a7199e38 9066 42b2 831c 410c1722f5b4«Эпĕ çар çынни, килте ялан пулаймастăп, час-часах пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçма тивет. Çемьене вара пăрахса хăварас килмест. Сана кун пек упăшка мĕн тума кирлĕ?» — тенĕ Андрей Петров туслă çÿренĕ хĕрне Лилийăна. Анчах савнийĕ килĕшмен, унпа пĕрле кирек ăçта кайма хатĕррине пĕлтернĕ. Савăнăçа та, хуйха та мăшăрĕпе пайлама тупа тунă...

ĔМĔТ. Шел, мăшăрпа больница палатинче курса калаçмалла пулчĕ. Ятарлă çар операцийĕнче Андрей Владимирович майор вăйлах аманнă...

— Вăрмар районĕнчи Вăрмарти 2-мĕш шкулта вĕреннĕ чухне çар çынни пулас ĕмĕт çуралчĕ. Çавăнпа спортпа туслашрăм. 12 çултанах ăмăртусене хутшăнаттăм, йĕлтĕрпе чупаттăм, бокс секцине çÿреттĕм. 15-ре йывăр атлетикăна та килĕштерме тытăнтăм. Физкультура учителĕ Михаил Васильевич мана аталанма пулăшрĕ тата иккĕмĕш сыпăк­ри пиччене тĕслĕх вырăнне хураттăм. Вăл спортра маттурччĕ. Рязаньти гвардин аслă сывлăш-десант команда училищин курсанчĕ пулма хатĕрленеттĕм. Ура лаппи тĕрĕс маррине пула унти комисси витĕр тухаймассине пĕлсен Хусанти авиа­ци техникумĕнче ăс пухса диплом илтĕм те çак хуларах аслă артиллери команда училищине кĕтĕм. Пилĕк çул вĕреннĕ хыççăн Анапăри 7-мĕш гвардин десант-штурм дивизине ячĕç. Службăра виçĕ çул пулсан Сывлăш десант çарĕн спецназне лекме ĕмĕтлентĕм. Спортпа туслă пулни тĕллеве пурнăçлама май пачĕ. Анчах унта куçма çăмăл килмерĕ, виçĕ çултан тин «спецназовец» пулса тăтăм. 2008-2016 çулсенче служба çак подразделенире иртрĕ. Икĕ хутчен Абхазири хирĕçтăрăва хутшăннăччĕ. Пĕрремĕшĕнче санаторие хураллама тиврĕ. Тепрехинче Грузи чиккинче пулнăччĕ. 2010 çулта Кăркăсстанра та хирĕçтăру пуçланчĕ. Унта пурăнакансем правительствăна хирĕç кайса ку патшалăхра йĕркесĕрлĕх хуçаланма тытăннă вăхăтра ячĕç мана. Унта Раççейĕн çар об±екчĕсем те пурччĕ, Кант хулинче пирĕн авиабазăччĕ. Ăна хуралламаллаччĕ. 2014 çулта Крымра пултăм. Çар çыннин тивĕçĕ çапла, — аса илчĕ майор.

ПĔРЛЕ — ХĂТЬ ТЕ ĂÇТА. Мĕнле паллашнă-ха Андрейпа Лилия? Каччă шкултан вĕренсе тухсан тăван тăрăха темиçе хутчен кĕске вăхăтлăха кăна таврăнайнă вĕт.

— Эпир иксĕмĕр те Вăрмар поселокĕнче çуралса ÿснĕ, анчах пĕр-пĕрне палламан, — калаçăва хутшăнчĕ çар çыннин мăшăрĕ Лилия Ивановна.

— Фабрикăн общежитийĕнче пурăнаттăмăр. Лилия манран пилĕк çул кĕçĕнрех. Пĕчĕкскере хăш-пĕр чухне мана астума калатчĕç, — ачалăхне куç умне кăларчĕ Андрей Владимирович. — Хусантан вĕренсе тухсан киле отпуска пĕр уйăха килтĕм. Çавăн чухне пире юлташ паллаштарнăччĕ.

— Унăн юлташĕ манăн йăмăкпа туслăччĕ. «Мана лайăх каччăпа палаштар-ха», — терĕм ăна пĕр­рехинче. Андрей те çав вăхăтра унран хĕрпе паллаштарма ыйтнă. Вăт, пире шăпа çулсем ирт­сен çапла тĕл пултарчĕ. Пĕрремĕш хут курсан кос­тюм тăхăннă Андрей мана мăнтăр пек туйăннăччĕ, килĕшменччĕ, анчах унпа калаçма кăсăклăччĕ. Хутшăннăçемĕн вăл килĕшме тытăнчĕ, шÿтлеме юрататчĕ тата. Каччă мăнтăр мар иккен — кĕлеткине пиçĕхтернĕ спортсмен пек. Питĕ хитрескер, часах ăна ытларах та ытларах юратма пуçларăм. Эпир пĕр-пĕринчен аяк­ри пирĕншĕн чăрмав пулмарĕ, — иртнине аса илчĕ хĕрарăм. — Çавăн чухне эпĕ Шупашкарта музыка училищинче вĕренеттĕм. Пĕр-пĕрин патне çыру çыраттăмăр. Унăн отпускне чăтăмсăррăн кĕтеттĕмĕр.

Çемье çавăрсан çамрăк арăм кунта юлман, мăшăрĕпе пĕрле Анапăна кайнă, çав вăхăтра педуниверситетра куçăн мар майпа вĕреннĕскер ăна пăрахма шухăшланă. Юрату туйăмне нимĕн те тытса чараймасть çав. Анчах чĕри çумĕнче тĕвĕленнĕ тĕпренчĕкне пăхмасăр Лилия Ивановна вĕренсе пĕтересех тенĕ. Чăваш Ене таврăннă, сессисене çÿренĕ.

— Хĕрĕм тĕнчене килнĕ чухне Андрейĕн отпуск çукчĕ-ха, ача çуратмалли çуртран манăн тата унăн тăванĕсем кĕтсе илчĕç. Вика икĕ уйăха çитсен вăхăт тупса пурпĕрех килсе кайрĕ мăшăрăм. Хыççăн вăл Мускав облаçне куçса службăна унта тăсрĕ. Хĕрĕм пилĕк уйăх тултарсан чăтаймарăм, ун патне куçма шухăшларăм. «Кунта хваттер çук, казармăра пурăнас­шăн-им?» — терĕ вăл. «Мана пурпĕрех, санпа юнашар хăть те ăçта та пурăнма хатĕр», — парăнмарăм пурпĕрех. Эпĕ Викăпа çитнĕ çĕре вăл хваттер тупса хучĕ. Унта икĕ çемьепе пурăнтăмăр, — савăнăçне пытармарĕ хĕрарăм.

«СУГРОБ». Андрей Петров çар çулне — Тăван çĕршыва хÿтĕлессине — суйланăшăн нихăçан та ÿкĕн­мен. Яланах тĕрĕс пурăнма тăрăшнă вăл, тÿрĕ кăмăллă, чыслă тытнă хăйне. «Спецназа» питĕ юратнă. Ĕçре ывăнсан та савăннă. Часах çемьере тепĕр хĕр çуралнă. Вăхăт иртсен Андрей Владимировича Инçет Хĕвел тухăçĕнчи Уссурийск хулине куçарнă. Арăмĕ те ачисемпе, паллах, хуть те ăçта куçарсан та — унпа пĕрле. Йывăр пулнăран малтанхи вăхăтсенче вăл макăрнă, анчах хăнăхнă.

— Ятарлă çар операци пуçлансан Андрей лăпкă пурăнаймарĕ. Пĕрремĕш кунранах унта каясшăн çунчĕ, анчах маларах рота командирне янăран манăн мăшăрăн ун вырăнне юлма тиврĕ. Андрей — Тăван çĕршывшăн таçта кайма, вут-çулăма кĕме хатĕр çын. Унпа пурăннăçемĕн çакна лайăхрах ăнланса пытăм. Вăл яваплăха никамран лайăх ăнланать, — çапла хак­лать мăшăрне икĕ ача амăшĕ.

— Батальон штабĕн, караул ертÿçисен, рота командирĕн тивĕçĕсем ман çинчеччĕ. Çак вăхăтра çапăçу хирĕнчи лару-тăру канăç памастчĕ, манăн пулăшу та унта кирлине ăнланаттăм. СВОна каймашкăн темиçе хутчен ыйтсан та тăхтарĕç. 2023 çулта тинех приказ тухрĕ, — каласа кăтартрĕ «Сугроб» позывнойпа çÿренĕ çар çынни. Андрей Петров мăшăрĕ патне çапăçу хирĕнчен чуна тивекен сăвăсем шăрçаланă. Лилия вĕсемпе мана та паллаштарчĕ.

Хаяр тăшман пульлинчен темиçе хутчен çăлăнса юлма тивнĕ унăн. Ахăртнех, çумри хĕресĕ вилĕм­рен упранă. Е юн тымарне лекмесĕр шăйăрттарса кайни, е пуçа миллиметр кăна тивейменни пулнă. Пĕррехинче ире яхăн виçĕ сехетре рота командирне Андрей Петрова снарядăн вунă ванчăкĕ пырса лекнĕ. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ кĕлеткере юлнă: виççĕшĕ тата хăрушăрах пулнă. Пĕри çурăм шăммине пĕр сантиметр çитеймен, тепри мăйри юн тымарне пилĕк миллиметр тивеймен тата тепри куçа чутах суккăр хă­варман. Çавăн чухне Андрей Петровăн ушкăнпа пĕрле задание Бахмутран Ключевое поселокне каймалла пулнă. Икĕ çул выртнă, механик водитель вĕсене аташтарнă. Çавăнпа тепĕр ушкăнăн кайма тивнĕ. Вĕсем çаврăнса çитнĕ тĕле, шел, тăшманăн пульлинчен пурнăçран уйрăлнисем пулнă. Петровăн ушкăнне те пеме тытăннă. Салтаксем хăвăрт машинăран тухса арканнă пĕр çуртăн путвалне кĕрсе ĕлкĕрнĕ. Лару-тăрăва пĕлме чăваш арĕ путвалăн çÿлти картлашки çине хăпарнă çеç, сасăсăр «Полька» мина вĕçсе килнĕ те путвалтан 1-2 метра ÿксе сирпĕннĕ. Суранланнă Петрова салтаксем пĕрремĕш пулăшу панă. Унтан эвакуаципе Белгорода госпитале леçнĕ, кайран Мускава куçарнă. Операци туса снарядăн виçĕ ванчăкне кăларнă, ыттине хăварнă, хускатма хăрушшине каланă. Сăмах май, вĕсем халĕ те майор çумĕн­чех...

ИНКЕК. Йывăрлăхсене çĕнтерсе 2024 çулхи кăрлач уйăхĕнче Андрей Владимирович каллех строя тăнă, çарти юлташĕсем патне таврăннă. Çулла, халь-халь отпуска каймалла чухне каллех инкек сиксе тухнă...

— Задание виççĕн кайрăмăр: пĕри манран самай аслăччĕ, тепри 19 çултаччĕ. Çавăн чухне мана нацистсен дронĕ пăрахнă снаряд ванчăкĕ мăя пырса тиврĕ, тепĕр салтакĕн ура витĕр тухнă. Кĕлеткене туйманнине, нерв тытăмне сиенлетнине ăнлантăм. 19-ти каччă çăлăнса юлнă, вăл тăрăшнипе пире тепĕр ирхине пулăшу кÿчĕç, — çав куна аса илме йывăр пулсан та хăйне çирĕп тытать 45-ри офицер.

— Андрей шăнкăравласа хăй тĕллĕн хускалайманнине пĕлтерчĕ. Ун чухне вăл госпитальтеччĕ ĕнтĕ. Эпĕ 16 тата 13 çулсенчи хĕрачасене хăйсем тĕллĕн хă­варса, хăçан таврăнасса пĕлмесĕрех, тÿрех ун патне Уссурийскран Мускава самолетпа вĕçрĕм. Тухтăрсем каланă тăрăх, çурăм шăмми суранланма пултарнă. Мăшăрăмпа больницăра пулнă вă­хăтра ачасем пĕр çулталăк пирĕнсĕр пурăнчĕç. Çавăнтанпа Андрейпе вун ултă вырăн улăштартăмăр: е пĕр больница, е тепри... Мĕн тĕрлĕ йывăр­лăх пулмарĕ-ши? Ют хула, мăшăрпа больницăра çĕр каçма ирĕк паманни, тата тем те пĕр. Упăшкан ун чухне пневмониччĕ, аран сывлатчĕ. Çитменнине, чÿречесене уçатчĕç, салтаксем пирус туртатчĕç. Андрей вара ăна нихăçан та алла тытман. Пире икĕ вырăнлă палатăна вырт­тарнăччĕ. Çавăн чухне вăл тухнă-тухман сассипе шыв ыйтрĕ. Кăшт ĕçтертĕм кăна, куçĕ таврăнчĕ, тăнне çухатрĕ. Хăраса ÿкрĕм, макăра-макăра кăшкăратăп. Реанимаци килсе пулăшрĕ. Андрее шыв ĕçтерме юраман иккен, анчах мана кун пирки никам та асăрхаттарман, — каласа кăтартрĕ Лилия Ивановна.

Тухтăрсем Андрей Петрова çур çултан сываласси çинчен каланă. Нихăçан та чирлеменскер, паллах, ĕненнĕ, ура çине тăрасса шаннă. Анчах çулталăк иртнĕ, шел, чир парăнман. Çав вăхăтра арăмĕ юратнă çыннине сыватасшăн хыпса çуннă, соцсетьсенче ыттисенчен пулăшу ыйтнă. Китайра лайăх реабилитаци пурри çинчен пĕлнĕ, анчах укçи-тенкине хăйсен тÿлемелле-мĕн. Андре­йĕн чаçĕнчен те, çыннăн инкекне ăнланакансем те айк­кинче тăрса юлман — укçа пуçтарса пулăшнă.

— Китайра виçĕ уйăх пултăмăр. Андрей алăсем хускаласса питĕ шанчĕ, анчах улшăну питех палăрмарĕ те вăл куляннине ăнлантăм. Пурпĕрех çакна кăтартмасть вăл. Аллисем хускалмаççĕ, туймаççĕ те. Пĕррехинче ăна кăшт çилленнĕ пек пултăм та вăл аллине хускатрĕ — ман еннелле тăсасшăн пек. Тĕлĕнсе, савăнса кайрăм. Татах хус­катма пуçларăмăр. Пурпĕрех ал лаппи питĕ вăйсăр, туясса та питĕ япăх туять. Урисем те питĕ вăрах «вăранаççĕ». Китай хыççăн самайраххине ăнлантăмăр, анчах виçĕ уйăх Андрейшĕн сахал. Ăçта кăна пулмастпăр, пире йышăнма прописка кирлĕ. Çавăнпа шăла çыртса Мускав облаçĕнче хваттер туянтăмăр, — терĕ Лилия.

Шупашкарта реабилитаци тухнă чухне ăна мăшăрне пĕччен тĕрĕс мĕнле лартмаллине кăтартнă. Уншăн та хĕрарăм савăннă. Унччен Андрее ниçта та тăратса лартман. Кунтах инструктор кунсерен хăй ăна кÿме çине куçарнă. Черчен хĕрарăмшăн ку та пулăшу мар-и-ха?

Петровсемпе сыв пуллашнă чухне Андрее сывлăх, чăтăмлăх сунас тесе аллинчен тытрăм кăна, вăл хăйне вĕрекен шыв лекнĕ пек йышăнчĕ. Нерв çапла пулас... Лилия Ивановна ăна И.И.Бурденко ячĕл­лĕ çар госпитальне илсе кайма палăртнă. Мĕншĕн тесен çав ыратупа реабилитаци тухма тата йывăртарах-мĕн. Шупашкарти 21 куна пынă реабилитаци, паллах, питĕ сахал. Енчен те Китайра та виçĕ уйăх пулнă тăк. Мăшăр пуç усмасăр ыррине шанать. Малалла талпăнать.

— Турă пурăнма май панă тăк уншăн кĕрешетпĕр, çапла вĕт, Андрей. Мускав облаçĕнчи реабилитаци центрĕсем пире йышăнмассине каларĕç: «Пирĕн ăна кÿме çине лартакан, пÿлĕмсене илсе çÿрекен условисем çук». Пурпĕрех пуç усмастпăр, Андрее ура çине тăратасчĕ. Тухтăрсем ятарлă кравать, çĕклемелли кран туянма сĕнчĕç-ха, анчах укçа ыйтăвĕ те пур-­çке, — мăшăрĕ çине пăхса каларĕ нумай йывăрлăха парăнтарнă хĕрарăм. Çапла, пурнăçшăн кĕрешмеллех. Пĕр алăкран кĕртмесен тепринчен шаккамалла. Андрей Петров пурнăçĕн нумай çулне Тăван çĕршыва халалланă, хальхинче те таса тÿпешĕн тăшманпа кĕрешме хăйне шеллемен. Хисеплĕ вулаканăм, ăна пулăшас кăмăл пулсан 89940215841 /Сбер\ е 89940215434 /Альфа-Банк\ номерсемпе, вĕсем Петров Андрей Владимировичăн банк карттисемпе çыхăннă, укçа куçарма юрать.

Елена ЛУКИНА.

ПЕТРОВСЕН архивĕнчи сăн ÿкерчĕк.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Август 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
27 28 29 30 31 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика