Çĕнĕ клубăн алăкĕ уçăлчĕ
Çитмĕш ялĕ Вăрмар поселокĕнчен аякра вырнаçнă ялсенчен пĕри. Маларахри вăхăтра яла çитме асфальтлă çул та пулман. Халĕ вара çулĕ те пур, автобусĕ те çÿрет. Ял хăтлăлансах пырать тесен те тĕрĕс пулĕ те ха, анчах та çутă çунман çуртсем йышланнă. Урамсем хушшинче те вакă чул сарса хытарнă. Иртнĕ кунсенче вара çак пĕчĕк ялта модульлĕ клуба торжествăлла уçрĕç. Вăл вырăнти халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе çĕршывра, республикăра тата пирĕн районта ĕçлекен программăпа килĕшÿллĕн хăпарса ларчĕ.
Ял халăхĕпе пĕрле çак савăнăçа пайлама район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, унăн заместителĕсем: В.Александров, Н.Иванова, Н.Николаев, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, унăн пирĕн районти пулăшуçи Ю.Иванов, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн А.Аксаковăн пулăшуçи А.Викторов, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ И.Аверьянов хутшăнчĕç. Халăх пурăнакан вырăна тирпей-илем, хăтлăх кĕртес енĕпе Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тăтăшах пуçтарăнса тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Ку хутĕнче вĕсем те çак ыйтупах Кĕлкеш ял тăрăхĕнче семинар-канашлу ирттерчĕç. Усăллине лайăххипе çыхăнтарчĕç - модульлĕ клуб уçнă çĕре хутшăнчĕç.
Чи малтанах Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Кузьмин саламлă сăмахсем каларĕ. Унтан район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов сăмах илсе çапла каларĕ: «Модульлĕ клуб хăпарса ларни пуриншĕн те пысăк уяв, уйрăмах Çитмĕш ял халăхĕшĕн. Кун пек клуб районĕпе те пĕрре çеç. Районти ытти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен Кĕлкеш ял тăрăхĕнчен тĕслĕх илмелли пурах. Кĕске вăхăтрах хăпарса ларнă модульлĕ клуб ялти пур ÿсĕмри çынсене те пĕр çĕре пуçтаракан вырăн пуласса шансах тăратăп. Пурне те çак историллĕ пысăк пулăм ячĕпе саламласа ырлăх-сывлăх сунатăп». Унтан Дмитрий Геннадьевичпа Олег Степанович ял хастарĕсене – пуçарулăх бюджетне активлă хутшăннисене тата ытти тĕрлĕ пулăшу кÿнисене – Михаил Григорьевич Сидорова, Юрий Валерьевич Емельянова, Олег Германович Краснова, Степан Владимирович Кузьмина, Юрийпе Михаил Григорьевич Павловсене район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав хучĕсене, Виталий Владимирович Кузьмина, Иван Григорьевич Павлова, Юрий Геннадьевич Андриянова, Михаил Геннадьевич Максимова, Стас Григорьевич Егорова, Алексей Михайлович Иванова Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн Тав хучĕсене парса хавхалантарчĕç. Пуçарулăх бюджечĕ тени вăл халăх хутшăнмасăр пурнăçланакан япала мар, çавăнпа та Олег Степанович клуб тунă çĕре хастар хутшăннисене тав сăмахĕ каларĕ, Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин чи малтан тĕслĕх кăтартнине те палăртмасăр хăвараймарĕ.
Килнĕ хăнасем пĕрин хыççăн тепри сăмах тухса каларĕç, ялта клуб уçăлнишĕн халăхпа пĕрле савăннине пĕлтерчĕç. Вăрмар хула тата ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен старости А.Петров сăмах илсе ял халăхне ăшшăн саламларĕ, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ячĕпе клубра ял çамрăкĕсене дартс, шашка, шахмат тата ытти вăйăсенче усă курмалли япаласене парнелерĕ.
40 çул ытла ялта уйрăм клуб пуласса кĕтекенсен ĕмĕчĕ тинех тулчĕ, хĕрлĕ хăйăва касса çĕнĕ клуб уçăлнине пĕлтерчĕç. Ăна уçнă çĕре хисеплĕ хăнасемпе пĕрле ялти 6 ача амăшĕ, нумай çулсем кунта клуб заведующийĕнче ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канури ĕç ветеранĕ Е.Павлова тата ялти клуб çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕн членĕ В.Григорьева хутшăнчĕç. Семинар-канашлăва хутшăннисем малалла Кĕлкеш ялĕнчи «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхне çул тытрĕç. Уяв малаллах пычĕ. Ăна хаваслăрах ирттерме районти культурăпа кану çуртĕнче вăй хуракансем нумай тăрăшрĕç. Кунти клуб системин центрĕн заведующийĕ О.Михайлова, Çитмĕш ялĕн кинĕ, мероприятине ертсе пычĕ. Районти культура çурчĕ çумĕнчи «Парне» халăх фольклор ансамблĕ уяв пуçламăшĕнченех хăйсен юррисемпе савăнтарчĕ /унăн руководителĕ Л.Волостнова\. Вĕсен ĕçне районти культура аталанăвĕн центрĕн директорĕ Л.Агеева йĕркелесе ертсе пычĕ. Кĕлкеш ял тăрăхĕнчи «Тăван Ен» ансамбль та хăйсен пултарулăхне кăтартрĕ. Малтанах ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, чăваш эстрада юрăçи Фарида юрлакан «Ытарайми хитре тăван кĕтес...» юрра Çитмĕш ялĕнче çитĕнсе Тупах ялне качча тухса çемйипе пурăнакан Л.Ванюкова /Савушкина\ шăрантарчĕ. Çитмĕш ялĕнчех пурăннă, Тупах ялне качча тухса унта тĕпленсе пурăнакан Л.Алексеева /Иванова\ сăвă каларĕ. Ушкăнпа та юрă шăрантарчĕç. Чылая тăсăлчĕ концерчĕ, унтан ял çыннисем çĕнĕ клубăн уратине чăваш ташши ташласа тĕрĕслерĕç. Пуçарулăх бюджечĕн программи аван ĕçлени палăрчĕ.
«Халăхран та нумай килет» проект ЧР Цифра аталанăвĕпе информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министерствин гранчĕпе пурнăçланать. Проект авторĕ Э.МихайловА. Кăларăма А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.