Регионăн пилĕкçуллăхри экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвĕн стратеги­йĕн проектне сÿтсе явнă май ирттернĕ ларусенче «Регионсен аталанăвĕн Пĕтĕм тĕнчери центрĕ» ХАО генеральнăй директорĕ Игорь Меламед программăна туса хатĕрлекен экспертсене мар, ытларах сĕнÿ-канаш паракансене мухтанă.

Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ аталану программине хак пама та çăмăлах мар. Тĕрĕссипе, Чăваш Ен истори­йĕнче пуçласа экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне истори, çутçанталăк, демографи, социокультура уйрăмлăхĕсене шута илсе тарăннăн тишкерÿ тунă. Программăн хаклăхĕ «ыратакан вырăнсене» тупса палăртнинче кăна мар, вĕсене епле «сиплемеллине» кăтартса панинче те.

Çакă июнĕн 24-мĕшĕнче оперăпа балет театрĕнче иртнĕ Экономикăн Аслă канашĕн ларăвĕнче те туллин çирĕпленчĕ.

Игорь Меламед хăйĕн тĕп докладĕнче программăн аналитикăлла пайне уçăмлăн та ăнланмалла уçса панă: «Пирĕн чи малтан çак ыйтăвăн хуравне те тупмалла: «Хăçан пирĕн республика аталанăвăн тĕрĕс çулĕнчен пăрăннă тата ку мĕнре палăрнă?» Ку сăмахсем Олег Николаев малтан Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ пулнă чухнех каланă шухăшсемпех пĕр килет: «Объективлă тишкерÿсĕр Чăваш Ен аталанă­вĕн стратеги планĕсем еплерех пурнăçланнине хак пама йывăртарах. Мĕн-ха вăл стратегиллĕ планлани? Ансат чĕлхепе каласан, ку вăл 3 тĕп ыйтăва хуравлани «Ку таранччен мĕн тунă? Паян эпир ăçта? Ыранхи тĕллевсем еплерех? 1997 çулхи статистика даннăйĕсем тăрăх, экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсем /ВРП\ Раççейпе Чăваш Енĕн вăтамран пĕр пекрех пулнă. Урăхла каласан, республика çĕршывпа танах аталаннă. Унтан каялла чакма пуçланă. Тепĕр 10 çултан Чăваш Енĕн ВРП кăтартăвĕсем Раççейринчен самаях чакнă /Раççейре — 178, Чăваш Енре — 156 процент пулнă\. Çапах та ку республикăшăн хăрушах пулман-ха. Чи хăрушши вара тепĕр 10 çултан пуçланнă. 2008 çулхи кризис хыççăн Чăваш Ен ниепле те ура çине çирĕп тăраймарĕ. Ĕненме те йывăр, пирĕн республика 2018 çулта ВРП аталанăвĕн ÿсĕмĕпе 2007 çулхи шайрах юлнă. Çавна май хальхи вăхăтра судпа айăпланнă, унч­чен ЧР экономика министрĕ пулнă Владимир Аврелькин каланă сăмахсем аса килеççĕ: «Эпир япăх ĕçлемен, анчах кÿршĕсем чылай мала кайрĕç!»

Кунашкал комплиментсем калакан министрăн шухăшне тавçăрма йывăр, енчен вăл хăйĕн ĕçĕ-хĕлне кăштах та пулса тишкерÿллĕ пăхнă пулсан, пуçне икĕ алăпах ярса тытнă пулĕччĕ. Сăлтавĕ те пур. Çапла, 2008 çулпа танлаштарсан, экономикăн пĕтĕм кăтартăвĕсем япăхланнă: ĕç тухăçлăхĕ, бюджет тÿлевĕсем, экономикăри инвестицисем, аталану çĕнĕлĕхĕсем — пĕр сăмахпа каласан, ăçта пăх, унта «савăл». Çаксем пурте халăх пурнăç шайĕнче палăрнă.

Халăх пурнăçĕн пĕтĕмĕшле кăтартăвĕсем тăрăх Чăваш Ен 2012 çулта 32-мĕш вырăнта пулнă пулсан, тепĕр 7 çултан 44-мĕш вырăна анса ларнă.

Маларахри статьясенче палăрт­нăччĕ, Чăваш Енĕн промышленноçĕнче, тĕрĕсрех каласан, ĕçлесе хатĕрлекен промышленноçăн шайĕ Раççейĕн вăтам кăтартăвĕнчен самай пысăкрах /Чăваш Енре — 29, Раççейре — 9 процент\.

Савăнмалла пек, анчах ку тĕлĕш­рен кăмăла хуçаканни тупăннă. Ÿсĕ­мĕн кăтартăвĕн графикне пăхсан, куçа тÿрех аталану аялалла чакни курăнать. 1990 çулсенчи статистика кăтартăвĕнчен çакă курăнать, 2008 çулхи кризис хыççăн Раççейĕпе промышленноç продукцийĕн калăпăшĕ вăтамран 29 процент чакнă пулсан, Чăваш Енре — 41 процент. Ун хыççăн экономика ураланма пуçланă. 2019 çулта Раççейри промышленноç аталанăвĕн кăтартăвĕн ÿсĕмĕ 1990 çулхипе танлашнă пулсан, Чăваш Енре вара 69 процент кăна пулнă. Ытти регионсенче промышленноçа аталанма мĕн пулăшнă-ши? Чи малтанах, шалти резервсемпе туллин усă курни, производство хăватне ÿстерни, çĕнĕ технологисене ĕçе кĕртни, тата вĕсемпе усă курни, инвестицисене явăçтарни. Шел те, Чăваш Енĕн çаксенчен нихăшĕнпе те мухтанмаллиех пулаймарĕ, пĕр сăмахпа каласан, иртнĕ вунăçуллăхра аталану пулаймарĕ.

Логикăпа килĕшÿллĕн ыйту çуралать: «Промышленноçри лару-тăрăва лайăхлатас тесен мĕн тумалла-ха? Ăна аталану çулĕ çине илсе тухма шанăç пур-и?»

Çак ыйту çине Программа тивĕçлĕ хурав парать. Çапла мероприятисен планне хатĕрленĕ, е урăхла каласан, промышленноç комплексĕн тĕп аталану ыйтăвĕсене татса памалли çул-йĕр картине. Унта организацилекен, нормăлакан, пĕтĕмĕшле пĕр тытăма пуçтаракан 59 тĕрлĕ мероприяти çинчен тĕплĕн çырса кăтартнă. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри пĕтĕмĕшле экономика енĕпе палăраççĕ, ытти плансемпе тата мероприятисемпе çыхăнса тăраççĕ, пурте пĕрле пĕр пĕрлĕхре. Паллă ĕнтĕ, вĕсене пурнăçласси федераллă министерствăсемпе тата ведомствăсемпе тачă çыхăнса тăрать. Программăра çак саманта та палăрт­нă. Унта Олег Николаев хутшăннипе кăна пурнăçланма пултаракан программăсемпе проектсене уйрăммăн палăртнă. Программа ĕçне çапла хутшăнни ăна контроль тума кăна мар, федераллă тата наци программисене хамăрăн шухăшсене те кĕртме май парать, çавăн пекех тĕп влаç органĕсемпе пĕр чĕлхе тупса республика интересĕсене хÿтĕлеме те. Олег Николаев вара ку енĕпе пултаратех.

Мĕн сĕнеççĕ-ха промышленноç сферинчи аталану Программине хатĕрлекенсем? Вĕсен «рецепчĕ» универсаллă. Чăваш Ен валли кăна мар, ытти регионсем валли те юрăхлă.

Чи малтанах, Раççейри тавар туса илекенсем валли продукцие сертификацилессипе çыхăннă тăкаксене чакарасси. Практика кăтартнă тăрăх, юлашки çулсенче Правительство мерăсем йышăннине пăхмасăрах, рынокра тавара мала яма чаракан тĕп йывăрлăх ку вăл продукцие сертификацилессипе çыхăннă йывăрлăхсем: документсене хатĕрленĕ чухне нумай вăхăт иртет, бюрократи чăрмавĕсем, унсăр пуçне сахал мар тăкаксем.

Иккĕмĕшĕнчен, СССР-ăн малтанхи республикисем хушшинчи коопераци çыхăнăвĕсем анлăланнă пирки Еврази экономика канашĕн таможня чикки урлă каçаракан промышленноç продукцине контроллекен пĕрлехи тытăм питĕ кирлĕ пулса тухнă. Шăпах çакăн пирки каланă та Программăна сÿтсе явакансенчен пĕри — «Сеспель» акционерсен хупă обществин директорĕ Владимир Бакшаев. Икĕ çул каяллах предприятире Олег Николаевпа тĕл пулнă май вăл Беларуссинчен лизинг мелĕпе пирĕн çĕршыва усă курнă, Раççейре сертификацилемен тата çынсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан транспорт техникине кÿрсе килнипе кăмăлсăрланнине пĕлтернĕ.

Çак ыйтупа пĕрлех тата тепĕр ыйтăва та татса памалли çинчен калаççĕ Программăна туса хатĕрлекенсем. Кунта сăмах ют çĕршывран илсе килекен оборудованишĕн, енчен те унăн аналогне Раççей предпринимателĕсем те туса кăлараççĕ пулсан, ятарлă номенклатурăпа пошлина тÿлеттерессине вăя кĕртесси çинчен пырать. Анчах та Раççейре туса кăларман импорт таварĕсем тĕлĕшĕпе мĕнле пулмалла-ха? Вĕсен тĕлĕшĕпе пачах таможня пошлинине чакарма сĕнеççĕ, анчах та пур таварсемшĕн мар, импорт вырăнне туса кăларакан продукцине туса хатĕрлемелли уйрăм япаласемшĕн кăна.

Пĕтĕмĕшле, Программăра палăртнă проектсене пурнăçласси 14 муниципалитетри 73 промышленноç предприятине тÿрремĕнех пырса тивет. Паллах, çак тĕллевсене пурнăçа кĕртмешкĕн укçа-тенкĕ нумай кирлĕ. Апла пулин те Программăна туса хатĕрлекенсем çак ыйтăва та тарăннăн тишкерсе укçа-тенкĕпе тивĕçтерессине те çырса хатĕрленĕ.

/Малалли пулать/

А.Кряжинов.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика