Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Владимир Путинăн Хушăвĕпе 2025 çултанпа çĕршывра «Çемье» çĕнĕ наци проекчĕ пурнăçланма тытăннă. Ун шутне «Çемье хаклăхĕсем тата культура инфратытăмĕ» федераллă проект кĕрет.
Асăннă федераллă проектăн тĕллевĕ — культура учрежденийĕсене, çав шутра культура çурчĕсемпе библиотекăсене, çĕнетсе пырса культура инфратытăмне лайăхлатасси, çемье хаклăхĕсене аталантарасси тата çирĕплетесси, çемьесен пуçарăвĕсене пулăшасси, çемьери кашни çын валли социаллă хăтлă хутлăх йĕркелесси. Проектпа килĕшÿллĕн культурăпа кану учрежденийĕсене çĕнетеççĕ, халăх пултарулăхне аталантармалли майсене анлăлатаççĕ.
«Çемье» наци проекчĕ, федераци тата республика программисем, «Единая Россия» партин Халăх программи шайĕнче Вăрмар муниципаллă округĕнче те культура объекчĕсене юсаççĕ тата çĕнетеççĕ. Акă, хальхи вăхăтра Пинер ялĕнчи культура çурчĕн тĕп юсавĕ пырать.
Алăкĕсене 1973 çултах уçнă çуртра культура вучахĕсĕр пуçне ял библиотеки те, ял администрацийĕ те вырнаçнă. Паллах, çулсем иртнĕ май культура çурчĕ самай кивелнĕ, çавăнпа тĕп юсавсăр нимĕнле те май килмен. 2018 çулта кунта республика бюджетĕнчен уйăрнă субсиди шучĕпе юсав ĕçĕсем ирттернĕ-ха, чÿрече блокĕсене, алăк анисене улăштарнă, çурт тăррине тата тĕп фасадне юсанă. Пĕлтĕр вара тĕп юсав ĕçĕсем пуçланнă. Культура çуртне юсама «Импульс» тулли мар яваплă обществăна шанса панă. Ĕçсен хакĕ 11 миллион та 308 пин тенкĕпе танлашнă, укçа-тенкĕне республика тата вырăнти бюджетсенчен уйăрнă.
Эпир культура çуртĕнчи лару-тăрупа паллашнă чухне кунта пÿлĕмсем хушшинчи алăксене лартассипе тăрăшатчĕç. Ку ĕçе Алексей Ямбарцевпа Александр Степанов пурнăçлатчĕç /сăн ÿкерчĕк çинче/. Виçеççĕ, кирлĕ пек касаççĕ, шăтараççĕ, алăк пайĕсене вырнаçтараççĕ — тĕплĕн ĕçлеççĕ. Ытти рабочисем куракансен залĕнче вăй хуратчĕç — сценăна, сцена çумĕнчи пÿлĕме йĕркене кĕртмелле тата ытти те. Урăхла каласан, ĕç вĕресе тăрать.
Пĕтĕмĕшле илсен вара, культура çуртĕнче урайне те, маччине те юсанă, штукатурка ĕçĕсене пурнăçланă, урамран кĕмелли тимĕр алăксене лартнă, электричество тытăмне, газпа хутса ăшăтмалли тытăма çĕнетнĕ, батарейăсем вырнаçтарнă, ытти ĕçсене те тимлĕх уйăрнă. Куç умĕнчех илемленсе, капăрланса пырать Пинерти культура çурчĕ.
Ял халăхĕ те /Пинерте вара 600 ытла çын пурăнать/, территори пайĕн ĕçченĕсем те, культура çурчĕн заведующийĕ Любовь Васильевна Иванова тата библиотека заведующийĕ Надежда Васильевна Петрова та /сăн ÿкерчĕк çинче/ тĕп юсав ĕçĕсем вĕçленессе чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
«Эпĕ клуб заведующийĕ пулса 19 çул ĕçлетĕп, — тет Любовь Васильевна. — Культура çурчĕн пĕлтерĕшĕ халăхшăн çав тери пысăк. Вăл тĕрлĕ мероприятисем, уявсем йĕркелемелли, çынсен пултарулăхне аталантармалли, тĕл пулса вăхăта усăллă ирттермелли вырăн, культурăллă пурнăçăн центрĕ. Тĕп юсав хыççăн пирĕн культура çурчĕ çĕнĕрен вăй илсе каясса шанатпăр».
Вăрмар округĕнче культура объекчĕсене юсассипе тата çĕнĕ объектсен строительствине пурнăçлассипе активлă тата комплекслă ĕçленине палăртса хăвармалла. Сăмахран, Патти тата Хуруй ялĕсенче пуçарулăх бюджечĕн программипе модульлĕ çĕнĕ клубсем хута кайнă. Кивĕ Вăрмар ялĕнче 150 вырăнлăх çĕнĕ культура çуртне хăпартнă. Тикашри культура çуртĕнче юсав ĕçĕсем туса ирттернĕ. «Культура аталанăвĕ» патшалăх программи шайĕнче республика бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăрнипе Чулкас ялĕнче модельлĕ çĕнĕ библиотека ĕçе пуçăннă, ăна хальхи йышши оборудованипе тата хăтлă сĕтел-пуканпа тивĕçтернĕ. Вăрмар поселокĕнчи тĕп библиотека та çĕнелсе пырать. Икĕ хутлă çуртра пултарулăх мастерскойĕсем, вулав залĕ, кану вырăнĕ, компьютер залĕ вырнаçасса палăртаççĕ. Ĕçсем «Çемье» наци проекчĕн «Çемье хаклăхĕсем тата культура инфратытăмĕ» федераллă проекчĕ шайĕнче пурнăçланаççĕ. Кашни объект Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн тимлĕхĕнче.
Ирина ДАНИЛОВА
