Ноябрь уйăхĕн 21-28-мĕшĕсенче Республикăри онкологи диспансерĕнче арçынсем валли «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн уçă алăксен кунĕсем ирттереççĕ. Унта лекес тесен тухтăртан направлени илмелле мар. Çумра паспорт, ОМС полисĕ тата СНИЛС кăна пулмалла. Арçынсен сывлăхне тухтăр-онколог тĕрĕслĕ. Кунсăр пуçне ПСА /простатспецифика антигенĕ\ анализне пама май пулĕ. Анчах уçă алăксен кунне лекес тесен маларах 8 /8352\ 62-02-88 номерпе шăнкăравласа е диспансерти регистратурăна пырса çырăнмалла.
Сăмах май, ПСА анализне маларах çырăнмасăр та ноябрь уйăхĕн 16-26-мĕшĕсенче 10:00-13:00 сехетсенче /шăматкун 8:00-11:00 сехетсенче\ диспансерта пама пулать. Адресĕ: Шупашкар хули, Гладков урамĕ, 31-мĕш çурт, 308-мĕш пÿлĕм.
