— Кама шыратăн? — манра те вăрра, те хураха курса ыйтрĕ тимĕр карта урлă кармашнă кинемей.
Эпĕ ăна питĕ лайăх палларăм: Валя аппа. Сăнĕпе чылай улшăннă пулин те ăна уйăрса илме çирĕп сасси пулăшрĕ. Вун пĕр çул пулман эпĕ тăван ялта, ăна та çавăн чухлех курман. Çав вăхăтра унăн пичĕ чылай пĕркеленнĕ, куçĕ тарса кĕнĕ, хăй кукăрăлнă, имшерленнĕ.
— Кам ачи пулатăн? — татах ыйтрĕ темĕн те пĕлессишĕн хыпса çунакан Валя аппа.
Мана уйăрса илеймерĕ курăнать. Тепĕр тесен, ăçтан паллайăн? Эпĕ халĕ ун чухнехи пек çиччĕре мар, вун саккăрта. Çитĕннĕ, тĕрекленнĕ, ав сухалăм та шăтнă.
— Мĕн чĕнместĕн? Клуххуй-им? — сассине хăпартрĕ Валя аппа.
Кÿршĕ хĕрарăмне хурав памасăр тăрас — аван мар. Чĕнме вара кăмăлăм çук. Манăн умра — нумай çул сăрă курман карта, йăтăнса анасран пĕренепе тĕкĕленĕ хапха, çĕр çумне лапчăннă йывăç пÿрт. Вăл — атте килĕ.
— Шăпана мар пулĕ те? Пĕр сăмах кала-ха хуть, — парăнмарĕ ача чухне атте хĕненĕрен чупса каçсан сĕтпе кĕлентĕр çитернĕ кинемей.
Каçхи ултă сехет хыççăн ăçтан пĕр татăк çăкăр тупасчĕ-ши тесе ăшталанса çÿренĕ вăхăтра эпĕ çав сĕтпе кĕлентĕрĕн тутине сахал мар аса илнĕ. Çапла, Валя аппа маншăн ыррине сахал мар тунă. Çулла-кĕркунне улма-çырла каçса паратчĕ, тин сунă сĕт ĕçме чĕнсе кĕртетчĕ. Апла пулсан манăн ун умĕнче парăм пур — мăн кăмăлланнăн сăмах хушмасăр тăма юрамасть.
— Калатăн-и, каламастăн-и? Параçит, — тарăхмах тытăнчĕ тахçан, вун пĕр-вун икĕ çул каялла, кĕтÿрен килне шырама каймасăр та таврăнман ĕнине çапла вăрçаканскер. Чунăма тунсăх пусса килчĕ: тăван килĕм мĕншĕн çапла кĕтсе илет-ха? Мĕн-ма манăн çемье ыттисенни пек мар?.. — Палитси чĕнме тивет иккен. Никам пурăнман кил патĕнче мĕн туса тăратăн? — пÿрт умĕнчи пахчинчен тухса ман еннелле утрĕ Валя аппа. Сăмах чĕнмесен аллинчи туйипе те сулса çапас пек туйăнчĕ. Намăс пулин те хам кам иккенне калама тиветех.
— Алюш эпĕ, — терĕм вăтанчăклăн.
— Ай, Турăçăм. Çапла çитĕнтĕн-и? Патшалăх пăрахман апла сана: мĕнле пăхаттир ÿстернĕ! — хыпаланса утса çитсе ыталарĕ кинемей. Мана кун пек тахçантанпах никам та çупăрламанччĕ. Ача çуртне парне тавраш илсе пырса паракансем ыталамасăр, пуçран чуптумасăр тăмастчĕç-ха. Анчах вĕсен ăшшине пачах туймастăм.
— Эсĕ те мана палламарăн няк. Хамăн сăн юлмарĕ те вĕт, иçмасса, — пĕр салхулланса, пĕр тарăхса калаçрĕ Валя аппа.
— Палларăм. Тăван киле куртăм та — чĕлхем çĕтрĕ, — тÿрре тухма хăтлантăм эпĕ.
— Пасарĕ пĕрле те телейĕ кашнин уйрăм-çке, ывăлăм, — çурăмран шăп-шап çапкаларĕ вăл. Кÿршĕсен килĕ умĕнчи сак çине кайса лартăмăр. – «Алюш мĕнле пурăнать-ши? Шăпи ăна ăçта çавăрса çитерчĕ-ши?» — тетĕп пĕрмаях. Праçниксенче чиркĕве кайсан санăн сывлăхушăн çурта çутмасăр киле таврăнса курман эпĕ.
Тĕлĕнмелле! Çĕр çинче маншăн çурта лартакан та пур иккен. Эпĕ вара ыйхă тарнă каçсенче хама тĕнчере никама кирлĕ мар этемкке пек туяттăм. Çапла туймасăр епле тăрăн-ха тата? Вун виçĕ çулччен анне пырса çавăтса каясса кĕтрĕм, унтан кам та пулин усрава илессе шантăм. Каникулсенче илкелесе каятчĕç-ха. Анчах — те кăмăлăма килĕштермерĕç, те сăнăм юрăхлă пулмарĕ — хÿтте яланлăхах илекен тупăнмарĕ. Ача çуртĕнче иккĕн кăна вун сакăр çула çитиччен пурăнтăмăр. Хăшне-пĕрне килсе янă-яман суйласа каятчĕç, теприсене уйăхран-мĕнрен опекăна илетчĕç. Тараспа иксĕмĕр çеç çынна юрăхлă пулаймарăмăр. Тĕрĕссипе, хам та айăплă. Астăватăп-ха, вун тăваттăраччĕ-ши ун чухне, хĕллехи каникул вăхăтĕнче Етĕрне тăрăхĕнчи çемьере пурăнтăм. Вĕсем вăл вăхăта виçĕ ачана хăйсен хÿттине илнĕччĕ ĕнтĕ. Сурхурире ялти клуба тухрăмăр. Унта концерт кăтартрĕç, ун хыççăн ачасене юмăç яма вĕрентрĕç. Пулассине çапла майпа пĕлме май пуррине эпĕ унччен тавçăрман та. Турилккесене тырă, тĕкĕр хурса, шыв ярса пулас мăшăр епле çын пулассине пĕлме хăтланчĕç. Çавăн чухне пĕр хĕрачана килĕштертĕм. Тепĕр кунхине çемьери усрав ачасенчен ыйтса пĕлсе унăн килне шыраса тупрăм, чĕнсе кăлартăм. Çÿресен-çÿресен эпĕ ăна аллинчен тытрăм. Кăштахран, лавкка хыçĕпе иртсе кайнă чухне, пит çăмартинчен чуптурăм. Çавна такам курнă — аслисене каласа панă. Тепĕр кунхинех ача çуртне кайса ячĕç.
Иккĕмĕш хутĕнче те хамах айăпа кĕтĕм — ăраскалĕ çапла пулĕ. Çуркуннехи каникулччĕ. Мăнкун çитет тесе пире пÿрт çумашкăн хушрĕç. Мана пукан лартса парса люстрăна тасатма хăпартса ячĕç. Люстри вĕтĕ-вĕтĕ пайлă, тытмассерен силленет. Çăва-çăва йăлăхсах çитрĕм. Тасатса пĕтернĕпе пĕрехчĕ ĕнтĕ — хам сисмесĕр пукан хĕррине пуснă та сулăнса кайрăм. Хăранипе люстрăран ярса тытрăм — тем пысăкăшскер урайне шап! ÿксе чăл-пар арканчĕ. Ун пек ачана кам тытса тăтăр? Çав кунах ача çуртĕнче çывăрма выртмалла пулчĕ. Пурăна киле илсе кайма кăмăл пуррисене те хирĕçлерĕм. А, мĕн усси? Пĕрех никама та кирлĕ мар.
— Аннÿ пыркалатчĕ-и? Вăл ăçта пурăннине пĕлетĕн-и? — мана, иртнĕ вăхăта таврăннăскере, шухăшсен авăрĕнчен туртса кăларчĕ Валя аппа.
— Çук. Килтен илсе кайсан пĕрре пынăччĕ вăл. Эпĕ кăмăллакан мармелада парса хăварнăччĕ. Çав пылак çимĕçĕн тутине вун пĕр çул манаймарăм. Паян та вăл чĕлхе çинчех, — терĕм эпĕ. Кинемей куçĕнчен куççуль шăпăртатса анчĕ.
— Турри телейне валеçнĕ чухне ма пурне те тĕрлĕрен парать-ши? Телей туя мар çав, ăна алăпа тытма çук, — пит çăмарти тăрăх юхакан çутă тумламĕсене саппун вĕçĕпе шăлчĕ вăл. Туйине вара тарăхса кайнăн айккинелле вăркăнтарчĕ.
Чăн та, телейĕ çуках ĕнтĕ манăн. Атте Мускава ĕçлеме çÿрерĕ-çÿрерĕ те пĕррехинче киле таврăнмарĕ. Шапаша пĕрле кайнисенчен те ыйтса тĕпчерĕ анне, тĕп хуламăра кайса та килчĕ — усси пулмарĕ. Пурăнсан-пурăнсан аннен хăлхине ăна стройкăра бетон айне туса хăварни пирки калаçни кĕнĕ. Нумаях пулмасть полицие çыру çырнăччĕ эпĕ, вăл паянхи кун та хыпарсăр çухалнисен йышĕнче иккен. Аттесĕр юлсан анне сыпкалама пуçларĕ, киле те таврăнма пăрахрĕ. Ăна хăйĕн прависĕр хăварчĕç, мана унран уйăрчĕç. Хурăнташсем пулсан хăйсем патне илĕччĕç-ха та, анчах аттен те, аннен те пĕртăванĕсем ялта çук.
— Аннÿ Чулхула облаçĕнче пурăнать пулмалла. Ял çинче çапла калаçнине илтнĕччĕ, — хăлхана кĕчĕç Валя аппан сăмахĕсем.
Эппин, сывах вăл, çĕр çинчех утса çÿрет. Ывăлĕ ача çуртĕнче пурăннине маннă-ши? Е аса илес килмелле марах юрăхсăр-ши эпĕ?.. Çыхăнăва мĕншĕн татрĕ-ши?..
— Унта качча тухнă теççĕ, хĕр çуратнă имĕш, — чĕрем çурăласран та хăрамарĕ-ши кинемей?
Апла пулсан анне хăйĕн пурнăçне йĕркеленĕ, мана асĕнчен кăларнă. Ăна епле кĕтнине пĕлесчĕ сирĕн! Çыру çырса минтер айне хурса çывăраттăм — çапла тусан ĕмĕтĕм пурнăçа кĕрессе шанаттăм. Çĕнĕ çул каçхине сехет вун икĕ хут шаккиччен çавăн çинчен кăна шухăшлаттăм… Кÿреннине маннă-ши — паянхи кун та манăн ăна курас, çÿхе туталлă, шĕвĕртерех сăмсаллă питĕнчи кăн-кăвак куçĕнчен пăхас килет. Мĕн тейĕ-ши вăл мана?..
— Ăçта пурăнатăн халĕ? — пĕр кĕтмен çĕртен ыйтрĕ Валя аппа. А, ăçта выртса тăратăп-ха ĕнтĕ эпĕ? Авă вун саккăр тултартăм та ача çурчĕпе сыв пуллаштарчĕç. Кил пур вĕт манăн. Çавăнпа çаврăнса çитрĕм те. Анчах кунта мĕнле пурăнмалла? Кĕрсе тăрсан маччи йăтăнса анмĕ-ши?..
— Район центрĕнче пурăнатăп, — суйрăм эпĕ. — Водителе вĕренес тетĕп, ĕçлеме вырнаçасшăн.
Малалли пулать.
Дмитрий МОИСЕЕВ
