1AyZTixw1vtjpMEzQzZ ZZL6cwiwqBXnF EXvkTv 6gA8Z2Mho8zYR0XigDJsSm8789YMRdpe7AKosbbyy38cnK1Вăрмар округĕнче ĕçлĕ пысăк пулăм — «Хĕрарăм тата Бизнес. Бизнес ÿсĕмĕ валли искусственнăй интеллектпа усă курасси» темăпа çавра сĕтел пулса иртрĕ.

Мероприяти Куславкка, Тăвай тата Вăрмар округĕсенче пурăнакан этемлĕхĕн черчен пайĕн представителĕсене пĕр чăмăра пухрĕ.

Сесси ĕçне ырă сунăмлă сăмахсемпе Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев уçрĕ, хĕрарăмсен предпринимательлĕхĕ регион аталанăвĕшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ.

Тухса калаçакансем тата хăнасем аталанăвăн тĕп çул-йĕрĕсене пăхса тухрĕç: республикăри хĕрарăмсен бизнесĕн ÿсĕмĕн пĕтĕмлетĕвĕнчен пуçласа пулăшу мерисем таран.

Мероприятие хутшăнакансем «Манăн бизнес» центр кÿрекен майсене сÿтсе яврĕç, предпринимательсен прависене хÿтĕлессипе çыхăннă актуаллă ыйтусене тишкерчĕç, çавăн пекех ĕçе çăмăллатма тата ăнăçлă пурнăçлама пулăшакан нетворкинг техникине алла илчĕç.

Пуласлăх технологийĕсем пирки уйрăммăн калаçрĕç: экспертсем нейросетьсем кулленхи ĕçсене автоматизацилеме тата проектсене анлăлатма мĕнле пулăшнине кăтартрĕç.

Тĕлпулу уçă калаçупа вĕçленчĕ — хĕрарăмсем хăйсен ăнăçуллă ĕçĕ-хĕлĕн историйĕсемпе паллаштарчĕç, кашни вăйлă бизнес хăюллă ĕмĕтрен пуçланнине çирĕплетрĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика