
Халăха Ĕçпе тивĕçтерекен центрăн «Раççейри ĕç» кадрсен центрĕн ĕçченĕсем Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн специалисчĕсемпе пĕрле 7-11 çулсенчи ачасемпе профориентаци тĕлпулăвĕ йĕркеленĕ.
Надежда Иванова карьера консультанчĕ ачасемпе «Паян ĕмĕт — ыран професси» темăпа калаçу ирттернĕ. Эксперт ачасене пулас профессине малтанах суйласа хуни пĕлтерĕшлĕ пулнине ăнлантарнă, ĕç рынокĕнчи çĕнĕлĕхсемпе паллаштарнă. Теори пайĕ хыççăн «Профессие пĕл» практика вăййи иртнĕ. Интерактивлă заняти вăхăтĕнче ачасем сайра тĕл пулакан тата çĕнĕ специальноçсемпе паллашнă, çак шутра разработчик, нейросетьсен тренерĕ, инфостилист. Çакăн пек йĕркеленĕ тĕлпулусенче çамрăксем хăйсене тĕрлĕ рольсенче тĕрĕслесе пăхаççĕ, вăйă урлă профессипе çыхăннă пĕрремĕш хăнăхусене ăша хываççĕ. «Профориентаци сирĕншĕн, шкул ачисемшĕн, уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен часах сирĕн специальность суйламалла пулĕ», - тенĕ шкул ачисем умĕнче Надежда Иванова.
Тĕлпулу «Кадрсем» наци проекчĕ шайĕнче иртнĕ. Çакăн пек мероприятие ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене хутшăнтарни уйрăмах паха, ĕç рынокĕнчи кирлĕ профессие суйласа илсе малашлăхра специалист пулма пулăшать.
