Икĕ Марийăн кун-çулĕ

Пирĕн мирлĕ çĕршыв çине фашистсем ирсĕррĕн тапăнсан, малалла сĕмсĕррĕн талпăнса пынине кура Патшалăх оборона комитечĕ октябрь уйăхĕн 16-мĕшĕнче Атăл юханшывĕн икĕ енĕпе те хÿтĕлев чиккисем тума йышăну кăларнă.

Безимени 1Чăваш Республикинче харă­сах икĕ хÿтлĕх линийĕ тума пуçланă. Сăр ячĕлли — Сăр шывĕн тăрăхĕпе Хĕрлĕ Чутай, Етĕрне, Улатăр районĕсем витĕр тăсăлнă, Хусан юппи Атăл хĕрринчи Звенигово затонĕнчен пуçланса Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Вăрмар районĕнчи Кинчер, Чупай, Энĕшпуç, Арапуç ялĕсен хĕррипе Тăвай еннелле выртнă. Тăшман танкĕсем каçса каймалла мар сарлака та тарăн котловансем чавмалла, блиндажсемпе дзотсем туса хăвармалла пулнă, тăшман çывхарас пулсан çивĕч çапăçу пулассине халăх ăнланнă. Хусан ячĕллĕ хÿтлĕх чиккине чавнă çĕрте кунне-çĕрне пĕлмесĕр ĕçленĕ çулăм чĕреллĕ хастар чăваш хĕрарăмĕсен — икĕ Марийăн пурнăçĕпе кун-çулне сăнласа кăтартни питĕ вырăнлă пулĕ.

Мария Николаевна Николаева, Арапуç ялĕнче 1926 çулта çуралнăскер, вăрçă пуçланнă çул 16 та тултарайман. Çĕршыв чĕнет пулсан каймалла, çар дисциплини çирĕп пулнă. Шартлама сивĕре ытти ял çыннисемпе пĕрле алла кĕреçе, лум тытса кашни кун окоп чавнă. Ирех тăрса ĕçе кайнă, киле тĕттĕмленсен çеç таврăннă. Хулăн тумтир çитмен, урара çăпата пулнă. Шăннă çĕре катрамĕ-катрамĕпе хирсе кăларса çăпата та часах юрăхсăра тухнă. Вутă пулсан кă­вайт чĕртсе ăшăннă, ытларах çунтарсан çĕр те ăшăнса ирĕлнĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе çар строителĕсемпе прорабĕсем йĕркелесе пынă, тĕрĕслесех тăнă. Темле тертлĕ пулсан та Аслă Турă хăвачĕпе чăтăмлăх çитерет çамрăк хĕрача. Унпа пĕрлех хăйсен тăванĕ Елизавета Петровна Петрова та çÿренĕ, вăл пĕр çул кĕçĕнрех пулсан та ыттисенчен кая юлман. «Виçĕ уйăх ытла шăн çĕре катса Мариян аллисем те тытайми пулнăччĕ. Чавса кăларнă тăпрана тасатса наçилк­касемпе çĕклесе урăх вырăна кайса тăкнă. Тепĕр чух çĕрле киле таврăнсан, чунĕ хурланнипе-ши, выртса макăратчĕ», — тесе каласа кăтартать халĕ 87 çулхи йăмăкĕ Елена. Вăл 1941 çулта 7 çулхи хĕрача пулнă. Ун чухнехи синкерлĕ пурнăçа лайăхах астăвать, паллăрах пулăмсене манман. Килте те савăнмалли нимех те пулман. Пиччĕшĕ Алексей Николаевич пысăк тавракурăмлă, ăслă-тăнлă çын пулнипе палăрса тăнă. Пинер ялĕнче учительте ĕçленĕ вăхăтра вăрçа илсе кайнă. Вăрçă хирĕнче офицер -танкист пулса çапăçать, анчах та киле таврăнаймасть, паттăрла пуçне хурать. Мĕнле чăт­нă-ши юлнă тăванĕсем? Çакна вара кам курса-тÿссе ирттернĕ — çав кăна пĕлет-тĕр. Этем пурнăçĕ мĕн авалтанах хура-шурă тĕссемпе тĕрленсе пынине пурте лайăх ăнланатпăр. Пурнăçĕ Мария Николаевнăн вăрçă хыççăн та çăмăллăн пулман. Ял ачипе Николайпа çемье çавăрсан Алевтина ятлă хĕрача çуралать. Ăна пăхса çитĕнтернĕ. Хăй Хусан чукун çулĕ çинче 25 çул ытла ĕçлет. Тивĕçлĕ канăва тухсан тă­ван ялĕнче пурăнать, 2010 çулта çут тĕнчерен уйрăлса каять. Халĕ унăн мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем ялта, Шупашкарта, Мускавра пурăнаççĕ. Сывлăхне шеллемесĕр ĕçленĕшĕн Мария Николаевна патшалăх наградисене — «Ĕçпе тыл ветеранĕ» ята, «Ĕçри хастарлăхшăн», Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей медалĕсене — тивĕçет.

Безимени 2Вăрçăн асаплă кунĕсене чăтса ирттернĕ Мария Матвеевна Матвеева Тикаш ялĕнче çуралнă. Ун чухнехи вăхăтра кун-çул урапине тикĕс çулпа чупма шăпан çырма майĕ те пулман пулĕ. 1921 çулхи выçлăха чăтса ирттерет. Колхозсем чăмăртансан уй-хирте авăнать, çурлапа тырă вырать, авăн çапать, вăрман турттарать. Тăлăха юлнă икĕ шăллĕне пăхса çитĕнтерет.

1941 çулхи кĕркунне окоп чавма илсе каяççĕ. Ял халăхĕпе пĕрле Хусан хÿтĕлев чиккинче тарăн траншейăсем чаваççĕ. Тăшмана чарса лартмалла, малалла ирттермелле мар. Шартлама сивĕ тăнипе çĕр сийĕ пĕр метра яхăн шăннă. Танксем каçмалла мар сарлака, икĕ метр ытла тарăнăш котловансем чавма ытла та терт-нушаллă пулнă.

Ун чухне Мария Матвеевнăн шăллĕ Иван, Киев хули çывăхĕнче çар хĕсметĕнче тăнăскер, вăрçăн малтанхи кунĕсенчех хаяр çапăçусене кĕрет. Кĕркунне çитсен фронтран хура хыпар çитет: шăллĕ хыпарсăр çухалнă. Кайран танк ăшĕн­че çунса кайни çинчен пĕлтереççĕ. Пĕртен-пĕр шанчăкĕ çуккине пĕлсен Мария Матвеевнăн куçĕ типсе курмасть. Тăшмана курайманнипе татах та вирлĕрех ĕçлеме тĕв тытать. Килĕнче никам та çук пулсан та çĕршыв хушнине пурнăçлама пĕтĕм вăй-халне парать. Ĕçлекенсене бригадăсене уйăрса кашни кун мĕн чухлĕ ĕç тумаллине норма панă. Ăна кунсеренех тултарса пынă. Ăшă тумтир, апат-çимĕç çитменни пысăк чăрмав кăларса тăратнă пулсан та никам та нăйкăшман. Фронтра татах та йывăртарах-çке. Шăла çыртса тÿснĕ. Пурнăç темле йывăр пулсан та малашлăха чĕнекен çутă ĕмĕт çиçни ĕçлеме хавхалантарнă ĕнтĕ. Пурте пĕр тĕллевпе ĕçленĕ — Çĕнтерÿшĕн.

Колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлса курман Мария Матвеевна. Тивĕçлĕ канăва тухсан та нумайччен ĕçлерĕ. Ватлăх кунĕсенчи юлашки çур çулне пирĕн патра пурăнчĕ. Сывлăхĕ хавшанăччĕ ун чухне. Анчах та пĕрре те ĕмĕр савăнăçсăрах иртсе кайрĕ тесе ÿпкелешмерĕ. Вăрçă çулĕсене мĕн­ле чăтса ирттерни çинчен ыйтсан аса илме юратмастчĕ.

«Питĕ йывăрпа пурăннă, хăш чухне çиме çăкăр та, тă­вар та çукчĕ», — тенине астă­ватăп. Эпĕ вăл кулнине, юрланине пĕрре те курман. Хĕн-­асап чулĕ чĕри варринчех хытса юлнă пулĕ. Окоп чавни çинчен те вăл каласа кăтартнисене аса илсе çыртăм. Пурăнас кăмăлĕ пурччĕ хăйĕн, анчах та йывăр чире пула 82 çултан ирт­сен пĕр çуллахи хĕвеллĕ кун куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Питĕ сăпайлăччĕ, хăйне тивĕçнĕ наградисене нихăçан та кăкăрĕ çине çакса çÿремерĕ.

Çак çÿлерех асăннă сăнарсем пин-пин тыл ĕçченĕн кун-çулне витĕмлĕн çутатса параççĕ. Вĕсем тăрăшнипе çĕршыв пĕлтерĕшлĕ пысăк калăпăшлă ĕçе вăхăтра вĕçлесе пĕтĕмлетнĕ. Каярахпа çак йывăрпа тунă сооруженисене сыхлама яваплă çынсене уйăрса лартнă. Котловансене çуркунне шыв-шуртан тасатса тăнă, хĕлле çил-тăман хĕвесрен упранă. Тăшман чаксан каярахпа вĕсем хуçалăх пурлăхне куçнă.

Çĕнтерĕве çывхартассишĕн, паянхи тăнăçлă кăвак тÿпешĕн ывăннине туймасăр вăй хунă тыл ĕçченĕсен ячĕсем халăх асĕнче упранччăр тесе политика шайĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç-хĕлне ĕмĕрлĕхех истори страницинче упраса хăварас тесе Чăваш Енре кăçалхи 2021 çула вĕсен паттăрлăхне халалланă.

М.ПРОКОПЬЕВА,

çыравçă-публицист.

«Чĕмсĕр чикĕсем» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Кăларăма проект авторĕ И.ДАНИЛОВА хатĕрленĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика