Вăрмар округĕнче черетлĕ Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче икĕ тĕп темăна пăхса тухрĕç: Кăтарту пур: 2021-2026 çулсенче «Халăх программине» пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕ; «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕ Чăваш Рес­публикин территорийĕнче мĕнле пурнăçланса пыни.IMG 4094

Информушкăнсем Вăрмар, Энĕшпуç тата Энтрияль тăрăхĕсенче ĕçлерĕç. Вăрмар поселокĕнче тĕлпулу Культура çуртĕнче иртрĕ. Информушкăн йышĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев, Чăваш Рес­публикинчи промышленноç аталанăвĕн тата инвестицисен ĕçĕ-хĕлĕн фончĕн руководителĕ Евгений Теллин, Вăрмарти территори пайĕн начальникĕ Александр Виссарионов тата ыттисем те пулчĕç.

Калаçу 2021-2026 çулсенче «Халăх программине» пурнăçланин пĕтĕмлетĕвĕнчен пуçланчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев мартăн 17-мĕшĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн делегацийĕн йышĕнче «Единая Россия» партин «Кăтарту пур!» форумне хутшăннине каларĕ. Форумра Чăваш Ен Правительстви тата «Единая Россия» партин команди иртсе кайнă пилĕк çулта пĕрле пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, çĕнĕ Халăх программи валли сĕнÿсем йышăнма старт панă.

«Пилĕк çул каялла «Единая Россия» халăхăн ыйтă­вĕсене, сĕнĕвĕсене тĕпе хурса ĕç çул-йĕрне палăртнă, Халăх программи тăрăх ĕçленĕ. Паян вара çирĕппĕн калама пулать: кăтарту пур!» — терĕ Василий Викторович.

Çул-йĕр ĕçĕсен калăпăшĕ пилĕк çул хушшинче икĕ хутчен ÿснĕ. 300 км тăршшĕ çул-йĕре юсанă, 25 кĕпере йĕркене кĕрт­нĕ, 65 км çĕнĕ çул-йĕр строительствине пурнăçланă, 95 км çул-йĕре çутăпа тивĕçтернĕ, фото тата видео ÿкерекен 336 камера вырнаçтарнă. Чăваш Ен халăха троллейбуссемпе тивĕçтерессипе Раççейре пĕрремĕш. Пилĕк çулта 221 троллейбус туяннă. 5 500 тă­ваткал метр лаптăклă çĕнĕ аэровокзал комплексĕ уçăлнă. Атăл тăрăх виçĕ «Валдай-45Р» карап çÿрет.

2020-2025 çулсенче 206 обществăлла хутлăха тата 9 картиш территорине 1 983,1 млн тенкĕлĕх хăтлăлатнă. «Ниме — Халăх бюджечĕ» программăпа 454,98 млн тенкĕлĕх 194 проект пурнăçланă. 4,5 млн тăваткал метр пурăнмалли çурт-йĕр хута янă. Патшалăх пулăшнипе 10,6 пин çемье пурăнмалли условийĕсене лайăхлатнă. Чăваш Ен çынсене çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе Атăлçи федераци округĕнче 3-мĕш вырăнта. 2021-2025 çулсенче нумай хваттерлĕ 1 275 çурта тĕпрен юсанă, 717 лифта улăштарнă. 10 647 çурта газпа тивĕçтернĕ. Халăха газпа тивĕçтерессипе регион Атăлçи Федераци округĕнче 3-мĕш вырăнта.

Чăваш Республикинчи промышленноç аталанăвĕн тата инвестицисен ĕçĕ-хĕлĕн фончĕн руководителĕ Евгений Теллин республикăри промышленноç аталанăвĕ çинчен каласа пачĕ. Туса кăларакан производствăсен продукцине ăсатассин калăпăшĕ 2,5 хут ÿснĕ: 2020 çулта — 227,4 млрд тенкĕ, 2025 çулта — 574,6 млрд тенкĕ. Промышленноç производствин индексĕн рейтингĕпе Чăваш Ен Атăлçи федераци округĕнче 14-мĕш вырăнтан 5-мĕш вырăна, Раççейре 57-мĕш вырăнтан 25-мĕш вырăна хăпарнă. Туса кăларакан производствăсен индексĕпе — Атăлçи федераци округĕнче 11-мĕш вырăнтан 5-мĕш вырăна, Раççейре 65-мĕш вырăнтан 24-мĕш вырăна çитнĕ.

6P7TTxt ofp9A2fNw QjUCf8tFKA7a7sbIKFpRKdSJlsWiEQu2x3t0TDeri0ecRV3P3bL7nQ57IIRZc5sFk0VvkS2020 çулта республикăра 3 промышленноç паркĕ пулнă, 2025 çулта — 7. Резидентсен шучĕ 15-рен 49-а çитнĕ, ĕç вырăнĕсем — 489-тан 2 245-е, инвестицисем — 1,6 млрд тенкĕрен 9,9 млрд тенкĕне. Промышленноç кластерĕсен шучĕ 8-а çитнĕ. Вĕсенчи предприятисен шучĕ 29-тан 127 таран ÿснĕ, ĕç вырăнĕсем — 9,4 пинрен 17 пин таран.

Евгений Ардалионович цифра трансформацийĕ, экологи, экономика, вĕрентÿ, спорт, культура, çемье, ял аталанăвĕ çинчен те чарăнса тăчĕ.

Пĕрлехи информаци кунĕн тепĕр ыйтăвĕ — «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕ Чăваш Республикин территорийĕнче мĕнле пурнăçланса пыни. Кун пирки А.Ф. Федоров ячĕллĕ Вăрмарти спорт шкулĕн директорĕ Николай Павлов каласа пачĕ. Раççей Президенчĕ Владимир Путин хушнипе 2014 çулхи март уйă­хĕнче çĕршывра ГТО комп­лексне çĕнĕрен хута янă. 11 çул хушшинче ГТО комплексне Чăваш Енре пурăнакан 460 пин çын хутшăннă. 200 пин ытла çын нормативсене пурнăçласа ГТО знакне тивĕçнĕ. Пĕтĕм Раççейри рейтингра 2025 çулхи кăтартупа респуб­лика çĕршыври ытти регионсем хушшинче 3-мĕш вырăнта тăрать, Атăлçи федераци округĕнчи регионсем хушшинче вара 1-мĕш вырăнта.

ГТО комплексне 23 муниципалитетра кашнинчех аталантараççĕ, пурĕ 31 тестировани центрĕ ĕçлет. Çав шут­ра Вăрмарти спорт шкулĕнче те. Унсăр пуçне Вăрмар округĕнчи темиçе шкулта тестировани пункчĕсем йĕркеленĕ. ГТО нормативĕсене пурнăçлани пур енчен те усăллă. Вĕсене пурнăçлакансене ГТО комп­лексĕн ылтăн, кĕмĕл е бронза значокĕсемпе наградăлаççĕ. Значок илекенсене патшалăх тĕрлĕ енлĕ пулăшать. Абитуриентсем ЕГЭ результачĕсем çумне хушма балсем илейреççĕ, студентсене вара хушма стипендипе савăнтарма пултараççĕ. Официаллă ĕçлекен çынсен налук тÿленин пĕр пайне тавăрма ирĕк пур тата ытти те.

Чăваш Республикинчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен цент­рăн Вăрмарти уйрăмĕн начальникĕ Михаил Пуклаков тĕл­левлĕ вĕрентÿ пирки каласа пачĕ, çĕнĕ специальноç илмелли программăсем çинчен ăнлантарчĕ. Ĕçпе тивĕçтерекен центрăн Вăрмарти уйрăмĕнче ку енĕпе халăха пулăшма яланах хатĕр.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
23 24 25 26 27 28 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика