
М.Н. Юхма ячĕллĕ Çĕнĕ Кинчерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе пысăк пĕлтерĕшлĕ тĕлпулу иртрĕ. Шкулта хăнара ятарлă çар операцийĕн участникĕ Виктор Вениаминович Павлов пулчĕ.
Виктор Вениаминович ачасене СВОри пурнăç çинчен каласа пачĕ, тыл пулăшăвĕ фронта çав тери кирлине палăртрĕ. Вĕренекенсем унăн сăмахĕсене пысăк тимлĕхпе тата хисеп туйăмĕпе итлерĕç. Çапла пулмасăр, вĕсен умĕнче — çĕршыв пуласлăхĕшĕн хăйĕн пурнăçне шеллемесĕр çапăçнă çын.
Виктор Вениаминович фронтра тÿсĕмлĕх, вăй тата хăвăртлăх малти вырăнта пулмаллине пусăм туса каларĕ, çирĕп пулни пурнăçа упраса хăварма пулăшать. Спортпа тата физкультурăпа туслă пулни ÿт-пĕве кăна мар, кăмăла та çирĕплетет: дисциплинăна пăхăнма, йывăрлăхсене çĕнтерме, ывăнсан та парăнмасăр малалла талпăнма хăнăхтарать.
«Эсир халĕ тума пултаракан чи пĕлтерĕшлĕ ĕç — лайăх вĕренме, хамăр çĕршывăмăрăн историне пĕлме, ÿт-пĕве çирĕплетме ăнтăласси. Çĕршыв вăйĕн никĕсĕнче — шăпах сирĕн пĕлĕвĕр, сывлăхăр тата эсир ăна юратни», — терĕ вăл.
Вĕренекенсем хăнана вĕсен шкулĕнче пулса курнăшăн пысăк тав сăмахĕ каларĕç, çирĕп сывлăх сунчĕç.
Ирина КРАСНОВА, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен канашçи
