
Вăрмар районĕн литература каçалăкĕнче чылай паллă ятсене тупма пулать, вĕсем Вăрмар тăрăхĕн чысĕпе хисепĕ. Чăваш литературинче çутă йĕр хăварнă çыравçăсем шутĕнче Василий Алендей, Ефим Никитин, Анатолий Тимофеев-Ыхра, Геннадий Кабаков, Аркадий Казанов, Мария Волкова, Вениамин Туртуш тата ыттисем. 2026 çулхи ноябрь уйăхĕн 10-мĕшĕнче Пысăк Енккассинчи вăтам шкула «Мария Волкова вулавĕсем» сăвă конкурсне поэзие юратакансем пухăнчĕç. Вăрмар тăрăхĕнчи шкулсенчен конкурса 19 вĕренекен хутшăнчĕ. Пысăк Енккассинчи вăтам шкул директорĕн заместителĕ Афанасьева Алена Юрьевна сăвă вулакансене ăнăçу сунчĕ. Малтанласа кĕскен ентешĕмĕрĕн кун-çулĕ, пултарулăхĕ çинчен каласа хăвармалла. Мария Андреевна Волкова чăваш литературине килнĕ чи малтанхи профессионал сăвăçсенчен пĕри пулнă. Ун пирки Николай Иванов çапла çырнă:
Вăрмар тавраш Карăкçырма пикин
Пурахчĕ ăслăлăх, ăсталăх та
Чăваш енче сахалччĕ ун пекки
Пултарулли вăл çырнă тапхăрта.
Тăван çĕршыв, тăван кил, атте-анне, тăван шкул, тăван халăх туссем – çак сăнарсем сăвăç асĕнчен тухман. Ачалăхри ырă самантсемпе çыхăннă, шкул пурнăçĕнчи пулăмсене, пушă вăхăтри ачасен ĕç-хĕлне сăнласа паракан сăвăсем те сахал мар унăн. И.Владимиров художник ун пирки акă мĕн аса илет: «Эпĕ ăна çамрăк çыравçăсем хушшинче курнă, хастар, çутă тĕллевлĕ, тÿрĕ кăмăллă, пуш сăмах калама юратман çынччĕ. Эпĕ сăвă çыракан мар, чылай çул хаçат художникĕнче ĕçленĕ. Поэт чунĕнче сăвă мĕнле çуралса çырăннине пирвайхи хут Мария Волковăран пĕлтĕм».
Унăн сăввисем кĕвĕлĕхĕпе, шухăш тарăнлăхĕпе уйрăлса тăраççĕ. Çак сăлтавпах пулĕ чăваш композиторĕсем - Г.Лебедевпа Г.Хирбю, Т.Фандеевпа А.Токарев - илемлĕ юрăсем çырнă. Мария Волковăна халалланă конкурс 5-11-мĕш классем хушшинче виçĕ номинаципе иртрĕ. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире жюри членĕсем çапла хакласа палăртрĕç:
«Мария Волкова сăввисем» /чăвашла тата вырăсла вуласси/ номинацире 5-мĕш классем хушшинче:
1-мĕш вырăнта Мăнçырмари вăтам шкулта вĕренекен Дорошин Юрий /ертÿçи - Т.Л.Цыркунова/, Кавалти тĕп шкулта вĕренекен Егорова Варвара /ертÿçи – Н.Ю.Авакова/; 2-мĕш вырăнта Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта вĕренекен Васильев Матвей /ертÿçи – И.В.Иванова/, Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта вĕренекен Исаев Ваня /ертÿçи - З.М.Дмитриева/, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен вăтам шкулта вĕренекен Левина Татьяна /ертÿçи – Г.Н.Васильева/; 3-мĕш вырăна Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленсе тăракан вăтам шкул вĕренекенĕсем Александрова Даниэла /ертÿçи- Е.Ю.Степанова/, Иванова Анастасия /ертÿçи - Р.М.Иванова/ тивĕçрĕç.
6-7 классем хушшинче 1-мĕш вырăна: Чупайри тĕп шкулта вĕренекен Дмитриева Элина - /ертÿçи – Л.А.Цыфаркина/; 2-мĕш вырăна Çĕнĕ Кинчерти тĕп шкулти 6-мĕш класра вĕренекен Миронова Варя /ертÿçи – И.Ф.Краснова/. 3-мĕш вырăна Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта 6–мĕш класра вĕренекен Воронцова Милана тата 7-мĕш класра вĕренекен Смородинова Виктория /ертÿçи – Л.Н.Алексеева/ тухрĕç.
8-10-мĕш классем хушшинче – 1-мĕш вырăна: Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен вăтам шкулта вĕренекен Молькова Арина /ертÿçи - И.В. Яковлева/, Чулкасри вăтам шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Архипов Максим тата Яковлева Татьяна /ертÿçи – Е.В.Семенова/, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта 9–мĕш класра вĕренекен Ефремов Артемий /ертÿçи – И.В.Иванова/, Пинерти тĕп шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Семенова Яна /ертÿçи – Н.В.Васильева/; 2-мĕш вырăна Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренекен Алексеева Виктория - /ертÿçи- З.М.Дмитриева/ тивĕçрĕç.
«Мария Волкова ентешĕсен сăввисем» номинацире Вениамин Туртуш тата Татьяна Миро сăввисем янăрарĕç. Малти вырăна çĕнсе илекенсем: Кавалти тĕп шкулта 8-мĕш класра вĕренекен Жегалина Кристина /ертÿçи — Н.Ю.Авакова\, Пинерти тĕп шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Петрова Арина /ертÿçи - Н.В.Васильева\.
Вĕрентекенсем хушшинче те Мария Андреевна Волкова ĕçĕ-хĕлĕ тата пултарулăхĕ тăрăх йĕркеленĕ конкурс иртрĕ. Конкурсра вĕрентекенсем «Мария Волкова произведенийĕсем тăрăх ÿкернĕ видеоролик», «Мария Волкова произведенийĕсем тăрăх хатĕрленĕ видеовикторина», «Мария Волкова произведенийĕсем тăрăх ÿкернĕ буктрейлер», «Мария Волковăн литературăри портречĕ», Мария Волковăн литературăри портречĕ-видеоэссе» номинацисене ĕçсем тăратрĕç.
«Мария Волковăн литературăри портречĕ» номинаци çĕнтерÿçисем: Пысăк Енккассинчи шкулта вĕрентекен И.В.Иванова, Вăрмарти шкулта вĕрентекен Р.М.Иванова, Çĕнĕ Кинчерти шкулта вĕрентекен И.Ф.Краснова. «Мария Волковăн произведенийĕсем тăрăх ÿкернĕ видеоролик» номинаци çĕнтерÿçисем: Кавалти шкулта вĕрентекен Н.Ю.Авакова, Чупайри шкулта вĕрентекен Л.А.Цыфаркина. «Мария Волковăн произведенийĕсем тăрăх хатĕрленĕ видеовикторина» номинаци çĕнтерÿçи: Мăнçырмари шкулта вĕрентекен Т.Л.Цыркунова. «Мария Волковăн произведенийĕсем тăрăх ÿкернĕ буктрейлер» номинаци çĕнтерÿçисем: Вăрмарта Г.Е.Егоров ячĕпе хисепленекен вăтам шкулта вĕрентекенсем - Г.Н.Васильевăпа И.В.Яковлева. «Мария Волковăн литературăри портречĕ-видеоэссе» номинаци çĕнтерÿçисем: Энĕшпуçĕнчи шкулта вĕрентекен З.М.Дмитриева, Кивĕ Вăрмарти вăтам шкулта вĕрентекен Л.Н.Алексеева. Мероприяти питĕ тухăçлă иртрĕ. Пурте тав сăмахне тивĕç!
Ирина ИВАНОВА, Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенĕ
