Ĕçе вырнаçтарнă
«Земство культура ĕçченĕн» программи кăçал ĕçлеме тытăннă — 8 çынна ĕçе вырнаçтарнă. Яла ĕçлеме куçас кăмăллисем ытларах та пулнă — 14 çын заявка панă. Чăваш Енри ялсенче ĕçлеме пуçланисен шутĕнче Курган облаçĕнчен куçнă çамрăк та пур. Вĕсем Вăрнар, Канаш, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ округĕсенчи клубсене, искусство шкулĕсене, музее ĕçлеме вырнаçнă. Канаш тата Çĕмĕрле округĕсенче çĕнĕ çынсене пурăнмалли вырăнпа та тивĕçтернĕ.
Республика кунĕ
2026 çулта Республика кунĕн тĕп мероприятийĕсене Шупашкар хулинче тата Шупашкар округĕнче йĕркелесе ирттерĕç. Регион Правительстви мероприятие хатĕрленмелли план тăвать, муниципаллă округсем уяв шайĕнче Акатуйсем, Сапантуйсем, культурăпа спорт мероприятийĕсем ирттерĕç. Обществăлла инфратытăма аталантарма Шупашкар округне ЧР Пуçлăхĕн гранчĕпе тивĕçтерĕç.
Терроризма хирĕç
Терроризм идеологийĕпе кĕрешес ĕç республикăра тĕплĕн тата пур яваплă ведомствăсем хутшăннипе пурнăçланать. Шупашкарта вырнаçнă Халăхсен туслăхĕн çурчĕ регионта пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисене килĕшÿре пурăнма майсем туса парас енĕпе шанчăклă пулăшуçă пулса тăнă. Терроризм, экстремизм çулне, наципе тĕн курайманлăхне пÿлес тĕллевпе Халăхсен туслăхĕн çурчĕ наципе культура пĕрлешĕвĕсемпе ĕçе тухăçлă йĕркеленĕ. Сăмахран, иртнĕ кунсенче кунта ЧР терроризм профилактикин эксперт канашĕ тата регионта терроризм идеологийĕпе кĕрешес енĕпе тимлекен ĕçлĕ ушкăн 2025 çулхи итогсене сÿтсе явнă.
Машинăра наркотик тупнă
Чăваш Енре полицейскисем Пушкăрт çыннисене тытса чарнă, вĕсен автомашининче 40 килограма яхăн наркотик тупнă. Оперативлă информаци тăрăх, водитель тата пассажир Ленинград облаçĕнчи вăрттăн вырăнтан наркотиксен пысăк партине тиенĕ те Уфа хулине çул тытнă. Вĕсене Муркаш округĕнче «Атăл» М-7 трасса çинче чарнă. Автомашинăн капочĕ айĕнче, багажникре, салонра наркотик тупнă. Пушкăрт çыннисем тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă.
Çул-йĕр тата ачасем
Чăваш Республикинчи çул-йĕр çинче кăçалхи 11 уйăхра ачасем шар курнă 110 инкек пулса иртнĕ. Вĕсенче 4 ача çут тĕнчерен уйрăлнă, 121-шĕ суранланнă. Çул-йĕр çинчи инкекре шар курнă ачасенчен ытларахăшĕ çуран çынсем пулнă. Инкексем ытларах пуçламăш классенче вĕренекенсемпе çыхăннă. Çул-йĕр çинчи инкеклĕ лару-тăрăва кĕрсе ÿкнисем хушшинче арçын ачасем хĕрачасенчен 2 хут ытларах пулнă.
Тăлăх ачасене — çурт-йĕр
2026 çулта тăлăх ачасене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерме республика бюджетĕнче 1,4 млрд тенкĕ пăхса хăварнă. 2025 çулта пурĕ 452 тăлăх ача валли çурт-йĕр туянаççĕ. «Ку вăл пирĕн стратеги тĕллевне пурнăçламалли пысăк утăм — 2023 çул пуçламăшĕ тĕлне учетра тăнă 2 пин ытла тăлăх ачана 5 çул хушшинче пурне те çурт-йĕрпе тивĕçтересси. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе малалла тăсатпăр», — палăртнă ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Амăшĕсемшĕн пулăшу
Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта 1-3 çулхи ачасене кĕске вăхăт хушши — кунне 4 сехет таран — пăхмалли ушкăн ĕçлет. Ачасене социаллă сферăри психологсем йышăнса юлаççĕ, вĕсен амăшĕсене тухтăр патне, илем специалисчĕсем патне, лавккана япала туянма кайма е кăштах та пулин канса илме майсем туса параççĕ. Амăшĕсем хăйсен ĕçĕсене пурнăçланă чухне специалистсем ачасемпе вăйăсем выляççĕ, вĕсене аталантараççĕ, тавралăхпа паллаштараççĕ.
Демографи ыйтăвĕ пĕлтерĕшлĕ
Республика Правительствишĕн демографи ыйтăвĕ малти вырăнта тăрать. Регионта ача çуралассине ÿстерес, ашшĕ-амăшĕ пулма хатĕрленекенсен сывлăхне çирĕплетес тĕллевпе тĕрлĕ программăсем ĕçлеççĕ. 2025-2030 çулсенче, акă, «Амăшлăхпа ачалăх хуралĕ» программа пурнăçланать. Унăн тĕп тĕллевĕ — ачасене, ача çуратма планлакан çемьесене, амăшĕ пулма хатĕрленекен хĕрарăмсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕпе пĕр чăрмавсăр тивĕçтересси. Хĕрарăмсен çĕнĕ консультацийĕсем тата мобильлĕ комплекссем çынсене сывлăхне тĕплĕн тĕрĕслеме май параççĕ. Регионта хĕрарăмсен 11 çĕнĕ консультацийĕ уçăлнă ĕнтĕ, çав шутра Вăрмар округĕнче те.
Медицина аталанать
Чăваш Республикинче медицина аталанса пырать. Республикăри ача-пăча клиника больницин ача-пăча хирургĕсем «неонатальная хирургия» профильпе йывăр операцисем туса ирттереççĕ. Кăçалхи çул пуçланнăранпа специалистсем тĕрлĕ чирпе çуралнă 19 пепкене хăтарса хăварнă, 28 ытла операци тунă. Вĕсен пациенчĕсем — вăхăтран маларах çут тĕнчене килнĕ, 1 уйăх тултарайман ачасем.
Хăмла отраслĕ çинчен
Чăваш Республикин 2035 çулчченхи социаллă тата экономика аталанăвĕн Стратегийĕнче хăмла туса илес отраслĕн аталанăвне тимлĕх уйăрнă. Документра палăртнă тăрăх, ресурссене перекетлекен çĕнĕ йышши технологисемпе усă курса, хăмлан пысăк тухăçлă тата пахалăхлă сорчĕсен лаптăкĕсене пысăклатса хăмла производствине ÿстермелле. Пурлăхпа техника базине çирĕплетесси, наука çитĕнĕвĕсене хута ярасси, ют çĕршывсен опычĕпе усă курасси малалла пырать. Кăçал аграрисем хăмла туса илессипе плана пурнăçланă, тухăçĕ те аван. Хăмла йышăнакан лаптăксем пысăкланса пыраççĕ.
Танлаштару
Чăваш Республикин социаллă-экономикăллă аталанăвĕн комплекслă программи тăрăх тимĕртен тата йывăçран продукци туса кăларасси /гидроаккумуляторсем, алăксем, сĕтел-пукан\, çăмăл промышленноç /ятарлă ĕç тумĕсем\ тата хими промышленноçĕн /шăвармалли шлангсем\ изделийĕсем хатĕрлесси Вăрмар муниципаллă округĕн экономика аталанăвне пуринчен ытла тÿпе хывма май парать. Агропромышленноç комплексĕ /тĕш-тырă, çĕрулми, хăмла çитĕнтересси\ тирпейлекен промышленноçпа танлаштарсан сахалрах аталаннă.
