Чӑваш Республикин хисеплӗ ҫыннисем!
Сире Пĕтĕм тĕнчери ачасене хӳтĕлемелли кун ячĕпе саламлатӑп!
Ачалӑх вӑл – ҫунатлӑ ӗмӗт-шухăш, вӑйӑсемпе савӑнӑҫ тӗнчи, унпа пӗрлех вӗренӳ тата аталану вӑхӑчӗ. Пирӗн ачасем мӗн пӗчӗкрен ӑшӑлăх, ырлӑх, юрату тата тимлӗх пархатарне туйнинчен вӗсен малашлӑхӗ мӗнлерех пуласси килет, апла пулсан, Чӑваш Ен пуласлӑхӗ те.
Пирӗн, аслисен, республикӑра пурӑнакан ачасен ачалăхĕ савӑнӑҫлӑ пултӑр тесен хамăртан мӗн кирлине пурне те тумалла. Ҫавна тӑвас тесен патшалӑхпа бизнес-пӗрлӗхӗн, общество организацийӗсен тата ҫитӗнекен ӑрăвăн ăраскалĕшĕн тăрăшакансен пӗрлешсе ӗҫлемелле.
Пирӗн пӗтӗмӗшле тӗллев – ачасен сывлӑхӗшӗн тӑрӑшасси, вӗсене вӗренме, воспитани пама, канма, спорт тата пултарулӑх вӑй-хӑватне аталантарма кирлӗ условисем туса парасси.
Пирӗн пурнӑҫа ача-пӑча кулли телейлӗ кăмăл-туйăмпа илем кӳччӗр! Пурне те тӑнӑҫлӑх, мӗнпур ыррине сунатӑп, ачасене вара – кăсăклă кану тата ĕмĕтленнĕ ĕмĕчĕсене пурнăҫа кĕртме сĕнетĕп!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тивĕҫĕсене вăхăтлăх пурнăҫлакан Олег Николаев
Уважаемые жители Чувашской Республики!
Поздравляю вас с Международным днем защиты детей!
Детство – это время мечтаний и беззаботности, время радости, игр, учёбы и развития. От того, сколько тепла, доброты, любви и внимания получают наши дети, будет зависеть их дальнейшая жизнь, а, значит, и будущее Чувашии.
Мы, взрослые, должны сделать все, чтобы детство для юных жителей нашей республики было радостным и беззаботным. Для этого важно объединить усилия государства, бизнес-сообщества, общественных организаций и всех, кто неравнодушен к судьбе подрастающего поколения.
Наша общая задача – заботиться о физическом и нравственном здоровье детей, создавать необходимые условия для их обучения, воспитания, отдыха, реализации спортивного и творческого потенциала.
Пусть нашу жизнь украшают детский смех и счастливые улыбки! Желаю всем мира, добра и благополучия, а ребятам — интересных каникул и исполнения заветных желаний!
Врио Главы Чувашской Республики Олег Николаев