Ĕçлĕ визит
Пирĕн регионта ĕçлĕ визитпа РФ экономика аталанăвĕн министрĕ Максим Решетников пулнă. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ăна «Çĕнĕ Шупашкар» уйрăм экономика зонине кĕрекен индустри паркĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Вĕсем подстанцинче тата пулас производствăсен площадкинче пулса курнă, çавăн пекех министра уйрăм экономика зонинче хăйсен производствисене вырнаçтарма планлакан компанисен проекчĕсемпе те паллаштарнă.
«Уйрăм экономика зонисем — регионсене инвесторсене илĕртме тата хальхи йышши производствăсене хута яма пулăшакан ĕç инструменчĕ. Анчах унăн тухăçлăхĕ регион хăйĕн ĕçне мĕнле йĕркеленинчен — инфратытăма мĕнле хăвăртлăхпа хатĕрленинчен тата бизнеспа мĕнле хутшăннинчен — килет. Уйрăм экономика зонисен инфратытăмне йĕркелеме кăçал эпир регионсене 3,9 млрд тенкĕ уйăрса паратпăр. Ку укçа-тенкĕ площадкăсене хатĕрлес ĕçе хăвăртлатма тата производствăсене часрах хута яма пулăшĕ. Чăваш Енре кун пек ĕç пуçланнă та ĕнтĕ: инфратытăм хатĕр, инвесторсем пур, çĕнĕ индустри площадкине аталанма потенциал аван», — палăртнă Максим Решетников.
Медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿсет
Чăваш Республикин 2035 çулчченхи социаллă тата экономика аталанăвĕн Стратегийĕнче сывлăх сыхлавĕн аталанăвне пысăк тимлĕх уйăрнă. Документра палăртнă çул-йĕре пурнăçласа пынă май регионта медицина пулăшăвĕн пахалăхĕ ÿссе пырать. Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн тытăмне аталантармалли çул-йĕр шутĕнче — сиплев учрежденийĕсен çĕнĕ объекчĕсен строительстви, «Вăрăм тата хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн йĕркелекен мероприятисем тата ытти те. Кăçал отрасле аталантарма федераци бюджетĕнчен — 2,5 млрд тенкĕ, республика бюджетĕнчен — 1,9 млрд тенкĕ уйăрнă.
Демографи
2025 çултанпа федераллă центр регионсенче ача çуралассине ÿстерессипе çыхăннă программăсене пурнăçлама 75 млрд тенкĕ хушса уйăрать. Çав шутра Чăваш Республикине çитес виçĕ çул валли 780 млн тенкĕ уйăрса панă.
Пирĕн регионта «Чăваш Енре 2027 çулччен ача çуралассине ÿстересси тата ачаллă çемьесене пулăшасси» программăна çирĕплетнĕ. Ун шутне кĕрекен мерăсем: çут тĕнчене тин килнĕ ачасене япаласемпе тивĕçтермелли прокат пункчĕсем уçса çемьесене пулăшасси, ачасене кĕске вăхăтлăх пăхмалли ушкăнсем йĕркелесе ашшĕ-амăшне пулăшасси, нумай ачаллă çемьесенчи ачасем техникумсенче тата аслă шкулсенче тÿлевлĕ вĕренеççĕ пулсан 50% кăна тÿлеттересси, ЭКО программăн хатĕрленмелли тапхăрне тÿлевсĕр тăвасси, ача амăшĕ пулма хатĕрленекен студенткăсене 100 пин тенкĕ таран парса пĕр хутчен пулăшасси.
«Чăваш Енре 2027 çулччен ача çуралассине ÿстересси тата ачаллă çемьесене пулăшасси» программа республикăри демографине çирĕп аталантарма пулăшĕ.
Туристсен йышĕ хутшăнать
Чăваш Енре çынсене юханшыв транспорчĕпе илсе çÿресси аталанать. РФ Промышленность министерстви пулăшнипе республика регионсем хушшинчи маршрутсене çĕнĕрен вăй парать. «Валдай» карапсем иртнĕ навигаци тапхăрĕнче 500 ытла рейс пурнăçланă, 20 пине яхăн пассажира вырăна илсе çитернĕ. Вĕсен шучĕ пысăклансах пырать. Юханшыв транспорчĕпе çÿрекенсен тата Чăваш Ене килекен туристсен йышĕ çуллен хутшăнать. Юханшыв порчĕ кăçал туристсен 699 теплоходне йышăннă. Чăваш Ен тĕп хулинче 97 пин ытла хăна чарăннă.
Окоп çуртисем хатĕрлеççĕ
Раççейри Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ тата Чăваш Республикинчи Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ шайĕнче, çавăн пекех «Ăрусен диалогĕ» проект шайĕнче Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн çемьепе ачасене пулăшакан уйрăмĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксене валли окоп çуртисем хатĕрлессипе акци малалла пырать. Уйрăмри специалистсем ертсе пынипе «кĕмĕл» волонтерсем тата ачасем патриотла акцине Çĕнтерĕве шанса хутшăнаççĕ. Пурте пĕлеççĕ, окоп çуртисем салтаксемшĕн çăмăл мар условисенче пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кашни çурта — салтакăн чунне ăшăтакан ырăлăх символĕ. Акцие хутшăнакансем окоп çуртисем хатĕрленĕ май Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисемшĕн кĕл тăваççĕ. Окоп çуртисене СВОна волонтерсем урлă парса яраççĕ.
Ĕçлев хуралĕ
Çак кунсенче Чăваш Республикинчи Ĕçлев хуралĕн ведомствăсем хушшинчи комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе явнă, çав шутра организацисемпе предприятисен водителĕсен айăпĕпе пулса иртнĕ авариллĕ пулăмсене тишкернĕ. Çавăн пекех республикăри ĕçлев хуралĕн управленийĕн тытăмĕн ĕçне профсоюз кăçал мĕнле контрольленине пăхса тухнă. Регионти промышленность предприятийĕсенчи ĕçлев хуралĕ тата производствăра суранланассипе çыхăннă пулăмсем пирки калаçнă.
Финанс пĕлÿлĕхне тĕрĕсленĕ
Чăваш Енре интереслĕ мероприяти — финанс пĕлÿлĕхне тĕрĕслемелли Пĕтĕм Раççейри VIII онлайн-зачет — пулса иртнĕ. Хăйсен пĕлĕвне республикăра пурăнакан 22 пин ытла çын тĕрĕсленĕ. Вĕсенчен 82 проценчĕ заданисене ăнăçлă пурнăçланă. Онлайн-зачет çынсем финанс ыйтăвĕсене мĕнле ăнланнине тата ултавçăсен схемисене палăртма пĕлнине тĕрĕслеме пулăшнă.
Бюджета пурнăçлас ĕçе хакланă
Пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков вунă уйăхра бюджета пурнăçлас енĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ. Республика бюджечĕн тупăшĕ ÿсĕмлĕ пулнине пайăррăн палăртрĕ — 113 процент шайĕнче. Хамăрăн тупăш ÿсĕмĕ пушшех курăмлă — 122 процента яхăн. Патшалăх парăмĕ пĕчĕкленнĕ. Çакă Мускав унăн самай пысăк пайне «списать» тунипе сăлтавланнă. Çак парăм пĕтĕмпех бюджет кредичĕсенчен тăрать. Михаил Геннадьевич палăртнă тăрăх, коммерци кредичĕ илме те пулать — çапла тăвассине пăхса хăварнă, анчах халĕ унашкал кивçен кирли палăрмасть. Ун шучĕпе, укçапа çыхăннă лару-тăру çывхаракан финанс çулталăкне пуçламашкăн лайăх никĕс пулса тăрать.
Уголовлă еç пуçарнă
Чăваш Республикинче пурăнакан çын чикĕ леш енне тухса кайса тĕнчери террористла организаци шутне кĕресшĕн пулнă. Кун пирки Раççей Федерацийĕн Хăрушсăрлăх службин Чăваш Республикинчи Управленийĕ пĕлтернĕ. Ведомство даннăйĕсем тăрăх, 52 çулти арçын террористла структура представителĕсемпе мессенджерсем урлă çыхăну тытнă, вĕсене пулăшма тата вĕсен ĕçне хутшăнма кăмăл пуррине палăртнă. Арçынна çĕршывран тухса кайма хатĕрленнĕ чухне Хусан хулинчи аэропортра тытса чарнă. Ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Улталаннă, хăй те вăрă пулса тăнă
Канаш хулин хĕрарăмĕ усламшăн çуннă май инвестици хывса улталаннă кăна мар, хăй те уголовлă ĕç фигурантки пулса тăнă.
Вăл «инвестици ĕçне» пĕтĕм çемйине явăçтарнă, çийĕнчен пĕлĕшĕн укçине вăрланă. Банк карточки çинчен укçа вăрланине Канаш полицийĕ регистрациленĕ — çакă граждансем ултавçăсем хыççăн кайса мĕнешкел ăссăр утăмсем тума пултарнине çирĕплетет. Мессенджерта паллашнă менеджер ертсе пынипе тупăш тăвас çул çине тăнă хĕрарăм пĕр уйăх темле шутсем çине укçа куçарнă. Хăйĕн укçи пĕтсен ĕçе çывăх çыннисене те явăçтарнă — вĕсене кредит илтернĕ.
«Инвестпроекта» 2 миллион тенкĕ ытла хывнă ĕнтĕ, анчах менеджер тата тепĕр хут укçа куçарма ÿкĕте кĕртнĕ — çапла тусан укçана тинех пысăк тупăшпа каялла тавăрма пулать-мĕн. Хĕрарăм ăна шанса тата тепĕр утăм тунă: пĕлĕшĕн телефонĕпе усă курса унăн кредит карточкинчен тата 500 пин тенкĕ ытла куçарнă.
Çак тĕслĕхпе вырăнти шалти ĕçсен пайĕ ун пирки те уголовлă ĕç пуçарнă. Вăл инвестици хывса пысăк укçа çухатни тĕлĕшпе те тĕрĕслев пырать. Çак ĕç ăна та, тăванĕсене те услам кÿменнине, укçана каялла илейменнине чухларăр пуль...
Атăлçире иккĕмĕш
Чăваш Енри строительсем кăçалхи январь-октябрь уйăхĕсенче 54,6 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă — пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан ку 99,6 процент пулать. Пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассине ÿстернин хăвăртлăхĕпе республика Атăлçи округĕнче иккĕмĕш вырăнта. Сăмах май, кăçал Чăваш Ен 818 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута яма палăртать, вунă уйăхра çак кăтарту 679 пин тăваткал метрпа танлашнă.
Патшалăх Канашне янă çыруран
ЧР Пуçлăхĕн Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче Чăваш Енре пурăнакан кашни çыншăн пурнăç инфратытăмĕ хăтлă пултăр тесе тăрăшасси çинчен, «Пурнăç инфратытăмĕ» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн нумай ĕç пурнăçлассине палăртнă. Наци проекчĕн тĕп тĕллевĕ — 2030 çул тĕлне ялсенчи пурнăç шайне — 30, 2036 çул тĕлне 60 процент таранччен лайăхлатасси. Ăна чăна çавăрас тĕлĕшпе нумай ĕç палăртнă. Тĕслĕхрен, республикăри çул-йĕре тĕпрен çĕнетесшĕн. Федераци трассисемпе регионти çулсен 85 процентне юсасшăн. Çавăн пекех çул-йĕр хăрушсăрлăхне пăхăнассине çирĕплетесшĕн: аварисен шутне тата вĕсенче çынсем вилессине 2036 çул тĕлне икĕ хут чакарасшăн. 2025 çулта 77 çухрăм çула тĕпрен юсама палăртнă. Бюджета тÿрлетÿсем кĕртсе иккĕмĕш хут çирĕплетнĕ чухне çак тĕллевпе хушма 253 миллион тенкĕ уйăрнă. Ку нухрат регионти çулсен 40 çухрăмне йĕркене кĕртсе норматив шайне çитерме май парĕ.
Аталану программи
Республикăн социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн комплекслă программи тăрăх республика чылай енĕпе ăнăçлă ĕçлени куçкĕрет. Промышленноç производствин индексĕ 103 процентпа танлашнă. Тирпейлекен производствăсен çак кăтартăвĕ тата пысăкрах — 105 процент шайĕнче. Промышленноç предприятийĕсем 510 миллиард тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă — пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 13 процент нумайрах. Ял хуçалăхĕ ÿсĕмлĕ ĕçлет — производство индексĕ 103,3 процент шайĕнче.
Коррупци пирки
Вăрттăн мелпе пулса иртет ытларах чухне коррупци. Саккуна хирĕçлекен преступление тума пулăшакансем е тăвакансем час-часах кун пирки никама та пĕлтермеççĕ. Çак преступленисене ахаль çынсем те тăваççĕ. Хăйсен ыйтăвĕсене татса парас тесе укçа сĕнекенсем те сахал мар. Коррупцин пысăк схемисене «хура халăх» та тăрантарса тăрать. Вĕсене тупса çирĕплетме çăмăл мар. Раççейре коррупци мĕн авалтан аталаннă. Унăн çулне тăтăшах пÿлеççĕ пулин те, должноçпа усă курни, взятка илни тата коррупцин ытти тĕслĕхĕсем çав-çавах пулаççĕ. Мундир ятне яракан пулăмсене тума чарасси пирки те тимлеççĕ. Коррупци сиенне халăхăн чи малтан ăнланмалла, йĕркелĕхшĕн тимлекенсене пулăшмалла.
Психологпа тĕл пулнă
Ачана тав туйăмне мĕнле хăнăхтармалла? Çак туйăм мĕнле палăрать? Ашшĕ-амăшĕ ачишĕн лайăххине кăна тума тăрăшать пулин те мĕншĕн ача начаррине кăна асра хăварать? Çак ыйтусене Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн çемьепе ачасене пулăшакан уйрăмĕнче учрежденине кăнтăрла çÿрекен ачасен ашшĕ-амăшĕсемпе сÿтсе явнă.
Психолог палăртнă тăрăх, ачасем эгоцентризм туйăмĕпе çуралаççĕ. Ашшĕ-амăшĕ вĕсемшĕн тăрăшнине ку вăл сăмахсăрах çапла пулмалла тата уншăн тав тумалла мар тесе йышăнаççĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн ачасене хăйсен тĕслĕх кăтартса тав тума хăнăхтармалла. Хамăр çине те айккинчен пăхма пĕлмелле. Эпир хамăрăн атте-аннемĕре тав тăватпăр-и-ха? Мăшăрсене çунă савăт-сапашăн, лавккана кайса килнĕшĕн, апат хатĕрленĕшĕн тав тав сăмахĕ калатпăр-и? Ачасене ирхине вырăна тирпейленĕшĕн тав тăватпăр-и? Патшалăха тав тăватпăр-и е хамăр кăмăлсăр пулнине кăна кăтартатпăр?
Калаçу вăхăтĕнче ашшĕ-амăшĕсем интереслĕ тата усăллă информаци илнĕ. «Çакăн евĕр мероприятисем, тĕлпулусем ытларах пуласса шанатпăр, вĕсем пире ачасене тĕрĕс воспитани пама пулăшаççĕ», — тенĕ вĕсем.
О преимуществах официального трудоустройства
Многие работники, не оформленные официально, не знают, что в случае трудовых споров факт трудоустройства можно будет доказать только в суде.
При неофициальном трудоустройстве не идет трудовой стаж, не предоставляется ежегодный оплачиваемый отпуск, не оплачиваются больничные листы, «декретные». Кроме того, работник лишается социальных гарантий, связанных с сокращением, простоем, а также несчастным случаем на рабочем месте. Если произошел несчастный случай, семья погибшего не получит страховые выплаты, которые при смертельном несчастном случае составляют миллион рублей. Также при потере работы будет минимальный размер пособия по безработице.
Бывают случаи, когда работник считал, что трудоустроен официально, а на самом деле никакого оформления не было или с ним заключили договор гражданско-правового характера. При приеме на работу работнику обязаны дать второй экземпляр трудового договора, а не договора подряда, возмездного оказания услуг или гражданско-правового характера.
Если при трудоустройстве работодатель говорит, что сначала нужно немного «постажироваться», а оформление будет потом, это сразу должно насторожить. В Трудовом кодексе нет понятия стажировки перед трудоустройством. Данное слово используется только в контексте охраны труда, во всех других случаях это чревато обманом. Для этого предусмотрен испытательный срок, который устанавливается после заключения трудового договора, т.е. работник проходит испытательный срок уже будучи официально трудоустроенным.
Сервис с искусственным интеллектом
Медицинский сервис с искусственным интеллектом (ИИ), предусматривающий так называемое третье мнение, планируют апробировать в Чувашии в 2026 году. Об этом сообщил министр цифрового развития, информационной политики и массовых коммуникаций Чувашской Республики Михаил Степанов.
«Очень серьезное направление в части развития сервисов с искусственным интеллектом предусмотрено по линии Минздрава. Это третье мнение при выполнении обследования, распознавании снимков. Планируем начать в следующем году», - отметил Степанов. По его словам, доступ к сервису, который создадут в закрытом контуре, будут иметь врачи.
«Урок цифры» для школьников
В Чувашии стартовал бесплатный проект «Урок цифры» на тему «Дело в чате: эволюция нейросетей и цифровая безопасность», который продлится до 14 декабря. Это бесплатный урок для школьников, в котором просто и понятно эксперты объяснят, как работают технологии искусственного интеллекта и как с ними безопасно обращаться.
Участникам предстоит пройти игровой турнир, в котором они должны будут освоить генерацию текста и создать своего ИИ-помощника. Помогать разобраться в сложных вопросах будет нейросеть «Алиса AI».
Часть урока посвящена дипфейкам: распознаванию цифровых подделок и способам защиты от возможных угроз.
