Мирлĕ пурнăçран хакли çук

 068 1Чăваш Ен Пуçлăхĕн Хушăвĕпе 2021 çула республикăра Сăр тата Хусан хÿ­тĕлев чиккисене чавакансен ĕç паттăрлăхне халалланă çулталăк тесе йышăннă. Халĕ ку тĕлĕшпе республикăра, районта тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Шкул­сенче хальхи вăхăтра Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене тума хутшăннă çынсен паттăрлăхне халалласа уçă уроксем, паттăрлăх сехечĕсем, куравсем тата ытти мероприятисем иртеççĕ. Нумаях пулмасть пур çĕрте те "Строителям безмолвных рубежей..." ятлă асăну акцийĕ пулчĕ.

Çак кунсенче, акă, районти Ача-пăча пултарулăх çуртĕнче творчествăлла ĕçсен «Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисен паттăрла страницисем» район шайĕнчи конкурсăн çĕнтерÿçисемпе призерĕсене чысларĕç. Конкурс 2020 çулхи ноябрь уйă­хĕнчен пуçласа 2021 çулхи февраль уйăхĕччен пынă. Ăна вĕренекенсенче патриотлăх туйăмне аталантарас, Тăван çĕршыва, тăван тăрăха, çемьене юратма, хисеплеме хăнăхтарас, Аслă Отечественнăй вăрçăн историйĕпе кăсăклантарас тĕллевпе йĕркеленĕ. Конкурса районти вĕрентÿ организацийĕсенчи вĕренекенсем тата педагогсем йышлăн хутшăннă. Сăр тата Хусан хÿтĕлев чиккисене чавакансен ĕç паттăрлăхне халалласа мĕнле кăна ĕçсем пурнăçламан вĕсем: лэпбуксем тунă, вăрçă вăхăтĕнчи техникăн, тĕрлĕ монументсен, стелăсен макечĕсене хатĕрленĕ, ÿкерчĕксем ÿкернĕ, тĕпчев ĕçĕсем туса ирттернĕ тата ытти те.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене — 11 педагога тата 33 вĕренекене — район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Иванова, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Раççей Геройĕ Е.Борисов наградăларĕç. Мала тухнисем Дипломсене, хаклă парнесене тивĕçрĕç.

Раççей Геройĕ Е.Борисов хăйĕн пурнăçĕпе, çарти служба мĕнле иртнипе паллаштарчĕ. «Раççей Федерацийĕн Геройĕ» ята тата «Ылтăн çăлтăр» медале вăл Чечен вăрçинче хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн РФ Президенчĕн 2000 çулхи февралĕн 21-мĕшĕнчи Хушăвĕпе килĕшÿллĕн тивĕçнĕ. Пухăннисем Евгений Германович каласа панине куççуль витĕр итлерĕç. Çак тĕлпулу ачасемшĕн усăллă пулчĕ, вĕсем мирлĕ пурнăçран, пурте туслă пурăннинчен хакли çук тесе пĕтĕмлет­рĕç.

Фильм ÿкернĕ çĕре хутшăннă

 068 2Март уйăхĕн вĕçĕнче пĕрремĕш наци киностудийĕ «Чă­вашкино» Сăр тата Хусан чиккисене чавма пуçланăранпа 80 çул çитнине халалласа фильм ÿкернĕ. Унăн ячĕ — «Идти на окопы». Фильмра хÿтĕлев чиккисене чавма хутшăннă ахаль çынсен пурнăçĕ сăнланĕ.

Нумай массовкăллă сценăна ÿкерме ятарласа окопсем, танксене чармалли сарлака канавсем чавнă. Фильмра ÿкерĕнме республикăн тĕрлĕ районĕсенчи культура ĕçченĕсем хутшăннă, çав шутра пирĕн ентешсем те — вăрмарсем /ÿкерчĕк çинче/. Фильм продюсерĕ Ю.Спиридонов вĕсене пурне те тав тунă. Фильм ÿкернĕ çĕрте çавăн пекех ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ С.Каликова тата унăн заместителĕ Г.Богуславский, республикăри хĕрарăмсен Канашĕн председателĕ Н.Николаева, ЧР цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕн заместителĕ Ю.Стройкова тата ыттисем те пулнă.

Вăрмар районĕнчи культура ĕçченĕсем Сăр тата Хусан чиккисене чавма пуçланăранпа 80 çул çитнине халалланă фильма ÿкернĕ çĕре хутшăнма май килнишĕн савăннине, мăнаçланнине палăртаççĕ. Çак фильм — çĕршыв, республика историне çутатса парĕ, мирлĕ пурнăçшăн хăйсене шеллемен çынсен паттăрлăхĕпе паллаштарĕ.

«Чĕмсĕр чикĕсем» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика