UC2014-мĕш çулта Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулти 11Б класран 22 ача вĕренсе тухрĕ. Вĕсенчен тăваттăшĕ /Т.Ларионова, Н.Афиногенов, В.Степанова, Ю.Михеева/ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине илме тивĕç пулчĕç, пиллĕкĕшĕ шкула ылтăн медальпе вĕренсе пĕтерме пултарчĕç.

Инженер класĕнче вĕреннине шута илсе ачасенчен чылайăшĕ И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчи техника факультечĕсене вĕренме кĕчĕ. Хастар каччăсемпе хĕрсем Вăрмар шкулĕн чысне университетра та çĕре ÿкермерĕç. Лайăх паллăсемпе вĕренсе пычĕç, обществăлла ĕçсене, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса хăйсене лайăх енчен çеç кăтартрĕç.

Нумаях пулмасть çамрăксем алла диплом илчĕç. Юлия Михеева, Татьяна Ларионова, Павел Иванов, Мария Иванова, Екатерина Саминова, Виктория Степанова вара университетран хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухрĕç. Юлия Михеева Чăваш патшалăх университечĕн çĕр чи лайăх студентсен йышне кĕме пултарчĕ.

Мал ĕмĕтлĕ хастар çамрăксене яланах малти ретре пулма ырă сунатпăр. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсем пурнăçланса пыччăр вĕсен.

Е.Ларионова, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулти класс ертÿçи пулнă вĕрентекен.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика