Пилĕк-ултă çул каялла кăна-ха Раççей экономикине цифрăласси çинчен IT-технологи специалисчĕсем çеç калаçнă. Анчах ĕнер кăна пурнăçланми тĕллев пек шутланнăскер, паян вăл çирĕппĕн пурнăçа кĕрсе пырать. РФ Правительстви «Раççей Федерацийĕн цифра экономики» наци программине йĕркеленĕ, çавăнтан пуçласа экономикăра тата социаллă сферăра цифра технологийĕсене ĕçе кĕртессине тивĕçтерес енĕпе анлăн ĕçлеме тытăннă.
Паллă ĕнтĕ, Чăваш Ен экономика аталанăвĕн çак стратегиллĕ çул-йĕрĕнчен айккинче тăма пултарайман. Çавăнпа Чăваш Республикин экономикăпа социаллă пурнăçĕн комплекслă программине туса хатĕрленĕ чухне ку ыйтăва уйрăм тимлĕхе хунă. Республика ертÿçи Олег Николаев экспертсем умне IT-технологисене аталантарассипе тивĕçлĕ задачăсем лартнă, вĕсем пурте программăра вырăн тупнă.
Программа проектне сÿтсе явнă чухне РФ Патшалăх Думин депутачĕ Анатолий Аксаков республикăра информаци технологийĕсен хăвачĕсем пысăк пулнине палăртнă тата унпа регион экономикине вăйлатас ĕçре анлăн усă курма чĕнсе каланă. Унăн шухăшĕпе çакна вырăнти майсемпе тата IT-технологисене пурнăçа кĕртессипе ĕçлекен «Яндекса», «Ростеха» тата Раççейри ытти пысăк компанисене явăçтарса пурнăçлама пулать. «Аталану çул-йĕрне суйласа илнĕ. Халĕ чи кирли конкретлă ĕçсен программине, хăйне майлă çул-йĕр карттине, туса хатĕрлемелле», — палăртнă Анатолий Аксаков.
Чăваш Республикин Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн Михаил Анисимовăн шухăшĕпе информаци технологийĕсене ĕçе кĕртни хăйех экономикăна цифрăлани тесе шутлама май парать, çавăнпа вăл паянхи кун уйрăмах актуаллă пулса тăнă тĕп тĕллеве — управлени органĕсене тата муниципалитетсене информатизацилессине кăтартса панă.
Анчах ăна мĕнле пурнăçламалла-ха? Ку ыйту çине Михаил Анисимов уçăмлă хурав панă: производствăн пысăк технологиллĕ отраслĕсенче çыхăну инфраструктурине аталантарса, тивĕçлĕ специальноçсемпе кадрсем хатĕрлесе, отрасльсем хушшинчи проекта пурнăçа кĕртсе, малта пыракан информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртекен предприятисемпе компанисене хавхалантармалли механизмпа усă курса.
Михаил Анисимов республикăра Интернет сетьне сарассипе, мобильнăй çыхăнăва аталантарассипе ĕçлекен компанисене налук тÿлессипе çăмăллăхсем пама сĕннĕ. Ку вăл асăннă пулăшусемпе пур ФАП тата социаллă пĕлтерĕшлĕ ытти объектсем те, çавăн пекех чи инçетри вырăнсенче пурăнакансем те усă курма пултарччăр тесе кирлĕ. Çав тĕллевпе татах та çыхăну узелĕн базисем, вышкăсем, ытти объектсем тумалла. «Анчах ку ĕçсем пысăк тăкаксемпе çыхăннă, çавăнпа Правительство енчен пулăшу кирлĕ», — тенĕ министр.
Тĕслĕх вырăнне Михаил Анисимов кÿршĕллĕ Чĕмпĕр облаçне илсе кăтартнă, унта, министр шучĕпе, цифрăланин шайĕ питĕ пысăк, кÿршĕсем çакнашкал çитĕнĕве IT-отраслĕн предприятийĕсене хăтлă условисем туса парса тума пултарнă.
Михаил Анисимов çĕнĕ шухăшсене пурнăçа кĕртессипе тăрăшакан компанисене грантсем уйăрмалли механизм урлă пулăшу парас ыйтăва питĕ тĕрĕс çĕкленĕ. Юлашки вăхăтчен экономикăна цифрăласси шăпах çакăн пек идея шутланнă та. Анчах халĕ çĕнĕ стартапсем те, тĕслĕхрен, дистанциллĕ управлениллĕ «Трактор завочĕсем» концернăн производство лаптăкĕсенче промышленность техники кăларакан хăватсем те хăйсене палăртаççĕ.
Пилотлă мар кун пек тракторсем туса кăларни иртĕнни мар, пурнăç ыйтни, кун йышши тракторсемпе тĕнчери малта пыракан компанисем тахçанах усă кураççĕ. Кун пек машинăсем машинист-операторсен пурнăçне хăрушлăха кĕртсе ÿкерекен, уйрăмах çитме йывăр вырăнсенче, карьерсенче ĕçлеме кирлĕ.
Кун пек стартапсенчен пĕри «Исерв» тулли мар яваплă общество пулма пултаратчĕ. Программăна сÿтсе явма унăн генеральнăй директорĕ Владимир Лидерман хутшăннă, çавăн пекех вăл «Чăваш Республикинчи IT-кластер» информаци технологисене аталантарма пулăшу кÿрекен Ассоциацийĕн председателĕ те. Владимир Лидерман шухăшĕпе Чăваш Енре информаци технологийĕсене аталантармалли потенциал та пуррине палăртнă. Анчах та ăна пурнăçа кĕртме йĕркелесе пыракан пĕрлĕхлĕ орган - Компетенци центрĕ туса хумалла. Вăл, Владимир Викторович палăртнă тăрăх, «витĕр курăнакан бизнес-проектсене тума, пур даннăйсене те пуçтарма кирлĕ... Пĕрлĕхлĕ центр пулмасан, укçана усăсăр тăкаклани кăна пулать».
Сÿтсе явакан çĕре компанисен представителĕсем, хальхи информаци технологийĕсене пурнăçа кĕртессипе вăйлă ĕçлекенсем хутшăннă. Çавăнпа та вĕсен калаçăвĕ ытларах наука терминĕсемпе çыхăннă, хальлĕхе вĕсем ахаль çынсемшĕн питех ăнланмалла мар: софт /программа\, хакатон /форум, унта программăпа тивĕçтерекен тĕрлĕ облаçсенчи специалистсем пĕрле мĕнле те пулин ыйтăва вăхăтпа килĕшÿллĕн пăхса тухаççĕ\ тата ытти те. Енчен те вĕсен терминологисемпе çыхăннă калаçăвне пăхмасан, ку сферăри сăн çапла курăнать.
Хальлĕхе республикăра нумай компани çĕнĕ йышши информаци технологийĕсене вăя кĕртессипе программăсем туса хатĕрлекенсен тулли штачĕпе уйрăмшарăн ĕçлеççĕ. Çавăнпа та пурнăç пĕрлĕхлĕ вăйлă центр туса хума ыйтать. Ăна пур компанине те пĕрлештерсе тăракан Компетенци центрĕ тесе калама май пултăр. Урăхла каласан, çак центр хăйне майлă ĕçе пурнăçлакан, производство предприятийĕсем, предпринимательсем, ĕç тăвакан тата муниципаллă влаç органĕсем, бюджетлă организацисемпе ытти ведомствăсем вара — заказчиксем. Калăпăр, ял хуçалăх таварĕ туса илекен пĕр-пĕр предприятине Чăваш Енри, Раççейри хальхи çутçанталăк условийĕсене, шалти тата тĕнчери рынок лару-тăрăвне шута илсе продукци производствипе ăна сутасси мĕн чухлĕ тухăç пама пултарнине палăртакан программа васкавлă кирлĕ пулса тухма пултарать. Предприяти Компетенцисен центрне заявка парать, вăл вара ăна кирлĕ программăпа тивĕçтерет. Аграри ăна ĕçлеттерсе янă май хăш культурăна ÿстерме çĕр ытларах кирлине, тырра вырса илнĕ хыççăн сутмалла е кăштах тăхтамаллине шутлама пуçлать. Хальлĕхе çакă пулассăн туйăнмасть. Апла пулин те виçĕ çул каялла кам шутланă-ха Чăваш Енри аякри ялта пурăнакан онлайн-касса урлă, калăпăр хĕрне çуралнă кунпа, туххăмрах укçа куçарса пама пултарасса? Тĕрĕс палăртнă Анатолий Аксаков: «IT-технологисем пире IT-технологисем валли кăна кирлĕ мар. Унăн чăнах та Чăваш Енĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн конкретлă тĕллевĕсемпе планĕсене пурнăçлакан тухăçлă инструмент пулмалла».
Чăваш Ен Правительствин вице-премьерĕ Алла Салаева çак шухăшпа килĕшнине палăртса шкул ачисем дистанци мелĕпе вĕреннĕ тапхăрта сиксе тухнă йывăрлăхсем çине тимлĕх уйăрмаллине каланă. Чылай педагог дистанци мелĕпе вĕрентмелли ансат мелсемпе те усă курма пултарайманни палăрнă.
Çапах та камăн, тĕрĕсрех каласан, хăш ведомствăн ĕçлемелле-ха çĕнĕ йышши информаци технологийĕсене ĕçе кĕртессипе? Тÿрех хуравĕ те çуралать: «Паллах, Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин, ячĕ хăйех çакăн çинчен калать вĕт». Анчах та кунта ансатах мар. Министерство — ĕç тăвакан влаç органĕ кăна, ку вăл информаци кластерĕн пайĕ те, IT-компани те мар. Çавăнпа та ларăва хутшăнакансем пурте пĕр шухăшлă пулнă: «Чăваш Ене Компетенци центрĕ кирлĕ».
/Малалли пулать/.
А.КРЯЖИНОВ.