
Çак кунсенче Энтрияльти культура çуртĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакан С.П. Прокопьевпа тĕлпулу иртрĕ. Вăл тăван килне çар ĕçĕсем пыракан зонăран кĕске отпуска килнĕ.
Тĕлпулу ăшă та хăтлă лару-тăрура иртрĕ. Ентешĕмĕр çар служби мĕнле пыни çинчен каласа пачĕ, çĕнтерÿ çулĕ çинче сиксе тухакан йывăрлăхсемпе тĕрлĕ тĕрĕслевсем çинчен аса илчĕ. Вăл уйрăммăн палăртнă тăрăх, çар условийĕсенче туслăх, пĕр-пĕрне пулăшса пыни тата ăнланни çав тери пĕлтерĕшлĕ.
Тĕлпулăва пухăннисем салтака çирĕп сывлăх, службăра ăнăçу тата тăван тăрăха çĕнтерÿпе часрах таврăнма сунчĕç.
Марина ГАЛКИНА, Энтрияльти культура çурчĕн заведующийĕ
