пулăшас тĕллевпе бизнес-структурăсем хутшăннипе пилотлă тĕллевлĕ фонд йĕр­келес ĕçе те пăхса тухмалла тесе шутлатăп».

Тĕллевлĕ кун пек фондсем тĕнчере тахçанах пуррине палăртмалла. Анчах та Раççейре кун пирки тин çеç калаçма тытăннă. Вĕрентÿ сферинче бизнес-структурăпа патшалăх килĕшсе ĕçлеме эффективлă вариантсем тахçанах тупнă пулсан /тĕслĕхрен, компетенци центĕрсем, инновациллĕ шкулсем\, культурăра вара ку ĕçсен пĕрремĕш утăмĕсем кăна пулса пыраççĕ-ха. Сăмах май каласан, финанс çителĕксĕррине пулах нумай ача-пăча искусство шкулĕсем, уйрăмах аякри ялсенчисем, пулас музыкантсене, юрăçсемпе художниксене ачаранах искусствăн асамлă тĕнчипе паллашма тĕрлĕ смотр-конкурссене тата выставкăсемпе концертсене илсе тухаймаççĕ.

Раççейре паян регионсенчи социаллă-экономикăллă лару-тăрăвне йĕркеле­ме нумай ĕçсем пурнăçлаççĕ. Иртнĕ кунсенче кăна-ха çак политика шайĕнче Раççей Правительстви республикăн социаллă-экономикăллă уйрăм программине аталантарма 3 млрд тенкĕ уйăрни çинчен хушу кăларнă. Çак укçапа усă курнă чухне культурăна та манса хăвармасан аванччĕ. Ку питĕ пĕлтерĕшлĕ, Роза Лизакова каланă тăрăх, паян регионсенчи культура сферисенче финанс виçи пĕр-пĕринпе килĕшсе тăмасть. Енчен те кăтарусен финанс калăпăшне 1000 çын пуçне шутласан Пушкăрт, Удмурт, Карелисемпе танлаштарсан Чăваш Енĕн 20-30 процент сахалтарах.

Паллах, укçа-тенкĕ кирек хăш отрасльшĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах вăл отрасле аталантармалли пĕр-пĕр проекта, программăна пурнăçа кĕртмелли инструмент кăна, ĕçсен пĕтĕм комп­лексне ăнăçлă пурнăçлас тесен вара проблемăсене татса памалли тĕрĕс çул-йĕр тупмалла. Çакăн пирки республика руководителĕ О.Николаев тăтăшах аса илтерет. Ку тĕлĕшпе Р.Лизакова культурăн регионти брендне тата çавăн пекех Чă­ваш Енри хуласен брендне туса хатĕрлеме сĕнни вăхăтлă та тивĕçлĕ пулса тухать. Пĕрлех социокультура, наци, культура, çутçанталăк тата этнографи уйрăмлăхĕсене те шута илмелле, культура еткерлĕхĕн объекчĕсене тата кану зонисене те манăçа кăлармалла мар.

Хăш-пĕр ĕçсене пурнăçа кĕртеççĕ те ĕнтĕ. Çапла икĕ çул каяллах Улатăрăн ун чухнехи ертÿлĕхĕ муниципалитета истори еткерлĕхĕн хули пек пахалас ĕçе пуçăннăччĕ. Халĕ çакă паллă — Улатăр пĕлтĕр историллĕ поселени статусне илме тивĕçнĕ. Çакă, чăн та, бренд мар, анчах вăл ку енĕпе пуçламăш утăм тунине кăтартса парать.

Бренд — ячĕшĕн сăмах мар. Вăл çыннăн тулли ассоциаци пĕтĕмлетĕвне палăртать: курнин кăмăл-туйăм тĕнчине, шухăшсен тĕввине, пахалăх тĕлĕшĕнчи хаклавне... Çавна май, министр палăртнă тăрăх, «культура еткерлĕхĕн пурлăх тата пурлăх кăна мар объекчĕсене упраса хă­варасси уйрăм тимлĕх ыйтать тата çавăн пекех музейсен концепцине çĕнĕрен пахалама кирли те куç умне тухса тăрать. Историн çĕнĕ факчĕсене тата граждан вăрçине епле хакланине шута илсе Чапаев ячĕллĕ музее реэкспозици туни кирлĕ. Чăваш халăх тĕррине пирĕн наци бренчĕ вырăнне хурса аталантарса пымалла. Халăх юратакан бренд çĕнĕ ĕç вырăнĕсем туса хума, налук хушăмне ÿстерме, туристсене явăçтарма пулăшĕ».

Роза Лизакова хуласемпе ялсен хăйнеевĕрлĕхĕ çухалса пынине те пăшăрханса пĕлтернĕ. Енчен те унччен кашни ялăн е хулан асра юлакан хăйнеевĕр архитектура сăн-сăпачĕ пулнă пулсан, сăмахран: Сĕнтĕрвăрри, Улатăр, Етĕрне, Пăрачкав, Куславкка, халĕ вара ялсен историллĕ вырăнсенче тĕплĕн шухăшламасăр лартса тултарнă суту-илÿ центрĕсене, лавккасемпе кафесене пула вĕсем пĕр-пĕрин евĕр пулса пыраççĕ, пĕчĕккĕнех хăйсен историпе архитектура тĕлĕшĕнчи пĕлтерĕшне, хăйнеевĕрлĕхне çухатса пыраççĕ.

Хăйне евĕр отрасль пулнă май, культурăн тивĕçлĕ инфраструктуришĕн тимлени тата ăна аталантарма пулăшни те кирлĕ: Оперăпа балет театрĕн çуртне тĕпрен юсамалла, ку чухнехи истори архивĕн управне тумалла, «Пĕрремĕш чă­ваш космонавчĕн Андриян Николаевăн сад-комплексне», унчченхи «Родина» кинотеатр çуртне, Наци музейне, тата çавăн пекех муниципаллă йĕркеленÿсенчи чылай объекта реконструкци туса çĕнетмелле.

Паллах, Роза Лизакова, ведомство ертÿçи тата отрасльшĕн яваплă пулнă май, ытларах «мĕн ыратни» çинчен чарăнса тăнă.

Министр шухăшĕсене тĕпрен ырласа: «Роза Михайловна мĕншĕн реконструкци, юсав çинчен каланине ăша хывса» Алла Леонидовна çапах та çакна тепĕр хут аса илтернĕ: «Эпир хатĕрлекен Программа пирĕн тĕллевсенчен килет, — тенĕ вăл,— çамрăксем республикăран тухса ан кайччăр, туризм аталантăр, çынсем хăйсем Чăваш Енре пурăннипе мăнаçланма пултарччăр. Эпир хамăр мĕн тунине тата камшăн тăрăшнине ăнланма тивĕç».

Уйрăм ĕçсем çинчен манмасăр чи кирлине уйăрса илме пĕлни, хамăрăн вăй-халпа хăватсене, тĕп çул-йĕрсене пурнăçа кĕртме мобилизацилени — кирек епле программăна та, стратегиллине вара уйрăмах, пурнăçламалли чи кирлĕ услови пулса тăрать. Çакăн çинчен Правительствăн тĕрлĕ канашлăвĕсенче Чăваш Ен руководителĕ О. Николаев пĕрре кăна мар каланă. Çавăнпа Алла Салаева Программăна тивĕçтерсе конкретлă задачăсем лартни Олег Николаев ыйтнисемпе килĕшсе тăрать.

«Культура», «Творческие люди», «Цифровая культура» наци проекчĕсем пĕр программăпа килĕшсе тăрсан питех те лайăх пулмалла - палăртнă Алла Леонидовна. Çакă çын пурнăçĕн пахалăхне тÿрремĕнех пырса тивет. Тĕрĕссипе ку вăл çынна туртакан вырăнсем — библиотекăсем, театрсем, музейсем. Шăпах вĕсем тавра хăтлăхлă пулмалла. Çакăн пек пулсан кăна эпир мĕн палăртнине пурнăçлăпăр. «Пирĕн Чăваш Енре пурăнас килет, мĕншĕн тесен кунта хăтлă та экологи енчен таса» - тесе калĕç вара çынсем.

Унăн сăмахĕпе, хула агломерацийĕсем пĕчĕккĕн пĕтсе пыраççĕ. Çакă ытларах коронавирус эпидемийĕ вăхăтĕнче курăмлă палăрчĕ. Çапла вара ытти регионсем хушшинче Чăваш Енĕн пурăнмалли комфортлă хутлăх ята илме пултарас шанчăк çуралать.

Алла Салаева каланă пек культура, кăмăл-туйăм, япаласен пĕлтерĕшĕсем, библиотекăсен, театрсен, музейсен пахалăхлă продукчĕсем пулмасан ку шанчăка та çухатма пулать, вĕсем вырăнне вара чунри чухăнлăх тăрса юлать.

А.КРЯЖИНОВ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика